Канаш районĕнчи Кайри Ăнтавăш вулавăшĕнче «Паллă тĕпчевçĕ, пултаруллă историк В.К.Магницкий - 175 çул» литература каçĕ иртнĕ. С.Димитриева ачасемпе çамрăксене ăсчахăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа панă.
Елчĕк районĕнче хастар та маттур, пуçаруллă та мал ĕмĕтлĕ, умне лартнă тĕллеве чăна çавăрас тесе нимĕнле йывăрлăхран та хăраман хĕрарăмсем пур. Патреккел ялĕнчи Татьяна Теплова шăпах çавсен йышĕнчен. Нумаях пулмасть вăл хăйĕн çутă ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ: Елчĕкре «Мечта» кафе уçнă.
Сĕнтĕрвăрри районне юлашки вăхăтра пуçлăхсемпе ăнсах каймасть. Район администрацийĕн тилхепине юлашки çулсенче ертсе пынă çынна взятка илнĕ тесе суд умне тăратнă май Сĕнтĕрвăррисем çĕнĕ пуçлăх вăхăтлăх пулмасса шанаççĕ. Вĕсен шухăшĕпе, шăпах ертÿçĕсем вăхăтлăххи, «ют» çынсем район нуши-тĕллевне çывăха илменни çине-çинех такăнтарать.
Сĕнтĕрвăрринче пурăнакан Николай Шипулин пирки чăкăлтăш çын тееймĕн, политикăран та аякра, анчах шăпах вăл район влаçне темиçе уйăх ĕнтĕ пĕр ыйтупа канăç памасть - тĕпчет, хурав ыйтать, тĕрлĕ инстанцие çыру çырать.
Нарăсăн 28-мĕшĕнче ЧР Наци библиотекинче биологи ăслăлăхĕсен кандидачĕсем Людмила Теплова, Виктор Балясный, Леонид Егоров, Валентина Подшивалина пухса хатĕрленĕ статьясен пуххине пахаларĕç.
Вĕсене «Çут çанталăкăн «Сăрçи» патшалăх заповедникĕ» федераци учрежденийĕн директорĕн çумĕ, биологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Александр Димитриев пурнăçĕпе ĕç-хĕлне халалланă. Кăларăм /пиллĕкмĕш/ - «Чăваш Республикинчи биологсем тата экологсем» ярăмран. Ăна хаклама Шупашкарти аслă шкулсен преподавателĕсем, çут çанталăка тĕпчекен ăсчахсем, студентсем пуçтарăнчĕç.
Ялта пурнăç таса та уçă, унăн таврашĕнче, уйрăмах çуркунне - куçпа виçейми илем! Çĕре юратса пăхсан тыр-пул, пахча çимĕç çителĕклех парать. Çавăнпа тăпрана пулăхлатассишĕн вăй хуратпăр.