Д.ВОЛКОВ
Пирĕн шкулсем Раççейре чи лайăххисен шутĕнче
Раççейри чи лайăх шкулсен ТОП-500 йышне пĕлтĕрхи пекех Чăваш Енĕн 9 шкулĕ кĕнĕ.
Çав шутра — Шупашкарти 2, 3, 4, 44-мĕш лицейсем, 2, 5-мĕш гимназисем, Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицейпе 6-мĕш гимнази, çавăн пекех Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул.
"Телей хулин" уявĕ
Кластер çул-йĕрĕ ăнăçлă аталанать
Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Енре пĕр кунлăх ĕçлĕ визитпа РФ Вĕренÿ министерствин рабочисен кадрĕсене хатĕрлемелли патшалăх политикин департаменчĕн директорĕн заместителĕ Татьяна Рябко пулнă.