«Урам кунĕнче» - ĕлĕкхипе хальхи пурнăç
«Пирĕн урам». Мĕн тери ăшшăн калатпăр çак сăмахсене. Вĕсенче тăван тăрăха юратни те, унпа мăнаçланни те, пĕчĕк тата пысăк пулăмсене, савăнăçлă тата хурлăхлă кунсене асра тытни те палăрать. Чылайăшĕ кунта çуралнă, нумай çул пурăннă, халĕ те пурăнать. Хăшĕсен вара çакăнта ачалăхпа яшлăх тапхăрĕ иртнĕ.