Роза ВЛАСОВА.

11 Ака, 2018

Вăтам вырăс ăрачĕллисене усрасшăн...

Çак кунсенче Томск облаçĕнче ял хуçалăх отраслĕнче вăй хуракансен 6-мĕш слечĕ (сельский сход) иртнĕ. Унта Чăваш Енрен ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, паллă хурт-хăмăрçă, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Турханта пурăнакан Николай Пирожков та хутшăннă. Унта вăл вĕлле хурчĕсене искусствăлла мелпе пĕтĕлентерессипе ĕçлекен Кирилл Богомоловпа кайнă.

6 Ака, 2018

Мĕншĕн пиччĕшĕ чĕтренсе йĕрет-ши шăллĕн çурчĕ хăтлăрах пулсан?

«Йĕкелпеле мăйăр пĕр тĕслĕ — тĕсĕ пĕр те, тути пĕр мар, тăванпала тăван пĕр тĕслĕ — тĕсĕ пĕр те, ăсĕ пĕр мар». Е тата: «Ылтăнпала ылтăн ылмашаççĕ, шырамаççĕ ырăран ырра. Кашкăртан та кашкăр хăрамасть-çке, мĕншĕн-мĕншĕн çын хăрать çынран?

6 Пуш, 2018

Пурнăç вăйлă пулма хистесен те хĕрарăмăн ачашлăхпа черченлĕхе çухатас марччĕ

<...> Паян сăмахăм этемлĕхĕн черчен çурри, хĕрарăмăн паянхи пурнăçри вырăнĕ, пĕлтерĕшĕ пирки. Çĕр-çĕр çул хĕрарăмăн тĕп тивĕçĕ — этемлĕхе тăсасси пулнă, çемье, кил вучахĕн управçи шутланнă вăл. Тулаш тĕнчепе арçын çыхăну тытнă, мĕн пур ыйтăва вăл татса панă, çавăнпа вăл статуспа хĕрарăма хăйĕнчен аяларах шая хунă. Халĕ, техникăпа наука вăйлă аталаннă тапхăрта, лару-тăру, паянхи обществăра хĕрарăмăн вырăнĕ улшăннă.

29 Раштав, 2017

Çĕнĕ çул парни

Çĕнĕ çул ытларах ырă кĕтменлĕхсемпе, асамлăхпа, парнесемпе асра юлать. Кÿкеçри хавшак сывлăхлисен шкулĕнче вĕренекенсемшĕн паян шăпах çавăн пек савăнăçлă кун. Кунта кĕçĕн класра вĕренекенсен елки пулчĕ. Ку çеç-и? Вĕсене çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шупашкарти травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн директорĕ Николай Николаев саламларĕ.

Pages