Йăмăкĕ усал та хаяр
Çĕмĕрле районĕн сучĕ 27 çулти хĕре айăпласа 5 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварма йышăннă. Çак вăхăта вăл пĕтĕмĕшле режимлă колонире ирттерĕ.
Ăна пиччĕшне вĕлернĕшĕн айăпланă. Йывăр преступлени сăлтавĕ ытла та вак-тĕвек пулни тĕлĕнтерет. Çакнашкаллишĕн те вилме пулать иккен...
Следстви комитечĕн Çĕмĕрлери пайĕ тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх - çав кун, кăçалхи февралĕн 5-мĕшĕнче, хĕр хăйĕн килĕнче ÿсĕр пулнă. 33 çулти пиччĕшĕпе хирĕçсе кайнă та сунар çĕççине алла тытнă, унпа сулса янă - арçынна сулахай пĕççинчен амантнă. Суранĕ йывăр пулнă çав, юн юхнă май пиччĕшĕ темиçе сехетрен вилнĕ.
Мĕншĕн хирĕçнĕ тетĕр-и? Судпа айăпланнăскер ăнлантарнă тăрăх - маларах пиччĕшĕн ÿпкине операци тунă. Табак туртма юраман ĕнтĕ, апла пулин те арçын чĕлĕм чĕртнĕ. Çакă йăмăкне тарăхтарса янă... Малаллине пĕлетĕр.
К.НИКОЛАЕВ.