Тупăш илтĕн - деклараци тăрат
Налукçăсем кăрлачăн 1-мĕшĕнче черетлĕ деклараци кампанийĕ пуçланнине аса илтереççĕ. Ăна çу уйăхĕн 2-мĕшĕнчен кая юлмасăр памалла.
2016 çулхи тупăш пирки декларацие уйрăм предпринимательсен, нотариуссен, адвокатсен; харпăрлăхра виçĕ çултан кая мар (2016 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ хыççăн туяннă куçми пурлăх тĕлĕшпе - пилĕк çултан кая мар) пулнă пурлăха, хаклă хута, устав капиталĕнчи тÿпене сутса тупăш илнисен; пурлăха е çурт-йĕре тара парса тупăш илнисен; парне шучĕпе пурлăх, транспорт хатĕрĕ, хаклă хут илнĕ граждансен тата ыттисен тăратмалла.
- 2016 çулшăн "вычет" илес тĕллевпе деклараци паракансем васкамасса та пултараççĕ - унашкал декларацисене çулталăк тăршшĕпех йышăнаççĕ.
Комментари хушас