Чăвашла верси
Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 5 (6556) № 13.02.2025
Юрă валли те сăвăсем çырать
Рубрикăн паянхи хăни – Вăрнар районĕнчи Аçăмçырми ялĕнче çуралса ӳснĕ Алексей Никитин. Чăвашлăхшăн çунакан, тăван халăх йăли-йĕркине хисеплекен яш Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотеки ирттерекен «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» конкурсра «Чăвашла поэзи» номинацире çĕнтернĕ.
Минтер е матрас айне пытарнă
– Алексей, калаçăва та поэзиренех пуçлар. Пĕрремĕш сăвă хăçан çуралчĕ?
– Шкулта вĕреннĕ чухне пĕр хĕрачана килĕштереттĕм. Вăтаннăран туйăма шурă хут çине куçарма пуçларăм. Пĕрремĕш сăвăсем çавăн чухне шăранса тухрĕç. Вĕсене никама та кăтартман. Урокра тетраде тепĕр май çавăрса хураттăм та пуçа килнĕ йĕркесене хăвăрт куçараттăм. Кайран листине çурса илсе килте минтер е матрас айне пытараттăм. Пĕррехинче анне тупрĕ те хĕрелсе кайрăм. Мĕн тăвас тетĕн – шкулти юрату çапла вăл /кулать. – Авт./. Çывăх çыннăмсем каласа кăтартни те асра. Аттене Борис Клементьевича анне Елена Геннадьевна çамрăк чухне салтака ăсатса кĕтсе илнĕ. Хĕсметри икĕ çула кĕскетме вĕсем пĕр-пĕрин патне çырусем вĕçтернĕ май юратуллă сăвăсем те çырнă. Тен, вĕсен пултарулăхĕ мана та куçнă.
– Шкулта хăш предмета ытларах килĕштереттĕн?
– Класра вăтăр иккĕнччĕ эпир. Пур предмета та тăрăшса ăса хыврăм, географи ытларах тыткăнлатчĕ. Çĕршыв, тĕнче карттине вĕренме кăсăклăччĕ. Çавăнпах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе географи факультетне вĕренме кĕтĕм.
– Тĕслĕх илмешкĕн аслисем пулнă-тăр?
– Çемьере эпир пиччепе иккĕн. Вăл та аслă шкулта вĕреннĕ, программист дипломне илнĕ. Ăна салтака ăсатсан эпĕ те Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама хатĕрлентĕм. ЧПУран вĕренсе тухсан Чулхула облаçĕнчи Мулино поселокĕнче службăра артиллери çарĕнче пултăм. Республикăран 20 чăваш пĕрле кайрăмăр. Пире унта та уйăрса ямарĕç. Халĕ те пĕрле хутшăнатпăр. Салтак пурнăçĕ хăйне евĕрлĕ çырăнса юлать. Тăраниччен çывăрас килетчĕ. Хăма çинче те тĕлĕрсе кайма пултараттăм. Çарта пулни пурнăç çине урăхларах пăхма хистет. Дисциплинăна, яваплăха туйма хăнăхатăн. Киле килес умĕнхи каç çĕрĕпе куç хупмарăм. Ирех пурне те: «Манăн дембель çитрĕ!» – тесе вăратрăм. Киле таврăнсан пĕрремĕш кунах тĕлĕк тĕлленчĕ: «Рота, подъем!» – кăшкăрчĕç пек. Ирех сиксе тăтăм.
– Салтакра чи лайăх кун пулать-и?
– Аттепе анне килсен чи телейлĕ кунсем пулнăччĕ маншăн. Пĕрремĕшĕнче присягăна çитрĕç, тепрехинче – манăн çуралнă куна. Мана увольнение кăларчĕç, çĕр каçма хваттер тара тытрăмăр. – Чăваш чĕлхине юратнине сăвă çырса кăна мар, ытти мелпе те палăртатăн эсĕ.
– Паянхи самана урăхларах ыйтнине шута илсе çамрăксене илĕртме «Контактра» соцсетьре ушкăнсем йĕркелерĕм. «Сăвăсем…Стихи… Алексей Сувар» /800 яхăн подписчик/, 2011 çултанпа «ЯНРА!» интернет-журнал /16 пине яхăн подписчик/, «КУЛĂШ АРЧИ» /10 пине яхăн подписчик/ тытса пыратăп. Çак кунсенче «Телеграмра» канал уçрăм. Чăвашла калаçас, çырас, чăваш юррисене итлес килет. Ача чухне питĕ юрлас килетчĕ. Анчах юрăç пулма Турă пурне те пултарулăх паманнине кура ыттисене итлесе савăнас терĕм.
– Интернетри ушкăнсене мĕнле тĕллевпе тытса пыратăн?
– Чăваш чĕлхи аталантăр, çамрăксем курччăр, чăвашла юрăсем янăраччăр тесе. Тăван чĕлхерен вăтанакан çын – чунпа чухăн.
– Алексей Сувар, Элекçи Сăвар… Мĕнпе çыхăннă ку?
– Темиçе çул каялла сăвар пăлхарсемпе кăсăкланаттăм. «Сăвар – Сăваплă Ар» тесе ăнлантаратăп псевдонима.
– Шăнкăр-шăнкăр йĕркесем хăш вăхăтра çуралаççĕ?
– Тăрук пуçа килни те пулать. Ытларах каçхине. Тепĕр чухне çур çĕр иртни виçĕ сехетре те çырма пултаратăп. Юрă валли те сăвă шăрçалатăп. Хăш-пĕр юрăç хăй ыйтать е хам сĕнетĕп.
– Апла саншăн юрату теми çывăх? – Халь мăшăрланнă та юрату килтех. Юлашки вăхăтра сăвăсем ытларах чăвашлăх çинчен çырăнаççĕ. Тăван чĕлхерен вăтанакан çамрăксене сивлетĕп. Ялтан хулана куçаççĕ те «вырăсланаççĕ». Мĕншĕн? Ăнланмастăп.
Кĕтӳре — пĕччен
– Ачалăхри кулăшла самантсене аса ил-ха.
– Пĕчĕкрен юрă-кĕвĕ юрататтăм. Чăваш юррисене магнитофонпа итлеттĕм. Унтан музыка центрĕ илчĕç. Вăрнарти вокзалта диск сутатчĕç. Алексей Шадриковăн дискне пĕрремĕш хут туянсан çав тери хĕпĕртенĕччĕ. Интернетра чăваш юррисем пулман чухне кашни çĕнĕ диск маншăн савăнăçчĕ. Константин Евруковăн, Алексей Шадриковăн, Типшĕм Сашукăн, «Апельсин каччисен» пултарулăхĕ ытларах кăмăла каятчĕ. Аннепе атте ĕçре чухне пиччепе асаннене килтĕрĕшри ĕçсене пурнăçлама пулăшаттăмăр. Урай та çунă, выльăх та пăхнă. Сăмах май, пире асанне çирĕп тытнă, дисциплинăна хăнăхтарнă. Пĕррехинче сурăх кĕтĕвĕн черечĕ çитсен асаннепе кайрăмăр. Ыттисем утă хатĕрлеме юлчĕç. Эпĕ шкул çулне те çитменччĕ пуль. Çумăр пĕлĕчĕсем капланса килнине курсан асанне мана пĕччен хăварса утă пуçтарма васкарĕ. Юнашар пĕчĕк вăрманччĕ. Çумăр çума пуçларĕ. Аслати ман çумрах кĕмсĕртетрĕ те хăраса ӳкрĕм. Сурăхсем тарчĕç, эпĕ килелле макăра-макăра чупрăм. Çитрĕм те — килтисем манран кулаççĕ. Тепрехинче иккĕмĕш сыпăкри пиччепе тем ашкăннă ĕнтĕ эпир. Атте пире вăрçса вĕлтĕренпе хăваларĕ, вĕтĕлетĕп тесе хăратрĕ. Эпир макăрса чупрăмăр. Хăваласа çитрĕ, пирĕн сехре хăпрĕ. Вăл вĕтĕлет, анчах пире пĕçертмест. Мĕн япали ку? Атте юри хăратас тесе хăмла çулçипе çапнине кайран тин пĕлтĕмĕр. <...>
Елена ЛУКИНА, Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекин ĕçченĕ.
♦ ♦ ♦
«Япалашăн мар, пире курнăшăн савăнаççĕ»
Панхи кун Шупашкар округĕнчи Чăрăшкассинчи 10 арçын — ятарлă çар операцийĕнче. Пĕр ялшăн ку хисеп сахал мар. Халĕ мĕн пур ял-йыш вĕсене кар! тăрса пулăшать.
Клубра — çĕвĕ цехĕ
«Эпĕ хам та Чечня вăрçи витĕр тухнă çын. Салтаксем мĕнле пурăннине, мĕн çинине-ĕçнине пĕлетĕп, çавăнпа манăн вĕсене май пур таран пулăшас килет», — çапла пĕлтерчĕ Шупашкар округĕнчи Иван Иванов уйрăм предприниматель. Вăл пуçарнипе ялти пултарулăх çуртĕнче мини-çĕвĕ цехĕ уçăлнă. Унта кашни каç, вырсарникунсăр пуçне, ĕç хыççăн хĕрарăмсем салтаксем валли тĕрлĕ япала çĕлеме килеççĕ. Иванпа Елена Ивановсен ывăлĕ Дмитрий паянхи кун çар тивĕçне Белгород облаçĕнче пурнăçлать. Хĕсмете кайиччен вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра программист-технолога вĕренсе тухнă. Дима кăçал çуркунне çартан таврăнмалла. 24-ри айтишник халĕ пилотсăр вĕçекен аппаратсене хута ярассипе ĕçлет. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, Белгород облаçĕнче пурнăç лăпкă мар, унта вĕçĕмех тревога янăрать, тăшман социаллă обћектсене сирпĕтме дронсем вĕçтерет. Пирĕн салтаксен те уйрăмах сыхă пулма тивет. Иван Агентинович 50 тултарман-ха, хăй вара 14 çул ĕнтĕ пенсире. Салтакран килсен Чăваш Енри ФСИН управленийĕн конвоировани уйрăмне вырнаçнă та урăх ниçта та куçман, çавăнта ĕçлесе пенсие тухнă. «Коллектив лайăххишĕн ĕç килĕшетчĕ, — тет хирĕç тăруллă вырăнсенче пулнă ветеран иртнине аса илсе. — 15 çулта мĕнле кăна çынна конвойпа илсе кайман пуль? Пĕррехинче 5-6 полицейские çапса ӳкернĕшĕн судпа айăпланнă çынна леçмеллеччĕ. Уйрăм пӳлĕмрен тухрĕ те хайхискер ман çине сиксе ӳкрĕ. Вăйлă каратистчĕ вăл. Эпĕ хама хӳтĕлеме пултартăм. Салтака кайичченех кĕрешӳ мелĕсене вĕрентекен секцине çӳреттĕм. Çарта та оперативлă полкра ку енĕпе вăйлă вĕрентнĕ пире. Çĕнĕ Шупашкарта пурăннă çынçиене илсе кайни те асра. Хăйĕн юлташне вĕлерсе ун какайĕпе кӳршисене те хăналанăскер пирки хăй вăхăтĕнче нумай шавларĕç. Çӳллĕ те хыткан арçын шӳтлеме ăстаччĕ, ун çине пăхсан çавăн пек хăрушă преступлени тунă тесе калама çукчĕ». Пенсие тухсан Иван Агентинович усламçă пулса тăнă, тимĕр япаласем хатĕрлессипе производство уçнă, тимĕрçĕ лаççи те пур. СВО пуçлансан унăн рабочийĕ Евгений Карзанов тулли мар мобилизаципе Тăван çĕршыва хӳтĕлеме кайнă. Усламçă ăна пулăшма тытăннă. Евгений Чĕмпĕрте вĕренӳ курсĕнче пулнă чухне темиçе те кайса килнĕ. Кайран Иван Ивановăн юлташĕ Юра Кузнецов гуманитари пулăшăвĕ леçме тытăннă. Ял-йыш ун урлă нумай япала парса янă. Сăмах май, ытти волонтерăнне те, отпуска килнисенне те машина лăк туличченех тиенĕ. «Ялти пултарулăх çуртĕнче пирĕн хĕрарăмсем чылайранпа маскировка тетелĕ çыхаççĕ, окоп çурти шăратаççĕ. Наталья Ананьева, Алевтина Иванова, Раиса Васильева, Варвара Терентьева, Роза Алексеева, Антонина Андреева, Калерия Шатаева кашни кун тухаççĕ. Ятарлă çар операцийĕнче шăпах алăпа çыхнă тетелсем кирлĕ, мĕншĕн тесен производствăра кăларнине дрон «вулать», кун пеккине вара курмасть. Çакă çынсен пурнăçне, техникăна, хĕç-пăшала упраса хăварма пулăшать. Людмила Семенова, Розалия Трофимова, Елена Лаврентьева, Алевтина Александрова тетелсем валли килте бантиксем хатĕрлесе клуба илсе пыраççĕ. Кӳршĕ ялти Толикассинчи кинемейсем — Светлана Сергеева, Галина Минина, Валентина Порфирьева, Алевтина Егорова — çăм арласа нуски çыхаççĕ. Материал пĕтсен те хĕрарăмсем ахаль лармарĕç, килтен çĕвĕ машинки илсе килчĕç. 33 килограмм пир-авăр пусма туянтăмăр та салтаксем валли аялти кĕпе-йĕм çĕлеме тытăнтăмăр. Пĕлетпĕр: унта вĕсен çуса тăхăнма майсем çук, труççи те, нуски те, футболка та расхута тухакан япала шутланаççĕ. Хĕрарăмсем чуна парса тăрăшнине кура Иван Агентинович вĕр çĕнĕ тăватă çĕвĕ машинки, тĕрлĕ пусма туянчĕ. Çапла пирĕн ĕç тата хăвăртланчĕ, вăйланчĕ. Наталья Павлова, Любовь Юрьева, Валентина Моисеева, Мария Дмитриева тата эпĕ дронсенчен хӳтĕлекен виткĕчсем çĕлетпĕр. Малтанах йывăрччĕ, халĕ вĕренсе çитрĕмĕр те ĕç кал-кал пырать», — палăртрĕ культура учрежденийĕн заведующийĕ Галина Королькова. Чи йывăрри — уйрăласси «Дронтан хӳтĕлекен утияла интернетра куртăмăр, саккас парса туянтăмăр. Мĕнрен хатĕрленине сӳтсе пăхрăмăр. Хамăр та çавăн пеккине çĕлеме тытăнтăмăр. Пирĕн хĕрсем чухлаççĕ, хăйсемех касаççĕ, çĕлеççĕ. Материалсене хам туянатăп. Маншăн хĕрарăмсем ĕç хыççăн килсе çĕлени питĕ паха. Машинкăсене пушă тăратмаççĕ. Вĕсене тирпейлĕ тытаççĕ. Хĕрарăмсем çĕлемесен пусмасем илсе хунин мĕн усси? Тепĕр ушкăн маскировка тетелĕ çыхать. Клуб фойин пĕр кĕтесне йышăнтăмăр. Тепĕр кĕтесĕнче музей йĕркелерĕмĕр. Гуманитари пулăшăвĕ леçме СВОна кайсан пире салтаксем артефактсем парса яраççĕ. Çавсене пухса пыратпăр та. Пĕлтĕр Донбаса виçĕ хутчен — çулла, кĕркунне тата Çĕнĕ çул умĕн — хамăн машинăпа кайрăм. Халĕ кĕçех тепре, Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕ умĕн, ентешсем патне çитесшĕн. Çул çинче, паллах, лăпкă мар. Юлашкинчен кайнă чухне Запорожье облаçĕнчи Токмакран пуçласа Васильевкăна çитерекен çул ª40 çухрăма яхăнº – чи хăрушшиччĕ. Пĕрремĕш хут кайнă чухне унта сирпĕтсе янă машинăсене куртăмăр, иккĕмĕш хутĕнче пире вăл çулпа ямарĕç. Вара арканнă тавра çулпа 3 сехет ытла кайрăмăр. Эпĕ хамăн машина çумне прицеп та çаклатнăччĕ. Ятран хатĕрленĕ посылкăсем ытти ялтан та парса ячĕç. «Барс», «Атăл» отрядсене кĕрсе тухрăмăр. «Карзан», «Чикаго», «Ягуар», «Фиф», «Береза», «Смайлик», «Борода», «БМВ», «Чуваш», «Николайч», «Палыч» позывнойлă хамăр салтаксене шыраса тупса алăран патăмăр. Мĕнле условисенче пурăннине куртăмăр. Хамăр та унта çĕр каçрăмăр. Ятарлă çар операцийĕ Чечня вăрçинчен пач уйрăлса тăрать. Кунта дронсем, «Космические войны» фантастикăри пек, сирпĕтсе йăлтах тĕп тăваççĕ. Çĕрле те тупăсем пеме чарăнмаççĕ. Дронран хӳтĕлекен плащсене парса хăвартăмăр. Ентешсем каланă тăрăх, вĕсене уртса ярсан «Баба-яга» курмасть. Машинăсене те витеççĕ, хăйсем те пĕркенеççĕ. Салтаксем уншăн питĕ савăнаççĕ. Эпир кун пек плащутиялсене тахçантанпах çĕлетпĕр, шутне те пĕлместпĕр ĕнтĕ. Гуманитари пулăшăвĕ леçекенсенчен нумай парса янă. Анчах малтанах вĕсем Чăрăшкасси ачисене лекмен. Çавăнпа хам çӳреме пуçларăм. Ентешсемпе пĕрле çапăçакан тусĕсене палласа та çитрĕм ĕнтĕ. Пĕрре каятăн та — пур, тепре кайнă çĕре çав ачасем «икçĕрмĕш» пулнине пĕлсен чун хурланать. Чи йывăрри — ентешсенчен уйрăласси. Кашнинчех куççуль тухать. Тĕрĕссипе, хамăрăн ачасем эпир илсе килнĕ япалашăн мар, пире курнăшăн ытларах савăнаççĕ. «Ялта пулнă пекех, тăвана курнăнах туйăнчĕ», — теççĕ. <...>
Алина ИЛЬИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас