Хыпар 14 (28331) № 25.02.2025

25 Нарăс, 2025

Ĕç укçин вăтам виçи 61 пин тенкĕ патне çывхарать

Республика промышленноçĕ çав-çавах ӳсĕмлĕ ĕçлет. Çакăн çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтерчĕ.

Канашлура регионăн çулталăкăн пĕрремĕш уйăхĕнчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç. Дмитрий Краснов палăртнă тăрăх, промышленноç ӳсĕмĕ кăçал та упранса юлать. Паллах, иртнĕ çулхи хушăм сумлă пулнине кура çак никĕс шайĕнче кăçалхи ӳсĕм апла пысăках мар, çапах производство индексĕ 3% хушăнни те — лайăх кăтарту. Тирпейлекен производствăсен çак кăтартăвĕ тата пысăкрах — 5%. Министр компьютерсем, электроника, оптика хатĕрĕсем туса кăларакан отрасль пушшех пысăк хăвăртлăхпа çĕкленсе пынине çирĕплетрĕ. Çавăн пекех хатĕр металл изделисен, ытти производство лайăх ĕçлеççĕ. Промышленноç предприятийĕсем тиесе ăсатнă продукци калăпăшĕ иртнĕ çулхи кăрлачринчен 11% пысăкланнă, 37 миллиард тенкĕпе танлашнă. Çав шутра продукцин 86% — тирпейлекен производствăсен тӳпи. Система йĕркелекен 45 предприяти тиесе янă продукци калăпăшне ӳстерме пултарнă. Хуласем тăрăх хаклас тăк — Çĕмĕрлесем асăннă кăтартăва 1,5 хут лайăхлатнă. Шупашкар, Канаш, Улатăр хулисен те мăнаçланма сăлтав пур. Çĕнĕ Шупашкарсем кăна каялла чакнă. Муниципалитет округĕсенчен Дмитрий Иванович Вăрмарсемпе Етĕрнесен курăмлă ӳсĕмне палăртрĕ, çав вăхăтрах Комсомольскисем, Çĕрпӳсем, Пăрачкавсем, ытти хăш-пĕр округ çулталăк каяллахи шая çитейменни çинчен каларĕ. Ял хуçалăх производствин индексĕ 2024 çулхи кăрлачри шайрах. Сĕт суса илесси, çăмарта туса илесси хушăнни палăрать. Ял хуçалăхĕн 32 предприятийĕ, 8 муниципалитет округĕ кăтартусене ӳстернĕ. Шел, чакарнисем те пур. Чи япăххи Улатăр округĕн — çулталăк каяллахин 78% чухлĕ çеç. Кăрлачра строительство организацийĕсем пурăнмалли 122 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă — япăх мар ĕçлеççĕ. Инфляци 1,5% хушăннă. Ку виçере каллех апат-çимĕç хакланнин тӳпи пысăк. Предпринимательсен йышĕ пысăклансах пырать — 124,7 пине çитнĕ. Çав шутра 77 пинĕшĕ — хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсем. Пĕтĕмпе вара ку сферăра вăй хуракансен йышĕ 237 пин çынпа танлашать. Ĕçсĕрлĕх пĕчĕк — 0,4% шайĕнче. Ĕçсĕррисен регистрациленĕ шучĕ чакни те куçкĕрет — çулталăк каяллахин 84% чухлĕ. Çав вăхăтрах предприятисем пĕлтернĕ ваканси те паян чылай сахалрах — 70% чухлĕ. Ĕç укçин кăрлачри вăтам виçи çулталăк каяллахинчен 18% хăпарнă, 60,8 пин тенкĕпе танлашнă. Мĕнле ĕçлеççĕ — çапла тӳлеççĕ теме те пулать. Шалу производствăна пысăк хăвăртлăхпа ӳстерсе пыракан, компьютерсем, электроника тата оптика хатĕрĕсем туса кăларакан сферăра чи пысăкки — 105 пин тенке яхăн, ку виçе çулталăк каяллахинчен 1,8 хут пысăкрах. Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков кăрлача бюджета мĕнле пурнăçланине тĕпе хурса хакларĕ. «Динамика лайăх», — терĕ вăл кăмăллăн. Çакă республика бюджетне кĕрекен тупăш ӳсĕмлĕ пулнипе сăлтавланнă. Калăпăр, налуксем тĕлĕшпе хушăм 20% патнелле те — çакă бюджет тăкакĕсемшĕн лайăх никĕс пулса тăрать. Тепĕр тесен, бюджет тупăшĕ налукпа кăна пуян мар. Сăмахран, çул-йĕр правилисене пăснăшăн тӳлеттернĕ штрафсем те хушăннă. Штрафсен виçисем Çĕнĕ çултан пысăкланчĕç вĕт — çакăн кăтартăвĕ бюджетра курăнать-тĕр. Халичченхинчен самай пысăкрах штраф тӳлеме тивнипе кăмăлсăр водительсен укçа бюджета кĕрсе пархатарлă ĕçсем валли кайĕ тесе лăпланмалли кăна юлать. Канашлура çавăн пекех Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунне уявланине пĕтĕмлетрĕç. Вĕрентӳ, культура министрĕсем Дмитрий Захаров, Светлана Каликова тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Çамрăксен политики енĕпе ĕçлекен управленийĕн ертӳçи Кирилл Лукин республикăра çĕр-çĕр мероприяти ирттерни çинчен пĕлтерчĕç. Олег Николаев уява ăнăçлă ирттернине палăртрĕ, çак ĕçе йĕркелекенсене тав турĕ. Çийĕнчен вăл Муркаш округĕнче Правительство кунне ирттерес умĕн унта пурăнакан хĕрарăмран ыйту пулни çинчен каларĕ: ачи инвалид-мĕн, çуртра вара пандуссем çук — ачана илсе тухса кĕме кансĕр. Олег Алексеевич çакнашкал ыйтусене пухма, вăраха ямасăр уйрăм программа хатĕрлесе ăна пурнăçлама хушрĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Хаçат-журнал ырă пулма вĕрентет

Уява Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕрентӳпе çамрăксен политикин пайĕн ертӳçи Владимир Николаев тата «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ — тĕп редакторĕ Виктория Вышинская уçрĕç.

— Издательство çурчĕ чăвашлăха, тăван чĕлхепе литературăна, халăх культурине упраса аталантаракан учреждени шутланать. Тĕрлĕ социаллă сеть урлă эпир нумай хыпар пĕлетпĕр, хаçат-журналта вара иртнĕ пулăм çинчен тăван чĕлхепе ăнлантарса, тишкерсе тĕплĕн çырса кăтартаççĕ. Никамшăн та вăрттăнлăх мар: хальхи çамрăк ăру вырăсланса пырать, çавăнпа çакнашкал мероприятисем ирттерни питĕ пĕлтерĕшлĕ, — журналистсене пултарулăх ĕçĕнче хавхаланупа çитĕнӳ сунчĕ Владимир Арсентьевич. Каласа хăвармалла: Елчĕкре «Хыпар» кунне ирттерме округăн пуçлăхĕ Леонард Левый пулăшрĕ. Леонард Васильевича пархатарлă ĕçшĕн чунтан тав тăватпăр! Виктория Вышинская интернет уçлăхĕнче чăвашла çырма, хутшăнма май пуррине палăртрĕ. «Унта «Хыпар» ячĕ те янăрать. Куллен чăвашла хыпарсемпе постсем вырнаçтаратпăр. Пĕлтĕр «Медиа-Хыпар» студентсен отрядне йĕркелерĕмĕр. Çывăх вăхăтра «Çамрăксен хаçачĕпе» ачапăча кăларăмĕсен редакцийĕсен çумĕнче медиастуди уçасшăн. Вĕсем пирĕн коллектива вăй кӳреççĕ, пуласлăха никĕс хываççĕ», — терĕ Виктория Анатольевна Елчĕксене малашне те чăваш кăларăмĕсемпе туслă пулма чĕнсе. Издательство çурчĕн редакторĕсемпе корреспонденчĕсем хаçат-журналăн вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăчĕç. «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Елена Петрова округ хыпарçи пирки каласа кăтартрĕ. Уява пынисем хаçат-журналпа паллашрĕç, викторина ыйтăвĕсен хуравĕсене шырарĕç. Хаçат-журнал çырăнакансен хушшинче выляв ирттерчĕç. Икĕ е ытларах кăларăм çырăннисене уйрăм парнесемпе хавхалантарчĕç. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Муркашсем ял хуçалăх кăтартăвĕпе малта

Иртнĕ эрнере Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тата министерствăсен ертӳçисем Муркаш округĕнче пулчĕç: пилĕк çулхи ĕçĕхĕле пĕтĕмлетрĕç, республикăн малашнехи аталану программине сӳтсе яврĕç.

— Муниципалитетăн малалла аталанма майсем çителĕклĕ: округ Атăл хĕрринче Шупашкарпа юнашар вырнаçнă, çывăхра М7 автоçул иртет — тĕрлĕ проекта хута яма меллĕ. Инвестици проекчĕсем кĕске хушăра пурнăçланччăр тесе округ ертӳлĕхĕпе малалла та тачă çыхăнса ĕçлĕпĕр, инвесторсене явăçтарма хушма майсем шырăпăр, — терĕ Олег Николаев. Округ хăй ĕçлесе тăвакан тупăш калăпăшĕ, инвестици, вак сутуилӳ çаврăнăшĕ тата çурт-йĕр строительстви ӳсни, ĕçсĕррисен йышĕ чакни — муниципалитетăн вăйлă енĕсенчен пĕрисем. «Муркашсем ял хуçалăх продукцийĕ туса илессипе малтисен ретĕнче. Ку тăрăхри аграрисем малалла та инвестици хывма, патшалăх пулăшăвне хастар усă курма тăрăшĕç. Пилĕк çулта 27 фермер грант илнĕ, çак кăтартупа ытти муниципалитетран ирттернĕ. Паллах, ку лăпланса лармаллине пĕлтермест», — терĕ вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Çитес вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсем 18 инвестици проектне пурнăçа кĕртĕç, çĕнĕ 34 ĕç вырăнĕ йĕркелĕç. Улма-çырла, хăмла тата пулă производствисем, тырă ангарĕ, 1 пин тата 500 пуç ĕне вырнаçмалли витесем ĕçлесе кайĕç. 2030 çулччен Муркаш округĕнче 20 инвестици тата 161 инфратытăм проектне пурнăçа кĕртмелле. Культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Татьяна Казакова пилĕк çулхи кăтартусене пĕтĕмлетнĕ май республикăра 452 культура учрежденине юсама тата хăтлăлатма 4,3 миллиард тенкĕ тăкакланине, çĕнĕ 35 культура çурчĕ çĕкленине каларĕ. Пĕр пайне пуçаруллă бюджет программипе, ыттине вырăнти бюджет укçипе хăпартнă. Кăçал «Культура аталанăвĕ» программа пулăшнипе округра 4 культура çурчĕн строительствине пуçăнмалла тата 10-шне пуçаруллă бюджет программипе çĕклемелле. Тĕрлĕ программа тĕрев панипех 19 культура учрежденине çĕнетме май килнĕ. Çакна та палăртмалла: Мăн Сĕнтĕрти тата Муркаш салинчи ачасен библиотекисем республикăра чи малтан тĕслĕхлисем пулса тăнă, вĕсенче финанс енĕпе вĕрентме пуçланă. Пĕлтĕр муниципалитет автоклублă пулнă. Кăçалтан «Земство культура ĕçченĕ» программа хута кайĕ. Муркашсем икĕ специалист кирлине пĕлтернĕ. Регионăн аталану программинче — çитес вăхăтра 3 культура çуртне тата Анатри чăвашсен музейне çĕнетесси. Кăçал тата Муркаш салинчи культура çуртĕнче кинозал уçăлмалла. «Культурăллă юнкун» проекта ял-йыш хастар хутшăнать. «Мĕн пур программа вырăнти халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатма тата пур енлĕн аталантарма пулăшаççĕ», – пĕтĕмлетрĕ Татьяна Казакова. Вице-премьер — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов юлашки çулсенче Муркаш тăрăхĕнче демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнине, тин çуралнă ачасен вилеслĕхĕ пачах пулманнине, çав хушăрах ĕçлекен халăх хушшинче вилекенсен йышĕ 22% ӳснине палăртрĕ. Иртнĕ çулхи курăмлă ĕçсенчен Мăн Сĕнтĕрти стационар çуртне юсанине, çак тăрăхра шкул уçнине, унăн хутлăхне тирпейилем кĕртнине пысăка хурса хакларĕ. Муниципалитетăн аталану программинче пысăк об±ектсем çĕклессине те пăхса хăварнă: поликлиника çурчĕ, коммуналлă хытă каяшсене тирпейлекен комплекс тата ытти те. Муркаш округĕ Атăл хĕрринче турист кластерне йĕркелеме хатĕр: спа-комплекс, парк тата кану зонисем, кимĕ станцийĕ пулĕç. Инвесторсем проекта пурнăçлама 4 миллиард тенке яхăн тăкаклĕç. Комплекслă программăра çĕнĕ кану базисем те пулĕç. «Туристсене тыткăнламалли вырăнсем çук мар. Тĕслĕхрен, кĕмĕл шыв сикки, юнашарах регион шайĕнчи палăк — ватă чăваш юманĕ. Инфратытăма йĕркелесе ярсанах ытларах туристсене явăçтарма пулĕ», — палăртрĕ вице-премьер — экономика министрĕ Дмитрий Краснов. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   ♦


Ехрем хуçа, тав сана!

Ехрем хуçа… Çак ята пĕлмен çын Чăвашра çуках. Уйрăмах унăн ывăлĕ Прокопий Ефремович чăваш халăх историне яланлăхах кĕрсе юлчĕ. Çапла, хăватлă йăх-тымарлă тесе çирĕплетсе калама пултаратпăр унчченхи Ефремовсем çинчен. Паян вара? Кам тăсать малалла Ехрем хуçа йăхне? Пур-и вĕсем? Çакна пĕлес, вулакан-сене те каласа парас тĕллевпе эпир обществăн паллă ĕçченĕпе В.Н.Григорьев ăсчах-тĕпчевçĕпе тĕл пултăмăр.

– Валентин Никанорович, эсир пурте пĕлекен Ехрем хуçан аякри тăванĕ те пулатăр. Хăш енĕпе е, тĕрĕсрех каласан, камсен енĕпе?

– Эпĕ Ехрем хуçан чи аякри тăванĕ тесен тĕрĕсрех пулать. Ача чухне, иртнĕ ĕмĕрти утмăлмĕш çулсен пуçламăшĕнче, ялтан Шупашкара килсен манăн аннен аппăшĕ илемлĕ пĕр çурт умне /халĕ унта Чăваш наци конгресĕ вырнаçнă/ çитсен яланах сăхсăхса Кĕтюк ята аса илетчĕ. «Çак çурта эпĕ пĕчĕк ача чухне аннепе пĕрле хăнана килсе çӳреттĕм. Кĕтюк ман çине ăшшăн пăхатчĕ, питĕ тутлă хăмла çырли кукли çитеретчĕ», – тесе каланине астăватăп. Шкулта пĕлӳ илнĕ чухне те, каярахпа, Чулхула политехника институтĕнче вĕреннĕ вăхăтра та, Кĕтюк ячĕ манăн асăмран тухман. «Кам-ши вăл, мĕнле майпа пирĕн тăван çавăн пек хитре, темиçе хутлă кермен пек çуртра пурăнма пултарнă?» – тесе шухăшлаттăм. Калаçура çав ыйту патне пырса тухсан анне сăмаха тӳрех урăх еннелле пăрса яратчĕ. Халĕ ăна питĕ лайăх ăнланатăп. Иртнĕ ĕмĕрти аллăмĕш-утмăлмĕш çулсенче вăл темăпа калаçма-çырма юраман. Сăлтавне хальхи вăхăтра пурте ăнланатпăр. Тивĕçлĕ канăва тухсан, хамăрăн йăхнесĕле, тымарсене тĕплĕнрех пĕлес тесе ятарласа Шупашкарти Чăваш патшалăх истори архивне çул тытрăм. Чиркӳсен XIX ĕмĕрти, XX ĕмĕрĕн пуçламăш çулĕсенчи кĕнекисем тăрăх тата XVIII ĕмĕрти «Ревизские сказки» текен кĕнекесемпе усă курса хамăрăн йăх йывăçне хатĕрлерĕм, 1694 çул таран тĕпчерĕм. Архивра ĕçлекен специалистсене мана документсемпе ĕçлеме пулăшнăшăн чĕререн тав тăватăп. Ĕненмелле мар пулĕ те, анчах кĕтмен çĕртен тенĕ пек ĕлĕкхи хутсен хушшинче Екатерина-Кĕтюк ячĕ те сиксе тухрĕ. Камха вăл? Прокопий Ефремовăн пĕрремĕш арăмĕнчен çуралнă хĕрĕн Еленăн ывăлĕ Павел Неверов купса 1887 çулта Арккасси ялĕнче çуралса ӳснĕ Егор Николаевăн аслă хĕрне Екатеринăна качча илет иккен. Вăл вăхăтра Егор Николаевичпа Прокопий Ефремович, Ехрем хуçан ывăлĕ, сутуилӳпе тачă çыхăнса ĕçленĕ пулнă. Егор Николаевичăн тăван шăллĕ Дмитрий Николаевич, манăн аслă кукаçи, ун патĕнче приказчикра ĕçленĕ. Паллах, çакă та хăйне евĕр кăсăклă факт теме пултаратпăр. Анчах архиври документсем мана ачаран кăсăклантаракан ыйтăва ниепле те çителĕклĕ хурав памарĕç. Кĕтюк мĕнле майпа Николай Прокопьевич Ефремовăн çуртне пырса лекме пултарнă-ха? Шăла çыртса тенĕ пек тĕпчев ĕçне Прокопий Ефремовпа Павел Неверов купсасен йăхĕсем çине «тĕллерĕм», нумай документпа паллашрăм. Тавах Турра, йĕр çине тухрăм-тухрăмах! Эпĕ историк та, тĕпчевçĕ те мар пулин те ман аллăма хаклă документсем лекрĕç. Çапла вара куç умне XIX-XX ĕмĕрсенчи Ефремовсемпе Неверовсен кун-çулĕ, ĕçĕ-хĕлĕ тухса тăчĕç. Мана уйрăмах вĕсен паян пурăнакан тăванĕсем кăсăклантарнине эсир те ăнланатăр пулĕ тетĕп.

– Ехрем хуçан паянхи кун ырă-сывă пурăнакан тăванĕсем тата пур-ши?

– Ехрем хуçа çуралнăранпа 195 çул çитнĕ май 2016 çулта Чăваш наци музейĕнче пысăк экспозици уçнăччĕ. Унта Ехрем хуçа несĕлĕн иккĕмĕш /Прокопий, Михаил/, виççĕмĕш /Николай, Сергей, Федор/, тăваттăмĕш сыпăкри тăванĕсене халалласа хăйне евĕрлĕ стендсем хатĕрленĕччĕ: «Ефремовы – промышленники», «Ефремовы – банкиры», «Ефремовы – меценаты», «Благотворительность Ефремовых», «Ефремов – городской голова». Паллах, курава хатĕрлеме Наци музейĕпе Истори архивĕнче ĕçлекенсем нумай тăрăшнă. Чи хакли вара – экспозицисене йĕркеленĕ чухне вĕсем Ехрем хуçан пиллĕкмĕш, улттăмĕш сыпăкĕнчи тăванĕсене явăçтарни, вĕсен шухăш-кăмăлне, сĕнĕвĕсене шута илни, хăш-пĕр япалине, сăн ӳкерчĕкĕсене парнелени. Ехрем хуçан таванĕсем чылайăшĕ паян Шупашкарта, Хусанта, Мускавра, ытти хулара пурăнаççĕ. Эпĕ, тĕслĕхрен, Хусанта пурăнакан Леонид Николаевич Максимовпа çыхăнура. Вăл Шупашкарта темиçе хут та пулса курнă. Сывлăхĕ йĕркеллех пулсан кăçал та çу кунĕсенче татах килме ĕмĕтленет. XXI ĕмĕрĕн пуçламăш çулĕсенче Чăваш патшалăх гуманитари институтĕнче ĕçлекен тепчевçĕсем, наци музейĕн специалисчĕсем тата ыттисем тăрăшнипе Ехрем хуçа несĕлĕсем çинчен нумай монографи, статья пичетленсе тухрĕ. Уйрăмах Чăваш халăх писательне Анатолий Кибече, истори ăслăлăхĕсен докторне Виталий Орлова, истори ăслăлăхĕсен кандидатне Андрей Зарубина тата ыттисене Ехрем хуçа йăхĕн, тăсăмĕн çул-йĕрне тĕпченĕшĕн, çак ĕç-хĕл пĕлтерĕшĕ паян та çӳлти шайра пулнине кăтартас тесе нумай çул вăй хурса ĕçленĕшĕн тав самахĕ калатăп.

– «Не дремли, не плошай, не обижай!» – çапла палăртнă хăйсен пурнăç, кун-çул, ĕç-хĕл тытăмне-чĕнĕвне Ефремовсем. Мĕншĕн шăпах çак сăмахсене суйласа илнĕ-ха?

– Ку йĕркери сăмахсене чи малтанах А.Н.Студенецкин Ефремовсем çинчен çырнă «Клад» /«Пытарнă мул»/ романхроникинче вулама пулать. Прокопий Ефремовăн Хусан хулинче пурăннă мăнукĕн Екатерина Сергеевнăн аса илĕвĕсенче вĕсен йăхĕнче ăруран ăрăва куçса пыракан çакăн пек каланисене те тĕл пулма пулать: «Думай, думай головой, а руками не маши. Жить надо так, чтобы ни от Бога греха, ни от людей стыда. Помни о том, что легче прожить деньги, чем нажить…» Пĕтĕмлетсе каласан, Ехрем хуçа йăхĕнчи тĕп вĕрентӳ – йĕркелĕх, тĕрĕслĕх, ирĕклĕх, пархатарлăх, ĕçченлĕх, тăрăшулăх, тупăш, услам. Çав вăхăтрах вĕсен кун-çулĕнче тимсĕрлĕх, кахаллăх, сӳрĕклĕх пулма пултарайман.

– Валентин Никанорович, пытарма кирлĕ мар, Ехрем хуçана, унăн йăхне тăсакансене, паллах, ытларахăшĕ тав тăвать, мухтать. Çав вăхăтрах урăхларах шухăшлакансем те çук мар…

– Ял çыннисем: «Кĕвĕç куç сахăр çине те кĕвĕçсе пăхать», – тетчĕç пулас. Ефремовсем çинчен, эсир калашле, урăхла шухăшлаканни те пулнă, пур ĕнтĕ. Анчах нумай мар вĕсем. Тĕслĕхрен, Прокопий Ефремов пĕр вăхăт Шупашкарăн обществăлла банкĕн директорĕ пулнă чухне шанчăклах мар хăш-пĕр çын хăйсене кредит паманшăн ун çинчен «ултавçă» тесе Шупашкар хулин думине ӳпкелешсе çырусем çырма пуçланă. Хусантан килсе çитнĕ тĕрĕслекенсем вара нимĕнле çитменлĕх те тупман. Тепрехинче тата Ефремовсем Хусанта 1906-1907 çулсенче Хусанта тухса тăнă «Хыпар» хаçата укçа-тенкĕ тĕлĕшпе пулăшасшăн мар тесе сăмах кăларнă. Анчах тĕпчевçĕсем паян та çакна çирĕплетекен документ тупайман. Урăхларах шухăшлакансен хушшинче Ефремовсем хулара пурăнса чăвашлăха хисеплеме пăрахнă текенсем те пур. Çапла калакансем вăл вăхăтри Шупашкар хулинчи пурнăçа пĕлсех каймаççĕ пулас. XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче патша тарçисем хулана «инородецсене» кĕртмен. Вăрмансем, юхан шывсем те дворянсен аллинче пулнă. Чăвашсене суту-илӳ енĕпе ĕçлеме те ирĕк паман… Пирĕн паллă ентеш, истори ăслăлăхĕсен докторĕ Людмила Гаврилова тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, Шупашкарта XIX ĕмĕр вĕçĕнче 439 чăваш пурăннă, çакă хулара пурăнакансен 10-12 проценчĕ шутланнă. Ĕçпе тачă çыхăннă чăвашăн ăçта кайса кĕмелле? Килĕшӳ, приговор таврашĕ, ытти документ пĕтĕмпех вырăсла. Шупашкар хула думинче, судра… – пĕтĕмпех вырăсла пулнă. Суту-илӳ тĕлĕшпе ытти вырăна тухса кайсан та вырăсла пĕлменни питĕ кансĕрленĕ. Чăвашсене кăна мар, ытти вак халăха та. Ирĕксĕрех «вырăсланма» тивнĕ. Ман шухăшăмпа, вăл вăхăтра чăваш чĕлхи ялсенче хальхи пек çухалман, пĕтмен. Паян вара? Ку – урăх тема тейĕпĕр…

– «Ехрем хуçа, тав сана!» – тетпĕр пурте тенĕ пекех паян. Сăмахпа… Шухăшпа… Анчах республикăн тĕп хулинче вĕсене асăнса-халалласа лартнă палăксем, вĕсен пулнă çуртсем çинче, тĕслĕхрен, «кунта çавçав çулсенче çав ывăлĕ пурăннă…» текен асăну хăмисем мĕншĕн халĕ те çук?

– Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, Чăваш наци музейĕ хăйĕн ĕçне малалла аталантарас тĕллевпе ятарласа «Прокопий» фонд уçнă. Музейăн тĕллевлĕ капитал фончĕ те пулмалла. Питĕ аван! Асăну хăмисем çинчен калас пулсан вара, вĕсене хатĕрлесе Историпе культура еткерлĕхĕн реестрне кĕртсе çуртсем çине вырнаçтарас тесе-е-ен… Пурнăçа кĕртме пулать, паллах, анчах ку çăмăлах мар. Питĕ йывăр… Çурчĕ, чăнах та, паян та юхăнса тăрать. Пире вара инвестор шырама хушаççĕ. Кам вăл инвестор? Вăл паян ĕçе аталантарсайĕркелесе яма укçа хывать те ыран… тупăш кĕтет. Ялти çуртран, Ехрем хуçасен пулин те, мĕнле тупăш пултăр?! Ялсенче инвестор тупма йывăртарах. Хулара, тен, тупăнĕ те, вара историлле çуртсем çинче асăну хăмисем курăнма тытăнĕç. Киса Воробьяниновпа унăн юлташĕн палăкĕ, ав, мĕне тăрать. Шупашкара хăнана е курма килекенсем вĕсемпе ыталашса-ахăрса сăн ӳкерĕнеççĕ. Чăннипе каласан вара, тăванăмăрсем, Чăваш Республикин тĕп хулинче – Шупашкарăмăрта – Ехрем хуçан йăхне, ĕçĕ-хĕлне хисеплесе хăйне евĕр Асăну комплексĕ уçма-йĕркелеме тахçанах вăхăт çитнĕ. Çав комплекса Ефремовсем пурăннă вăхăтри оранжерейăсене, ачасен вылямалли вырăнĕсене, хĕллехи сада, ытти вырăна кĕртсен мĕн тери аванччĕ те çав! Çак ыйтупа Правительство умне тухма кам хăюлăх çитерĕ-ши? Саккунпа çак утăма пĕр-пĕр обществăлла организаци тума пултарать тесе ăнлантарчĕç. <...>

Лидия ФИЛИППОВА калаçнă.

♦   ♦   


Спорт аэробикинче те наци сĕмне кăтартма пулать

Мĕншĕн вĕсем спорт аэробикине суйланă? Вăл хăйне евĕр искусство пулнипе те. Нарăсăн 22-мĕшĕнче Шупашкарти «Спартак» спорт керменĕнче спортăн çак тĕсне юратакансем «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ турнира пухăнчĕç. Ăна Чăваш Енри Спорт аэробикин федерацийĕпе пĕрле йĕркеленĕ.

Ĕç тăвакан влаç органĕсенче ĕçлекенсем — Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, министрсем, министерствăсен сотрудникĕсем — шăпах çав кун спартакиадăна хутшăнса йĕлтĕр эстафетине тухнă та — спорт министрĕн канашçи Ольга Букина турнира уçнă май пирĕн республика спортпа туслă пулнине палăртрĕ: «Олег Николаев спорта аталантарассине пысăк тӳпе хывнă май пире сывă пурнăç йĕркине пăхăнма тĕслĕх кăтартать. Çак турнира хутшăнакан яланах нумай пулни савăнтарать. Ку ăмăрту — официаллă — спорт разрячĕсене, званийĕсене илме пулать. Наци хаçатне, «Хыпара», çак ăмăртусене ирттерме хутшăннăшăн тав тăватăп». Ольга Абрамовна — Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, вăл хăйĕн çемйине те спорта явăçтарать. Мăнукĕ те, Арина, ав, турнира хутшăнчĕ. «Ултă çул каялла мана килтисем спортăн кирек хăш тĕсне суйлама хушрĕç. Спорт аэробикине ытларах килĕштертĕм, мĕншĕн тесен вăл пултарулăхпа та çыхăннă», — терĕ 14 çулти хĕрача. «Пĕлетĕп: кунта килнисенчен чылайăшĕшĕн спорт аэробики — спорт тĕсĕ кăна мар, пурнăç та. Вĕсем чунне парса тăрăшаççĕ. Тренерсене те, ашшĕ-амăшне те пысăк тав. Паянхи кун эпир сывă наци çитĕннине куратпăр», — палăртрĕ «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ — тĕп редакторĕ Виктория Вышинская. Спорт аэробикин федерацийĕн президенчĕ, республикăн тава тивĕçлĕ тренерĕ Оксана Дьячук наци йăли-йĕркине аталантарма тăрăшать. Тĕлĕнмелле те, наци колоритне спорт аэробикинче те кăтартма пулать иккен. «Дизайнерсене 50 наци костюмĕ çĕлеттертĕмĕр. Купальниксем çинче — наци сĕмĕ: рунăсем, пурнăç йывăççи… 18 çултан аслăрах ушкăн /2 каччă тата 3 хĕр/ тăвакан хусканусенчен пĕри — пирамида, вăл чăваш рунине кăтартать. Кĕввине те ахальтен мар «Воскресший Эртугрул» сериалтан илнĕ. Вăл — Османăн ашшĕ, тĕрĕк халăхĕсен несĕлĕ», — палăртрĕ Оксана Сергеевна. Çав кунах «Спартак» спорт шкулĕнче республика чемпионачĕ тата первенстви, Шупашкар хулин чемпионачĕ тата первенстви те иртрĕç. Кăçал уçă турнира федерацин аэробика шкулĕнчи 2,5 çулти ачасем те хутшăнма кăмăл тунă. Чи асли вара 76 çулта пулнă. Уçă турнира Чулхула тата Чĕмпĕр облаçĕсенчи спортсменсем те килнĕ. Ладлена Свистунова амăшĕпе Чулхула облаçĕнчи Княгинино хулинчен çитнĕ. Вăл спорт аэробикине мĕншĕн суйланă-ха? «Эпĕ суйламан, мана унта анне илсе кайрĕ», — терĕ 9 çулти хĕрача. Вăл пĕчĕк чухне гиперхастар ача пулнă. Çавна кура амăшĕ Мария 5 çулти хĕрне спорт секцине çавăтса кайнă. Халĕ Ладленăшăн спорт аэробики — чун киленĕçĕ. Свистуновсем — спортпа туслă çемье. Мария — бодибилдинг енĕпе федерацин Атăлçи округĕн чемпионки. Александр — хоккеист, велоспортсмен. Вăл 11 çултанпа спортпа туслă. Çемье çавăрсан мăшăрне, кайран икĕ хĕрне спорта явăçтарнă. Свистуновсен аслă хĕрĕ ташлама юратать. «Ладленăшăн урокра 40 минут ларасси — чĕр нуша. Унччен унпа Чулхулана тренировкăна эрнере темиçе хут каяттăмăр, халĕ — пĕрре кăна. Унта çитме вара пĕр енне кăна — 120 çухрăм. Машинăпа хам илсе çӳретĕп, хăш чухне — водитель. Ладлена çул çинчех çиет, çавăнтах урок тăвать. Пушă вăхăт çук унăн», — хĕрĕ пирки каласа катăртрĕ амăшĕ. Уçă турнира садика çӳрекен ачасем те хутшăнчĕç. 125-мĕш садикри 6 çулти Николе аппăшĕ Полина Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнчи спорт секцине хăйĕнпе пĕрле илсе çӳренĕ. Пĕчĕкскер малтан пăхса кăна ларнă, кайран ăна ку килĕшсе кайнă, ашшĕ-амăшне хăйне те унта яма ӳкĕтленĕ. Акă вăл халĕ турнира хутшăнчĕ: хăй питĕ савăнăçлă, ывăннине те туйман. 63-мĕш шкулта 5-мĕш класра ăс пухакан Лена Петрова спорт аэробикипе 5 çул кăсăкланать. Вăл та Трактор тăвакансен культура керменне тренировкăна çӳрет. «Хыпар» парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ турнирта спортсменсем тĕрлĕ номинацире тупăшрĕç. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан, «Спартак» спорт шкулĕнче ăсталăхне туптакан Анастасия Кулигина «Хутăш мăшăр», «Соло», «Ташă гимнастики», «Ушкăн» номинацисенче 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Çак шкултах ăсталăха туптакан Полина Филиппова «Трио», «Ушкăн», «Ташă гимнастики» номинацисенче мала тухрĕ. «Спартакри» Мария Моисеева «Соло», «Степ» номинацисенче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, «Трио» номинацире — виççĕмĕш, «Ушкăнра» — иккĕмĕш. Спорт аэробики енĕпе тĕнчен 5 хут чемпионĕ Алексей Германов «Соло», «Хутăш мăшăр», «Ташă гимнастики», «Гимнастика платформи» номинацисенче çĕнтерчĕ. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.