Çамрăксен хаçачĕ 7 (6558) № 27.02.2025

27 Нарăс, 2025

Хĕрарăмсем йывăр штанга йăтнине курнă та…

СПОРТПА ӲНЕР ПĔР-ПĔРИНПЕ ПАЧАХ ÇЫХĂНМАÇÇĔ ТЕМЕЛЛЕ. АНЧАХ ÇĔНĔ ШУПАШКАРТА ПУРĂНАКАН КАРИНА ЯКИМОВА ВАРА ПАЧАХ УРĂХЛА ÇИРĔПЛЕТЕТ. ВĂЛ — ПАУЭРЛИФТЕР, ФИТНЕС-ТРЕНЕР ТАТА ТУМТИР ДИЗАЙНЕРĔ, ӲНЕРÇĔ. ÇАПЛА, ХĔРСЕМ ЙЫВĂР АТЛЕТИКĂРА ТА ÇИТĔНӲСЕМ ТĂВАÇÇĔ.

130 килограмлă штангăна çĕклет

Карина шкулта вĕреннĕ чухнех спортра пĕрремĕш утăмсем тунă. Малтанах вăл çăмăл атлетикăпа туслашнă, ку енĕпе иртнĕ ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннă. Пĕррехинче Карина Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» культура керменĕнче иртнĕ ăмăртура хĕрарăмсем йывăр штанга йăтнине курнă та хăй те хавхаланса кайнă. Çапла кроссфитпа (пысăк интенсивлă тренировкăсен системи, унта спорт тĕрлĕ тĕсĕнчи хусканусем кĕреççĕ) кăсăкланма пуçланă. Спортăн ку тĕсĕнче те çитĕнӳсем туни ăна малалла аталанма хавхалантарнă. Вăл хула шайĕнче иртнĕ ăмăртусене хутшăннă, 35 çул тултарманнисен хушшинче чи лайăх 3 спортсмен йышне кĕнĕ. Карина Раççей чемпионачĕсенче темиçе хутчен те çĕнтернĕ. Анчах уншăн чи пĕлтерĕшли — Мускавра иртнĕ Раççей чемпионатне хутшăнса 1-мĕш вырăн йышăнни. 15 çулта чухне хĕр чĕркуççине суранлатнă, çур çул тренировкăна та çӳремен. Пурăна киле Карина хăйне спортăн урăх тĕсĕнче шырама пуçланă. Штанга йăтса пăхнă — пулать пек. Çапла пауэрлифтингпа кăсăкланма пуçланă. Халĕ Карина 57 килограмм таять, 130 килограмлă штанга çĕклеет. Ку — унăн рекорчĕ, вăл спорт мастерĕн кандидачĕ пулса тăнă. Пауэрлифтинг енĕпе ăна тренерĕ çул уçса пынă, Карина тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнма тытăннă. «Руслан Мазиков тренера юлташсем сĕнчĕç. Вăл нумай спортсмена ăмăртусене хатĕрленĕ. Вăл пулăшнипе хамăн кăтартусене лайăхлатса пытăм. Малтанхи утăмсене сак çине выртса штанга çĕклессинчен пуçларăмăр. Майĕпен хулари ăмăртусене хутшăнма тытăнтăм. Унтан виçĕ енлĕ тупăшура хама тĕрĕслесе пăхрăм. Кăтартусем лайăх пулчĕç. Тренера чăн-чăн специалист пулнăшăн кăна мар, вăл маншăн наставник вырăнĕнче пулнишĕн те шанатăп. Спортăн кашни тĕсĕнче хăйĕн кăткăслăхĕ пур. Анчах ку — алă усмалли сăлтав мар. Йывăрлăхсене çĕнтерни пире тата вăйлăрах пулма пулăшать тесе шухăшлатăп», — палăртрĕ спортсменка. Карина шкулта чухнех тренер пулма ĕмĕтленнĕ. Аттестат илсен çак енĕпе Хусанта пĕлӳ илнĕ. «Спорт ӳт-пĕве пиçĕхтернисĕр пуçне мана ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама тата яваплă пулма хăнăхтарать. Эрнере виçĕ хутчен тренировка таватăп. Кроссфит енĕпе хатĕрленнĕ чухне эрнере 5 хутчен хусканусем тăваттăм», — малалла калаçрĕ хĕр. Спортсменăн кун йĕркине пăхăнмалла. Карина тĕрĕс апатланма тăрăшать: организма белоксем, углеводсем, çусем, витаминсем çителĕклĕ кирлĕ. Фастфуд çимест. Вăл килте пĕçернĕ апата ытларах килĕштерет. Спортсменсем валли кĕпе çĕлесшĕн Хăйĕн профессийĕнче аталанас тесе Карина тĕрлĕ вĕренӳ курсĕнче ăс пухать, лекцисем итлет, кĕнеке вулать. Халĕ спортсменка Раççейри халăхсен туслăхĕн университечĕн спорт медицинин кафедринче пĕлĕвне анлăлатать. Вĕренӳ 9 уйăх пырать, кăçал çу уйăхĕнче вĕçленет. Карина — фитнес-тренер, ку енĕпе 5 çул ĕçлет ĕнтĕ. Малтанах вăл тăванĕсемпе пĕлĕшĕсене тренировкăна йышăннă. Унтан çамрăк тренерăн ăсталăхне ыттисем те асăрхама тытăннă, ун патне çӳреме пуçланă. «Фитнес тренер профессийĕ манăн тивĕç пулнине спорт хамăн пурнăçа епле улăштарнине курсан ăнлантăм. Тăтăшах тренировка ирттерме пуçласан кăмăл-туйăм лайăхланма тытăннине асăрхарăм. Çапла хамăн ăсталăхпа ыттисемпе те пайланас килчĕ. Çынсем куç умĕнче улшăннине, хăйсен вăйне ĕненме пуçланине, пĕрремĕш çитĕнӳсем тусан савăннине курсан питĕ хĕпĕртетĕп. Фитнес-клубри ĕçтешсене илес тĕк, маншăн Татьяна Козина тренер тĕслĕх вырăнĕнче. 47 çулта вăл, 3 ача çуратнă, кĕлеткин хитрелĕхне упрас тесе нумай тăрăшать. Ун çине пăхса хавхаланатăп. Ман пата тренировкăна çӳрекенсемпе мăнаçланатăп. Кашниех йывăрлăхсене парăнтарса çитĕнӳсем тăвать. Вĕсене мĕнле апатланмалли пирки сĕнӳсем паратăп. Мĕн çинине кашни кун тĕрĕслесе тăма ыйтатăп. Офисра ĕçлекенсем сахал хускалаççĕ, 8 сехет пукан çинче лараççĕ. Ĕçе те ытларах транспортпа çӳреççĕ. Пушă вăхăтра хусканусем тума ӳркенмелле мар — çакна аса илтерес килет. Халĕ кунне 10 пин утăм туни модăна кĕчĕ вĕт. Ку питĕ лайăх», — сĕнӳ пачĕ Карина. Вăл соцсетьсенче страницăсем, телеграм-канал тытса пырать. Унта тренировка тата апатлану пирки усăллă хыпарсем вырнаçтарать. Спорта киличчен вăл хăй 39 килограмм тайнă. Унăн начарланма мар, пачах тепĕр май, ӳт хушма тивнĕ. Çавна май çине тăрсах ку енĕпе ĕçлеме пуçланă. «Йывăр атлетика — пикесем валли мар», — тейĕ хăшĕ-пĕри. Анчах Каринăн хĕрсем те вăйлă пулнине кăтартас килнĕ. «Ача çуратаймастăн», «Мышцăсен купи пулатăн» текенсем пулнине пытармасть вăл. Çапах çывăх çыннисемпе юлташĕсем хирĕç кайман, хавхалантарса пынă. Чăнах та, спортăн ку тĕсĕ мышцăсене çирĕплетме пулăшать. Анчах ку Каринăна пĕрре те кансĕрлемест. <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   


Спорт аэробикинче те наци колоритне кăтартма пулать

Мĕншĕн вĕсем спорт аэробикине суйланă? Вăл хăйне евĕр искусство пулнипе те. Нарăсăн 22-мĕшĕнче Шупашкарти «Спартак» спорт керменĕнче спортăн çак тĕсне юратакансем «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ турнира пухăнчĕç. Ăна Чăваш Енри спорт аэробикин федерацийĕпе пĕрле йĕркеленĕ.

Шăпах çав кун ĕç тăвакан влаç органĕсенче ĕçлекенсем йĕлтĕр эстафетипе иртнĕ спартакиадăна хутшăннă. Пурте — Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, министрсем, министерствăсен сотрудникĕсем… — йĕлтĕр сырса ăмăртнă. ЧР спорт министрĕн канашçи Ольга Букина турнира уçнă май пирĕн республика спортпа туслă пулнине палăртрĕ: «Ку Олег Николаев спорта аталантарассине пысăк тӳпе хывнине кăтартать. Вăл пире хăйĕн тĕслĕхĕпе сывă пурнăç йĕркине пăхăнмаллине вĕрентет. Çак турнира хутшăнакан яланах нумай пулни савăнтарать. Ку ăмăрту — официаллă, кунта спорт разрячĕсене, званийĕсене илме пулать. Наци хаçатне, «Хыпара», çак ăмăртусене ирттерес çĕре хутшăннăшăн тав тăватăп». Ольга Абрамовна — Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, вăл хăйĕн çемйине те спорта явăçтарать. Мăнукĕ Арина турнира хутшăнчĕ. «Ултă çул каялла мана килтисем спортăн кирек хăш тĕсне суйлама хушрĕç. Спорт аэробикине ытларах килĕштертĕм, мĕншĕн тесен вăл пултарулăхпа та çыхăннă», — терĕ 14 çулти хĕрача. «Пĕлетĕп: кунта килнисенчен чылайăшĕшĕн спорт аэробики — спорт тĕсĕ кăна мар, пурнăç та. Вĕсем чунне парса тăрăшаççĕ. Тренерсене те, ашшĕ-амăшне те пысăк тав. Паянхи кун эпир сывă наци çитĕннине куратпăр», — палăртрĕ «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Виктория Вышинская. Чăваш Енри спорт аэробикин федерацийĕн президенчĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Оксана Дьячук наци йăли-йĕркине аталантарассишĕн тăрăшать. Тĕлĕнмелле те, наци колоритне спорт аэробикинче те кăтартма пулать. «Дизайнерсене 50 наци костюмĕ çĕлеттертĕмĕр. Купальниксем çинче — наци сĕмĕ: рунăсем, пурнăç йывăççи… 18 çултан аслăрах ушкăн /2 каччă тата 3 хĕр/ тăвакан хусканусенчен пĕри — пирамида, вăл чăваш рунине кăтартать. Кĕввине те ахальтен мар «Воскресший Эртугрул» сериалтан илнĕ. Вăл — Османăн ашшĕ, тĕрĕк халăхĕсен несĕлĕ», — палăртрĕ Оксана Сергеевна. Çав кунах «Спартак» спорт шкулĕнче Чăваш Республикин чемпионачĕ тата первенстви, Шупашкар хулин чемпионачĕ тата первенстви те иртрĕ. Кăçал уçă турнира федерацин аэробика шкулĕнчи 2,5 çулти ачасем те хутшăнма кăмăл тунă. Чи асли 76 çулта пулнă. Уçă турнира Чулхула тата Чĕмпĕр облаçĕсенчи спортсменсем те хутшăннă. Ладлена Свистунова амăшĕпе Чулхула облаçĕнчи Княгинино хулинчен çитнĕ. Вăл спорт аэробикине мĕншĕн суйланă-ха? «Эпĕ суйламан, мана унта анне илсе кайнă», — терĕ 9 çулти хĕрача. Вăл пĕчĕк чухне гиперхастар ача пулнă. Çавна кура амăшĕ Мария 5 çулти хĕрне спорт секцине çавăтса кайнă. Халĕ Ладленăшăн спорт аэробики — чун киленĕçĕ. Свистуновсем — спортпа туслă çемье. Мария — бодибилдинг енĕпе федерацин Атăлçи округĕн чемпионки. Александр — хоккеист, велоспортсмен. Вăл 11 çултанпа спортпа туслă. Çемье çавăрсан мăшăрне, кайран икĕ хĕрне спорта явăçтарнă. Свистуновсен аслă хĕрĕ ташлама юратать. «Ладленăшăн урокра 40 минут ларасси — чĕр нуша. Унччен унпа Чулхулана тренировкăна эрнере темиçе хут каяттăмăр, халĕ — пĕрре кăна. Унта çитме вара пĕр енне кăна — 120 çухрăм. Машинăпа хам илсе çӳретĕп, хăш чухне — водитель. Ладлена çул çинчех çиет, çавăнтах урок тăвать. Пушă вăхăт çук унăн», — хĕрĕ пирки каласа катăртрĕ амăшĕ. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   ♦


«Анне йĕнине итлесси маншăн минăран та хăрушăрах»

Ятарлă çар операцийĕнче сапер ротин инженерĕсен уйрăм тĕллев — штурма кĕме çул уçмалла, окопсене тасатмалла, тăшман валли минăсем лартмалла… Çак ĕçсене йывăр условисенче пурнăçламалла, тăшман — темиçе çĕр метртах. Веçех хăвăрт ĕçлемелле — тытăçу хирĕнче пĕрре кăна йăнăшма пулать… «Пастух» позывнойлă Юрий Абукин та Херсон енче çак яваплă тивĕçе виççĕмĕш çул пурнăçлать.

Пушарпа икĕ талăк кĕрешнĕ

Тулли мар мобилизаци пуçлансан 3 ачаллă 44-ри арçын патне те повестка çитнĕ. Çавăнтанпа Юрий Геннадьевич СВОра неонацистсемпе кĕрешет. Нумаях пулмасть вăл отпускра 5-мĕш хутчен пулчĕ. Отделени командирĕпе çав вăхăтра тĕл пулма май тупрăмăр. «Херсон облаçĕнчи Крынки. Тăшман пирĕн енне каçрĕ. Пире контрактниксене пулăшма ячĕç. Ротăран 4 çын кайрăмăр. Унта вăхăт сĕре иртмест-çке, 10 кунлăха терĕç те тепĕр 5 кун тăсрĕç. Пĕр-пĕрин çумне çыпçăнса çывăртăмăр, кунĕн-çĕрĕн çав тумпа, тарлатăн, варланатăн. Шăршă та кĕрет пуль. Эпир ăна туймастпăр. Кам çумне те пулин йăпшăнатăн та ăшă, лайăх. Çывăрма хăтланатпăр. Дронсем пĕр чарăнми вĕçеççĕ, переççĕ. Çĕр чĕтреннипе силленсе выртатăн. Тĕлĕрсе каятăн кăна — аманнисене илсе тухма чĕнеççĕ. Вĕсене хамăр çине хурса хырăмпа шуса та çапăçу хирĕнчен кăларатпăр. Вилнисене те илсе тухатпăр. Кĕлеткинчен туртатăн та — тахçантанпах выртаканскер татăлса юлать. Эпĕ — лутра та имшеркке. Анчах хăранă чухне хам виçерен те йывăртарах çĕклеме пултаратăп. Наçилккана çынсем хулпуççипе йăтаççĕ пулсан манăн алă вăйĕпе çĕклеме тивет. Чи хăрушă уйăх вăл — çу. Кашни çул мĕн те пулин йывăрлăх тупăнать. Пĕлтĕр мана командировкăна ячĕç. Вăрманта пурăнтăмăр. Тăшман печĕ, печĕ… Вăрман çунма тытăнчĕ, вут чĕлхисем йывăç тăррисем çийĕн сикрĕç. Чăтма çук шăрăх çанталăк. Пирĕн складсем çунма тытăнчĕç. Снарядсем пуç тăрринчен вĕçеççĕ те вĕçеççĕ. Шыв енчен сĕре йывăрччĕ. Шыв çук. Рота командирĕ пĕр лаптăка сӳнтерме хушрĕ. Чи лайăх çар хатĕрĕ пирĕн — савук кĕреçе. Икĕ талăк çывăрмасăр пушарпа кĕрешрĕмĕр. Ывăнса çитрĕмĕр. Вăрмана сӳнтерсе пĕтерме çук. Мăкланса ларнă çĕр айĕнче кăвар юлать те тепĕр самантран каллех хыпса илет. Халтан кайрăмăр. Пирĕн взводăн блиндажĕ япаласемпе пĕрле тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайрĕ. Халь унта тискер чĕр чунсем те çук. Мулкач, кайăксенчен фазан, ăсан пур. Тытса çимелĕх те çук хăйсем, тĕкĕ кăна хитре вĕсен. Юлашки вăхăтра сунар пăшалĕсем те пама пуçларĕç. Ăна йĕтрепе авăрламалла. Вăл пысăкрах лаптăка сиенлетме пултарать. Дронсене çавăнпа переççĕ. Пĕрре эпĕ автоматпах персе антартăм. Каçхине пирус туртма тухрăм — вĕçет те вĕçет, нăйласа тарăхтарса çитерчĕ те тӳсеймерĕм. Пĕр яла 10 кунлăха командировкăна ячĕç. Гражданкăри çын пек курăнмаллаччĕ манăн. Унти лавккасем Совет Союзĕ вăхăтĕнчи пек: сентресем прилавоксем ĕлĕкхисемех, терминалсем çук. Ялта пурăнакансемпе калаçма хушмарĕç. Вĕсене пĕлме çук — такам майлă-ха вĕсем. «Ждунчиксем» те пур, Украина çарĕ килессе кĕтеççĕ. Пушă çуртра пурăннă чухне кил хуçисен докуменчĕсене тупрăмăр. Пӳрт хуçин ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче фашистсене хирĕç çапăçнă. Медалĕсем те пурччĕ. Ывăлĕ вара Раççее хирĕç кĕрешме тухса кайнă. Çăвартан сурчăк тухмасть Крынкире апат-çимĕç енĕпе йывăрччĕ. Тĕрĕссипе, малти линире апат та кирлĕ мар. Чи кирли — шыв пултăр. Кунне пĕр консерва банка рис пăтти çинĕ, тек анман. Пĕлтĕр нарăс уйăхĕнче Крынкине кайсан пĕрремĕш хут 6-мĕш кунхине çăвăнтăм. Тĕтреллĕ çанталăкчĕ, дронсем вĕçмеççĕ. Малтан пилĕкрен çӳлелле хывăнтăм. Йĕпе салфетка, ал шăлли хатĕрлерĕм. Салфеткăран, ах, тутлă шăршă кĕрет-çке. Сăтăрăнкаласан тумлантăм. Кĕлеткен пилĕкрен аяларахри пайне çăвасси хăратать. Йĕме хăпартса ĕлкĕреймесĕрех процедурăна вĕçлеме тиврĕ тĕк… Çăвăнса пĕтертĕм кăна — аманнисене илсе тухма чĕнчĕç. Чупса çитнĕ çĕре шухăшлатăн: мĕн тума çăвăнтăм эпĕ халь? Каллех лачкам. Йĕпе салфеткăсемпе пире Комсомольски округĕн ентешлĕхĕ нумай пулăшать, гуманитарка вĕçĕмех килет вĕсенчен. Аманнисем патне çур çĕр иртни виççĕре кайрăмăр. 4 çын наçилкка йăтать, тепĕр 4-ăн — улăштараканнисем, тепри — çул кăтартаканни. Аманнине йăтса тухнă чухне дрон-разведчик хăваласа çитрĕ. Пуç тăрринче çаврăнчĕ-çаврăнчĕ, «куçĕпе» пăраларĕ кăна. Эпир ывăнса çитрĕмĕр. Сурас тесен те çăвартан сурчăк тухмасть, çăвар типнĕ, шыв ĕçес килет. Пĕри 30 çеккунт та пулин канма ыйтрĕ. Наçилкка çинчи салтака антарма пулĕ-ха, анчах йăтса илме вăй кирлĕ-çке. Взрывсем хыççăн йывăçсем ӳксе пĕтнĕ, лакăм-тĕкĕм — тӳрĕ вырăн çук. Пирĕн дрон каймасть те каймасть. Ку вырăнтан 30 метр пăрăнса ĕлкĕртĕмĕр кăна — паçăрхи çĕрте кĕрслеттерчĕç. Эпир тăратпăр та выртатпăр, тăратпăр та выртатпăр… Аманни çул тăршшĕпе: «Каçарăр ĕнтĕ мана, эпĕ ятарласа мар», — тесе пычĕ. Пĕри те нăйкăшмарĕ. Тăнне ан çухатчăр тесе йывăр аманнисене калаçтарма тăрăшатпăр, айван ыйтусем те паратпăр. Пирĕн салтак шурса кайнăччĕ. Эвакуаци ушкăнĕ киличчен чăттăр кăна тетпĕр хамăр. Аран çитсе пĕтрĕмĕр. Шăп та лăп 8 сехет те 20 минутра «Бобикпе» ªУАЗ-469Бº апат-çимĕç илсе килеççĕ, аманнисене тиесе каяççĕ. Тăнкăр-танкăр çулпала епле çӳреççĕ-ши водительсем? Вĕсене пурне те Раççей Геройĕн ятне парăттăм. Çак ĕçсене чи нумаййи те 5 минутра пурнăçламалла. Машина çаврăннă хушăра хыçалти алăк уçăлса каять те апат-çимĕç вăркăнать кăна: кăлпасси, тушенка, шыв… Медиксем аманнисене часрах тиеççĕ те малалла каяççĕ. Пăрахса хăварнă çимĕçсене тухса пуçтаратпăр. Вĕри шыв пурри телей Хыр вăрманĕнче уçă сывлăш пулмалла пек. Темле палланă шăршă сăмсана кĕчĕ. Туратсенчен такăнтăм. Ун айĕнче — хура хутаçсем. Уçса пăхрăм та — пирĕн ачасем. Çунса тискерленнĕ, пăхма хăрушă. Тăшман çунакан минăпа та сирпĕтет. Пире ылмаштарнă ушкăнри виçĕ ача та çапла пĕтрĕ, вĕсем çинчи бронежилет та, автомат та çуннăччĕ. Аманнисен хушшинче çармăс ачи пурччĕ. Хăйне йăттармарĕ, эпир наçилккапа пынă чухне пирĕнпе утса тухрĕ. Вырăна çитнĕ çĕре ури шыçăнсах ларчĕ. Вĕсем çине те çунакан мина пăрахнă. Напарникĕ тӳрех вилнĕ. Ку ача йывăç вуллине ыталаса тăнă. Дронран пытанса ун тавралла çаврăннă кăна. Кайран тăшман пытанмалла выляса ывăннă пулмалла, дрона ӳкернĕ. Тăшман пирĕнтен — 50 метрта. «Русские, сдавайтесь!» — кăшкăрни илтĕнет. Эпир кам мĕнле усал сăмах пĕлет, çапла хуравлатпăр. Командир бензин патне ячĕ. Кайма кайăп та, каялла килмелле-çке. Темле пулсан та командăна пурнăçламаллах. Тавралăха каç сĕмĕ çапать кăна — пĕлĕт дронсемпе кĕрлет. 20 литрлă канистрăпа утрăм. Хăранипе йывăррине те туймарăм. Дрон пăрахсан факел пулатăп-ха ĕнтĕ. Мана хирĕç моçка тухса тăчĕ. Негр пулчĕ хайхискер. Куçĕпе мăчлаттарни кăна курăнать. Африканецсем те пирĕн майлă. Ирхине ачасене каласа патăм та ĕненмерĕç, хăранипе çапла курăннă пуль терĕç. Тепĕр кунхине китаеца куртăмăр. Кăмăл хăпарчĕ. Пирĕн майлă çĕршывсем пурри аван вĕт-ха. «Тула» каясси питĕ йывăр тата. Блиндажран тухиччен малтан дрон сассине итлетĕн, шăп пулсан тин тухатăн. Эпир çапла калаçса татăлнă: дрон вĕçсе каймасăр та блиндажа кĕме юрамасть. Хăранипе çын чупса кĕме пултарать. Вара пурте пĕтетпĕр. Эпĕ хам та тула тухсан дрон тĕлне пултăм. Вăл каясса кĕтсе хыр айĕнче тăтăм. «Пастух, çӳлелле ан пăх», — терĕç хамăрăннисем. Темĕнле технологи те пур: сăн ӳкерсе илме пултарать те сана тĕп тумасăр та хăпмасть вара. Йывăç айĕнче хытса тăтăм, майĕпен-майĕпен алла çанă ăшне пытартăм, пуçа чикрĕм. Пĕр сехет пек тăтăм пуль. Дронăн аккумуляторĕ ларма тытăнчĕ пулас, вăл вĕçсе кайрĕ, ун вырăнне тепри киличчен тарма ĕлкĕртĕм. Заданире пирĕн умĕн маларах пулнисенчен кашни вак-тĕвек таранах ыйтса пĕлетпĕр, тĕплĕ хатĕрленетпĕр. Пире улăштарма килекенсене эпир сĕнӳ-канаш паратпăр. 10 мăшăр нуски, йĕпе салфетка, шăккалат нумайрах илме калатăп. Пылак апат çиес килнине ирттерет. Эрнере пĕр упаковка шăккалат çисех шăла пĕтертĕм. Вĕри шыв пурри телей. Ăна ĕçсен ăшăнма пулать хăть», — çапла каласа пачĕ «Пастух». Днепр хĕрринчи Крынкири çапăçусене хутшăннăшăн Юрий Абукин аслă сержанта Жуков медалĕпе чысланă. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


«Ывăлăма курма килтĕм, хăй вара çук»

«Пурнăçăмри чи хăрушă кун 2010 çулхи çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче пулчĕ. Ун чухне эпир аслă ывăлăмăра Руслана çухатрăмăр. Ашшĕпе амăшĕ ачине хура тăпрапа хупланинчен пысăкрах хуйхă çук çĕр çинче. Ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă салтаксен ашшĕ-амăшĕн чĕри мĕн тери пысăк хуйхăпа тулнине лайăх ăнланатăп», — терĕ Канаш округĕнчи Ачча ялĕнче пурăнакан Александра Желудкина.

Кӳршин ачисене те ӳстернĕ

Николайпа Александра Желудкинсем — Ачча ялĕнче хисеплĕ çынсем. Александра Константиновна ĕмĕр тăршшĕпех шкулта учительте ĕçленĕ. Малтан пуçламăш классене вĕрентнĕ, кайран, 25 çул, чăваш чĕлхипе литературине ертсе пынă. Николай Васильевич тивĕçлĕ канăва тухичченех совхозра водительте вăй хунă. Халĕ иккĕшĕ те — Ĕç ветеранĕсем. Вĕсем хăйсен ывăлĕпе хĕрĕсĕр пуçне кӳршисен виçĕ ачине пăхса ӳстернĕ. Александра Константиновна Канаш районĕнчех Тăрăн ялĕнче çуралнă. Улттăн пĕртăван пулнă вĕсем: пилĕк ывăл та пĕр хĕр. Ашшĕ чукун çул çинче ĕçленĕ. Вăрçă пуçлансан ăна фронта илмен, Мăкăр кĕперне сыхлаттарнă вĕсене. Вăл стратегиллĕ вырăн шутланнă. Ăна тăшман аллине пама юраман. Амăшĕ пĕр класс кăна вĕреннĕ. «Пĕр класс кăна пĕтернĕ пулсан та укçа шутлама, вырăсла калаçма, хулана кайсан пĕр кутамкка çăкăр илсе килме пултаратăп. Сирĕн манран та нумайрах пултармалла», — тенĕ вăл яланах ачисене. Чăнах та, ачисем пурте вĕренсе çын пулнă. Иккĕшĕ учитель ятне илнĕ. Шура малтан — Тăрăнри шкулта, кайран Шăхасанти вăтам шкулта пĕлӳ илнĕ. Унтан Канашри педучилищĕре, Шупашкарти пединститутра вĕренсе хăйсен тăрăхĕнчи Ачча ялне ĕçлеме килнĕ. Пурнăçĕнчи чи лайăх самантсене вăл çамрăклăхĕпе çыхăнтарать: «Шкулта вĕреннĕ вăхăтра библиотекăран тухма пĕлмен. Унта манăн инке ĕçлетчĕ. Аслăрах классенче чухне библиотекăна питĕрмелли çăрана мана шанса парса хăваратчĕ. Ун чухне кашни культура çурчĕ çумĕнче драма кружокĕ ĕçлетчĕ. Спектакльсемпе ялсем тăрăх çӳретчĕç. Пĕррехинче Аччари культура çурчĕ çумĕнчи драма кружокĕн ушкăнĕ пирĕн Тăрăн ялне спектакльпе килчĕ. Эпĕ шăпах библиотекăраччĕ. Вĕсем вулавăшра салтăнса тăхăнчĕç. Çавăн чухне Николай Желудкин ятлă каччăпа паллашрăм. Çамрăк артист выляни те кăмăла кайрĕ. Çапла туслă çӳреме тытăнтăмăр. Шкул пĕтерсенех малалла вĕренме каяймарăм. Кӳршĕ хĕрачи каçхине хуралта кĕнеке шырама тухсан тĕттĕмре шăрпăк çутса пăхнă. Пушар тухрĕ. Виçĕ кил тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайрăмăр. Çемьере лару-тăру йывăр пулнипе çав çул вĕренме ямарĕç. Аттепе анне çине тăнипе вакун хăмисенчен çапкаласа çурт турăмăр. Варрине тимĕр кăмака лартнăччĕ. «Пурте юнашар выртсан, йышпа сывласан шăнмастпăр, никам патне те каймастпăр», — терĕ анне. Çапла хĕл каçкаларăмăр. Тепĕр çул Канашри педучилищĕне вĕренме кĕтĕм. Кайран Ачча ялĕнчи шкула ĕçлеме ячĕç. Педучилище пĕтернĕ çулхине Николайпа пĕрлешрĕмĕр. 1977 çулта аслă ывăл Руслан çуралчĕ. Вăл вăхăтра садиксем пулман. Ывăла хампа пĕрле шкула илсе çӳрени те пулнă. Ларса ывăнатчĕ те библиотекăна утатчĕ. Пĕрре çапла ывăлпа иксĕмĕр утса пыратпăр. Вăл ун чухне шкула каймастчĕ-ха. Константин Ивановăн «Нарспи» поэмине шатăртаттарса каласа пачĕ. Тĕлĕнсех кайрăм. «Епле майпа?» — терĕм. «Вулама пĕлетĕп. Эсĕ ачасене сас паллисемпе паллаштарнă хыççăн вĕсене библиотекăра шыраса тупаттăм. Çапла вулама вĕрентĕм», — терĕ. Вăл библиотекăна кĕрсе тухмасăр киле килместчĕ. Руслан мĕн пĕчĕкрен çар техникине ӳкернĕ журналсемпе, кĕнекесемпе кăсăкланатчĕ. Ачасем шкулта вĕреннĕ чухне выльăх-чĕрлĕх нумай усраттăмăр. Вĕсене пăхнă чухне вăл та юлмастчĕ. Кирек ăçта та вăл пăшалтан пемелли вырăн тупатчĕ. Унтан та кунтан тă-тă-тăт! Тă-тă-тăт! Тени илтĕнсе тăратчĕ. Ун чухне ашшĕпе кулаттăмăр çеç. «Пирĕн Руслан салтак пулатех», — теттĕмĕр. Унтан йăмăкĕ Людмила çуралчĕ. Вăл ӳснĕ вăхăтра ялта ача сачĕ хута ячĕç. Ку енĕпе кăштах çăмăлрах пулчĕ. Ăна хампа пĕрле шкула илсе çӳремен. Иккĕшĕ те питĕ лайăх вĕренчĕç, ылтăн медальпе тухрĕç. Русланпа Людмила шкул пĕтернĕ тĕле пирĕн йыш хушăнчĕ. Кӳршĕре хĕрарăм виçĕ ачипе пурăнатчĕ: икĕ ывăлпа пĕр хĕр. Йывăр пурăнатчĕç. Хĕлле ачисем вăрмана çунашкапа кайса хăрăк турат пуçтарса килетчĕç. Вĕсене хăйсемех вакласа пӳртне ăшăтатчĕç. Вутти типĕ те пулман вĕтха. Йĕркеллĕ ăшăтайман та ĕнтĕ. Пирĕн пата час-часах каçатчĕç. Вĕсене апат çитереттĕм, кĕпейĕмне çуса пани те пулнă. Амăшĕ вилсен ачасене интерната илсе кайрĕç. Ун чухне асли 8-мĕш класра вĕренетчĕ, кĕçĕнни 1-мĕш класа каятчĕ. Çур çултан хĕллехи каникула килчĕç те пирĕн пата кĕчĕç. Çавăн хыççăн эпир вĕсене хамăр патран ямарăмăр. Хамăрăннисем пекех ӳстертĕмĕр. Тĕрĕссипе, эпир ывăлпа хĕре лагере ярса курман. Вĕсене вара «Артека» çитиех ăсатрăмăр. Тăлăх пулнине ан туйччăр теттĕмĕр. Шкулта пурте аванах ĕлкĕрсе пычĕç. Арçын ачасем салтакра пулчĕç. Руслан шкул хыççăн Мускав облаçĕнчи Голицинăри çар училищине вĕренме кĕчĕ. 1999 çулта ăна, çамрăк офицера, Дагестана çар тивĕçне пурнăçлама ячĕç. Вăл чикĕри заставăна ертсе пыратчĕ. Ун чухне чикĕри лару-тăру лайăхах пулман. Пире, паллах, вăл нимĕн те каласа памастчĕ. 12 çулта подполковник званийĕ таран çитрĕ. Людмила пиччĕшĕ патне икĕ хутчен те кайса килчĕ. «Йĕри-тавра ту, пур çĕртен те тăшман пăхса тăрать пек туйăнать. Руслан вара ним хăрамасăрах çӳрет», — тетчĕ вăл. Вĕсен ушкăнĕ час-часах террористсен ушкăнĕсене хирĕç тăнине каярах çеç пĕлтĕмĕр. Юлашкинчен задание хăй ертсе кайнă. Террористсем вĕсене ту хысакĕнче кĕтсе тăнă. Засадăна лекнĕ. Пурте вилнĕ. Руслана яла илсе килсе пытартăмăр. Маншăн вăл паянхи кун та чĕрĕ, халь-халь алăка яри уçса кĕрсе тăрассăн туйăнать. Пирĕн Руслана хисеплеççĕ. Вăл çар тивĕçне пурнăçланă заставăра 2015 çулта унăн ячĕпе палăк уçнă. Унта пире те чĕнчĕç. Хĕрĕмпе Людмилăпа Дагестана кайрăмăр. Çулĕ çывăх мар. Махачкаларан пуçласа заставăна çити пире Русланпа пĕрле çар тивĕçне пурнăçланă офицерсем ертсе çӳрерĕç. Пире «чĕрĕ коридор» туса кĕтсе илчĕç. Пĕтĕм ял халăхĕ пухăнса палăка уçрĕç. Ырăпа çеç аса илчĕç Руслана. Çĕр каçрăмăр. Ывăл ĕçленĕ пӳлĕме кĕртсе кăтартрĕç. Мана ун патĕнче пулнă пекех туйăнчĕ. «Ывăла курма килтĕм, хăй вара çук. Анне килет тесе кĕтрĕ пуль-ха хăй, çула уçса пычĕ», — тесе йĕтĕм. Чăнах та, ун чухне эпир çитес çул хăрушă пулнă тет. Пирĕн умра та, хыçра та автоматлă çар çыннисем пычĕç. 2020 çулта Ачча ялĕнчи шкула Мускаври «Сыны Отечества» офицерсен пĕрлешĕвĕнчен 20 офицер килсе «Герой парттине» уçрĕç. Ялта та, Канаш хулинче те Руслан ячĕпе спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Унăн ятне эпир кăна мар, ыттисем те манманни чуна хумхантарать», — аса илчĕ Александра Константиновна. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.