Крымпа Севастополь ертÿçисем пирĕн пата килĕç

3 Пуш, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Крым Республикине тата Севастополе ĕçлĕ визитпа çитсе килнĕ хыççăн журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕ, çулçÿрев çинчен каласа кăтартрĕ.

- Михаил Васильевич, Крым Республикинчен мĕнлерех шухăш-кăмăлпа таврăнтăр?

- Хальхи вăхăтра эпир Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен ертÿçисемпе тĕл пулса Килĕшÿсем тăватпăр, мĕншĕн тесен Раççей регионсемпе пуян çĕршыв шутланать. Иртнĕ эрнере эпир çĕнĕ шайра çĕнĕ çыхăнусем йĕркелес тĕллевпе Крым Республикине тата Севастополь хулине кайрăмăр. Пĕлтĕр эпир Сочире пулнă чухне Крым Республикин Министрсен Канашĕн Председателĕпе /халĕ Крым Республикин Пуçлăхĕ/ Сергей Аксеновпа тата Севастополь Кĕпĕрнаттăрĕпе Сергей Меняйлопа Килĕшÿсем алă пуснăччĕ, çавна май хальхи ĕçлĕ тĕлпулусенче эпир вĕсене хăш енчен пулăшма пултарнине сÿтсе яврăмăр. Украина йышĕнчен тухнăскерсен паянхи кун татса памалли кăткăс ыйту нумай. Ертÿçĕсене тата тĕрлĕ отрасльшĕн яваплă министрсене хамăр пата килсе курма, лару-тăрупа вырăнта паллашма чĕнтĕмĕр. РФ саккунĕсемпе килĕшÿллĕн пирĕн пĕтĕм отрасльте ĕçсем йĕркеллех пыраççĕ. Эпир ĕçлĕ çыхăнăва малашне тата çÿллĕрех шая çĕклеме, экономикăна лайăхрах аталантарма тăрăшăпăр, вĕренÿ, сывлăха сыхлас ĕç, культура, спорт тĕлĕшпе пĕрне-пĕри пулăшса малалла утăпăр тесе калаçса татăлтăмăр.

- Эсир Хура тинĕс флотĕнче хĕсметре тăракан чăваш çамрăкĕсемпе те, хамăр ентешсемпе те тĕл пулнă... Çакăн çинчен мĕн калама пултаратăр?

- Салтаксем хăйсен тивĕçĕсене йĕркеллĕ пурнăçласа пыраççĕ: кам - карап çинче, кам - атом шывай кимминче. Çакăншăн командирсем мана тав сăмахĕ каларĕç. Эпир çавăн пекех хамăрăн ентешсемпе - чăвашсемпе - тĕл пултăмăр. Вĕсем унта хăй вăхăтĕнче ĕçлеме кайнă, нумайăшĕ - ялхуçалăх техникумне пĕтернĕ хыççăн. Крым Республикинче 30-шар, 50-шар çул ĕçлесе пурăнакан ентешсем те пур. Вĕсен ачисем те çемье çавăрнă ĕнтĕ. Эпĕ чăвашсене тав сăмахĕ каларăм, мĕншĕн тесен вĕсем Крымпа Севастополь Раççей Федерацийĕн çемйине кĕнĕ чухне питĕ вăйлă та тухăçлă ĕçленĕ, хăшĕсем митингсене хутшăнса "Раççее каялла таврăнар" тесе сăмахсем каланă. Пирĕнпе пĕрле Крыма пынă артистсем юрларĕç-ташларĕç, йăхташăмăрсене хавхалантарчĕç, кăмăл-туйăмне çĕклерĕç.

Маларах каларăм ĕнтĕ: Крым Украинăра чухне унти пурнăç шайĕ чакса кайнă, çавăнпа халĕ унта кăткăс ыйту нумай. Вĕсем Раççей регионĕсем, çав шутра эпир те, пулăшнипе ура çине çирĕппĕн тăрасса шанаççĕ. Эпĕ чĕннипе Крым Республикин Пуçлăхĕ, çавăн пекех Севастополь Кĕпĕрнаттăрĕ тĕрлĕ делегаципе пирĕн пата çывăх вăхăтра килĕç.

И.КЛЕМЕНТЬЕВА