02 служба

20 Кăрлач, 2015

Чăваш полицийĕ ыттисем тытайманнисене те тупать

2014 çулта республика территорийĕнче 13,8 пине яхăн преступление регистрациленĕ - 2013 çулхинчен 2,6% сахалрах. Преступленисен 70,6% уçса панă - ку кăтарту федерацин Атăлçи округĕнче чи лайăххи. Çак тата ытти цифрăна Чăваш Енĕн шалти ĕçсен министрĕ Сергей СЕМЕНОВ иртнĕ кĕçнерникун хăй ертсе пыракан ведомствăн пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетме йĕркеленĕ пресс-конференцире пĕлтерчĕ.

Кăшт чакни çырлахтармасть

22 Чÿк, 2014

Пирĕн класра хăнара - полицейскисем

Сĕтел çинчи хĕç-пăшалăн тем тĕрлĕ тĕслĕхне курсан класа кĕнĕ ачасен çăварĕсем карăлсах кайрĕç. Арçын ачасен - пушшех! Теттесем мар - чăн хĕç-пăшал вĕт!

4 Пуш, 2014

Пÿрне йĕрĕсенчен пуçласа ĕлĕкхи "Маузер" таран

Киллерсем килĕштерекен ТТ пистолет, "Вальтер", "Кольт", Югославире туса кăларнă "Зауер"... Ку вара - революци вăхăтĕнченех упранса юлнă "Маузер". Кусем - Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче фашистсен арсеналĕнче пулнă "Браунингсем", пĕрин çинче хăçан туса кăларнине палăртни те пур - 1936 çул...

18 Нарăс, 2014

Полицире - «Студентсен десанчĕ»

- Паллах, çак çамрăксенчен хăшĕсен пирĕн патра пулса курнă хыççăн ШĔМ тытăмĕнче ĕçлес кăмăл çуралчĕ тĕк - лайăх, çапах та ку акци тĕллевĕ профориентаципе çыхăнман, эпир «Студентсен десантне» йĕркеленĕ май чи малтанах полицие обществăшăн уçăрах тăвассине, çамрăксем пирĕн ĕçе шалтан курнă май тивĕçлипе хаклассине тĕ

Pages