Çиçĕмрен хÿтĕленме
Статистика тăрăх аçа çиçĕм çапса вилекенсем çул-йĕр аварийĕнче вилекенсенчен пин хут сахалрах. Апла пулин те çулла хутран-ситрен аслати вăйлă кĕмсĕртетсе сехĕрлентеретех. Аслатиллĕ, çиçĕмлĕ çумăр чухне асăрхануллă пулмаллине астутарать. Асăрханулăх йĕркине аса илни пăсмĕ.
Вăйлă çиçĕм чухне çÿллĕ япаласем çумне пытанма юрамасть. Йывăç, юпа, вышка т. ыт. те çиçĕме хăйсем çине туртса илме пултараççĕ. Уйрăм тăракан япала — пушшех те. Çиçĕм ытларах юмана, чăрăша, хыра, тиреке çапать. Хурăнпа вĕренене çапни сайра тĕл пулать.