Çирĕп тымарăн хунавĕ тĕреклĕ
Ĕçчен те пултаруллă, пурнăçа юратакан çынсем пулнă вĕсен несĕлĕсем: хăйсен ят çĕрĕ çинче иртен пуçласа сĕм çĕрлеччен тар тăкса, пусран тенкĕне çитерсе пуянлăх пухнă, ăрăва малалла тăснă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30- мĕш çулĕсенчи ахăр самана вĕсене авни-хуçнине пăхмасăр йăх тымарне хăрма паман, çынлăха çухатман, ентешĕсене вĕчĕрхенсе-тарăхса пурăнман. Йывăрлăхсене парăнтармашкăн хевте çитерсе кун-çул сукмакне такăрлатнă. Çемье çавăрнă, ывăл-хĕр çитĕнтернĕ. Çĕршыва тăшман эшкерĕ тапăнса кĕрсен кар тăрса ăна хÿтĕлемешкĕн алла пăшал тытнă.