канашлусем

23 Юпа, 2017

Экономикăра тăнăçлăх туртăмĕсем вăй илеççĕ

Чăваш Енри нумай ачаллă вун-вун çемьешĕн кăмăллă хыпар — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шăпах унран пуçларĕ: Çĕнĕ çултан çемьесем виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн пособи илме пуçлаççĕ.

Пособи таврăнать

19 Юпа, 2017

Президент хушăвĕсем ĕçлеме хистеççĕ

Раççей Президенчĕн «çу уйăхĕнчи» хушăвĕсем тивĕçлĕ шайра пурнăçланаççĕ-и? Палăртни вăя кĕрет-и? Çак ыйтусене паян ЧР ĕç тăвакан влаç органĕсем Президент хушăвĕсене пурнăçлассине йĕркелесе тăракан ĕç ушкăнĕн ларăвĕнче пăхса тухрĕç. Канашлăва Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ.

16 Юпа, 2017

Тырă хакĕ тивĕçтермест

Ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ планеркăра вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов  ĕççи кăтартăвĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ.

Pages