Çĕнсе илесси йывăр, упраса хăварасси пушшех кăткăс
Чи кирли — бизнес çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелетĕр. Çавна май бюджета налук шучĕпе кĕрекен тупăш та пысăкланĕ. Çапларах палăртрĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев влаçсем бизнесшăн аталанма хăтлă условисем йĕркелес енĕпе ĕçленин тĕллевне. Ку ыйтусене ĕнер, утă уйăхĕ 19-мĕшĕнче, ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи инвестици климатне лайăхлатас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕнче пăхса тухрĕç.