Кил ăшши
Амăшĕн юратăвĕ пурин валли те çитет
Пĕр уйăх çÿренĕ хыççăн çемье çавăрнă
Вунă ача çинчен ĕмĕтленнĕ
«Хам пĕччен çитĕнтĕм, çавăнпах пирĕн çуртра 10 ача чупĕ», — çапла каланă Александр Устинов мăшăрĕн Алинăн пÿрнине ылтăн çĕрĕ тăхăнтартсан. Вĕсем пĕрлешнĕренпе кăçал 18 çул çитет. Çемье пуçĕн ĕмĕчĕ пурнăçланнă темелле — Устиновсен 5 ача çитĕнет.
Ача кĕтнĕ чухне тарăхтарма хушман
Çурăлса каясла пысăк хырăмлă Наташа ирсерен икĕ витрепе сĕт йăтса утнă. Йĕкĕреш çуратма хатĕрленекен хĕрарăмăн ĕçченлĕхĕпе çирĕплĕхĕнчен ял çыннисем тĕлĕннĕ. Ара, хальхи çамрăк арăмсем ача кĕтнĕ чухне чейник те йăтмаççĕ, кантăк евĕр ванаççĕ тейĕн, асăрханса çÿреççĕ. Картиш-вите тулли выльăх-чĕрлĕх усраканăн хырăм каçăртса выртма, йăвашланма май çук çав.
Pages
- « первая
- ‹ предыдущая
- …
- 2
- 3
- 4
- 5
- 6
- 7
- 8
- 9
- 10
- …
- следующая ›
- последняя »