Шупашкарти Лакрей вăрманĕнче тĕп хуламăра тата А.С.Пушкина халалласа сăвă xыççăн сăвă шăранчĕ. "Ачасем сăвăсем вулаççě" хула конкурсĕнче çĕнтернĕ шăпăрлансене итлесе хак пама Раççeй киновĕн тата телекуравĕн пĕчĕк çăлтăрě Николь Плиева, Алексей Лысенков шоумен, Екатерина Котеночкина актриса, Тимур Ведерников композитор, юрăç, Владимир Вишневский поэт килсе çитрĕç.