ыркăмăллăх
Пусран тенкĕ пухăнать
«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх акцийĕ вăй илнĕренпе — нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнченпе — унăн пухмачне 1500 ытла предприяти-организаци, юридици сăпатĕнче тăракан, уйрăм çын 7,2 млн яхăн тенкĕлĕх пуянлатнă.
Ку енĕпе Шупашкар хулипе /989075 тенкĕ/ районĕ /563499/, Комсомольски /439048/ тата Вăрнар /351622/ районĕсем, Çĕнĕ Шупашкар /342667/ хули, Канаш /335649/, Йĕпреç /332876/ тата Патăрьел /328308/ районĕсем уйрăмах пуçаруллă. Йывăр шăпаллă çул çитмен çамрăка ятран пулăшас текен те сахал мар.
Тăванла вилтăпри çинче Асăну комплексĕ çĕклесшĕн
1961 çулхи чÿкĕн 5-мĕшĕ Сĕн-тĕрвăрри районĕнчи Хуракассисемшĕн ĕмĕрлĕхех хура кунпа палăрса юлнă — ялти шкулта алхаснă пушарта 106 ачапа 4 вĕрентекен çунса кайнă. Ку инкек пирки эпир пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче тухнă номерте тĕплĕн çырса кăтартнăччĕ. «Вăхăт тÿрлетми суран, е 54 çул каялла пушарта çуннисем хÿтлĕх тупайманни çинчен» статья кун çути курни ял çыннисене Илменкасси масарĕнчи тăванла вилтăпри çинче Асăну комплексĕ уçма хавхалантарнă.
“Тухтăрсене каçар, унсăрăн амăшĕн кĕллине Турă илтмеймĕ”
Амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăмран телейлĕрех çын çук. Варта тĕвĕленнĕ чун аталанма тытăнсан хĕрарăм утса мар, вĕçсе çÿрет. Хăйне нихăçанхинчен ытларах упрама тăрăшать - вăл хăйĕншĕн кăна мар, варти чуншăн та пурăнать-çке. Темĕн тума та хатĕр пулас амăшĕ - тĕпренчĕкĕ çеç сывă çуралтăр. Анчах ăçтан тупăнать çав амак? Çĕр çине килнĕ ачан телейне аркатса ыттисем пек пурăнма чăрмантараканни. Кашнинех симĕс курăк çийĕн çарран чупас, çутçанталăк илемĕпе туллин киленес килет. Çук, пуç усмаççĕ амăшĕсем.