Архив - 22 Ноя, 2014
Ушкăнпа ĕç ăнать
Аслă Чемен ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Г.Медведевпа вырăнти хăй тытăмлăхăн «ĕнси» çинче капланнă ыйтусене хускатнă май 487 хуçалăхлă тăрăха урлă та, тăрăх та шĕкĕлчесе тухрăмăр. Ертÿçĕ сăмахĕсем вара пурте вырăнти халăхпа, унăн пурнăçĕпе, малашлăхĕпе çыхăннă. Шел, калаçу пуçламăшĕнчех муниципалитет йĕркеленĕвĕнчи Тури Чакăпа Аслă Чементе 83 çурт хупăнни çинчен пĕлтерни шухăша ячĕ. Ултă пайĕнчен пĕринче çын пурăнмасть! Йыш сахалланса, çулĕпе ватăлса пырать. Çапах та пуçлăхăн хастарлăхĕ пысăк пулсан, ваттисем калашле, халăх сурнипе кÿлĕ çеç мар, ытти те тăвăнать.
Космонавт пилĕ
...Çирĕм икĕ çул хыçа юлчĕ ĕнтĕ унтанпа, Пучинке салипе Çирĕклĕ ялĕ хушшинчи тÿремлĕхре çĕнĕ урам ÿссе ларнăранпа. Çак тапхăрта унта капмар та хÿхĕм çурт-йĕр çавăракансен йышĕ икĕ хут пысăкланнине савăк кăмăл-туйăмпа палăртать иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче «Красный партизан» колхозăн строительство цехне ертсе пынă Анатолий Петров.
Тÿрĕ кăмăлсăр подрядчиксене пула...
Хальхи çамрăксем ашшĕ-амăшĕ тата маларах ÿсĕмри йăхташĕсем краççын лампин вăйсăр çутипе еплерех тертленнине, хăйăвĕ мăкăрланса тĕтĕм кăларнăран трахома чирĕпе асапланнине пĕлмеççĕ паллах. Анчах паянхи кун та электричествăсăр пурăнакансемшĕн кĕрхи вăрăм каçсенче пÿлĕмре мĕлтлетекен çутă кăштах палăрни те телей, вăл çумри юлташ пекех туйăнать.
Электроэнерги вăйĕпе усă курма пултарайман çынсем республикăра халĕ те пур-ха.
Яланах халăх хушшинче
Çĕрулми... 80 кг таять!
Чи пысăк çĕрулми миçе килограмм тайма пултарать?
Н.НЕВЕРОВ,
Тăвай районĕ.
Бразилири Манаус хулинчи фермер хуçалăхĕнче халĕччен пулман çав тери пысăк çĕрулми çитĕннĕ. Вăл... 80 килограмм /!/ таять. Унран пĕчĕкреххисем те пур - 20-шер килограмлисем.
Юрă уявĕнчен Акатуя çити
Чăваш Енре юрă уявĕсене хăçан паллă тума пуçланă?
Н.ЗИНОВЬЕВА.
Тăвай районĕ.
Юрă уявĕсем - халăх хутшăнса ирттерекен пĕр кунлăх уявсем. Пирĕн республикăра вĕсене Акатуй уявĕн йăлисене никĕсе хурса 1953 çултанпа йĕркелеççĕ. Вĕсене ирттермешкĕн XX ĕмĕрти 30-40-мĕш çулсенчи искусствăсен /халăх пултарулăхĕн/ олимпиадисен, çавăн пекех Балтика тăрăхĕнчи республикăсенчи наци юрă уявĕсен тĕслĕхĕпе усă курнă. Унта та тĕп вырăнта нумай пинлĕ пĕрлештернĕ хор пулнă.