Куславккара та - ЧНК уйрăмĕ
Район администрацийĕн канашлу залне çав кун тăван халăхăмăрăн шăпишĕн пăшăрханакансем, йăли-йĕркине аталантарассишĕн, чĕлхине, юрри-кĕввине упраса хăварассишĕн тăрăшакансем пухăнчĕç.
Ларăва Чăваш Республикинчи муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев, Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн членĕ Юрий Зорин, районти «Ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ Валентин Константинов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисемпе ачасене пĕлÿ паракансем, культура ĕçченĕсем хастар хутшăнчĕç.