Урамсен ячĕсенче халăх кун-çулĕ сăнлантăр
Çулсем ылмашăннă май пирĕн хула хитреленсе анлăланчĕ, урамсен шучĕ те ÿсрĕ. Юлашки çулсенче Шупашкарта чылай тăкăрлăкпа бульвар çĕкленчĕ. Паллă таврапĕлÿçĕн Александр Терентьевăн «Чебоксары и чебоксарцы» кĕнекинче çырнă тăрăх — ĕлĕк ял-хулара урам палли пулман, çуртсене ăçта май килнĕ çавăнта лартнă. «Шупашкарта тăкăрлăксем 18-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче палăрма тытăннă. Çакă хулара 1773 çулта питĕ вăйлă пушар алхаснă хыççăн пысăк строительство пуçланнипе çыхăннă. Çав çулах хула ертÿçисем ятарлă план хатĕрленĕ.