Республика прокуратури ял çыннисен çăхавĕ тăрăх тĕрĕслев ирттернĕ те Йĕпреç районĕн администрацийĕ 2016-2017 вĕренÿ çулĕнче вĕренекенсене автобуспа илсе çÿремелли саккуна пăснине тупса палăртнă.
Вăрмар районĕнчи Тикаш халăхĕ пуçламăш шкула тата пĕчĕккисен ушкăнне хуптарасшăн мар. Нумаях пулмасть ял администрацийĕнче иртнĕ пухура ашшĕ-амăшĕ çак шухăша уççăн пĕлтернĕ.
Республикăри виçĕ теçетке ытла ача больницăсенче 93 кун пулнă. Çук, сăмах вĕсем суранланнă е чирленĕ хыççăн сипленни пирки пымасть. Кусем — кил-çуртсăр, ашшĕ-амăшĕсĕр ачасем, пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хăрушлăх пуррине кура социаллă лару-тăру енĕпе ырă мар çемьесенчен туртса илнисем. Паллах, çак ачасем больницăсенче çапла вăрах пурăнни — йĕркесĕр пулăм.
Сывлăх сунатăп, хисеплĕ редакци ĕçченĕсем! Пĕррехинче йăмăкăм «Манăн çемье» ятпа сочинени çырса пулăшма ыйтрĕ. Çавăн чухне эпĕ шухăша кайрăм. Мĕн лайăххи пур пирĕн çемьере. Аттепе анне хирĕçнĕ вăхăтра хама вăрçă хирĕнчи пек туятăп. Кашни кунах шăв-шав çĕкленет. Атте час-часах киле ÿсĕр таврăнать.