Тĕп кил вучахне сÿнтересшĕн мар
Комсомольски районĕнчи Тукай ялĕнче пурăнакан Черновсем патне кĕрсен тÿрех тĕпеле иртме чĕнчĕç. Кĕçĕн ывăлĕ Даниил амăшне пулăшассишĕн ăшталанма тытăнчĕ. «Анне, чей вĕрет. Сÿнтерес-и?» — ыйтрĕ пĕчĕкскер. Альбина Михайловнăпа Юрий Алексеевич ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарни сисĕнчĕ.