Тантăш 2 (4923) № 23.01.2024

23 Янв, 2025

«Взлет» фестивальтен хавхаланупа таврăннă

Раççей шкул ачисемпе çамрăкĕсен «Пĕрремĕшсен юхăмĕ» çулсеренех вăй илсе пырать. Тĕрлĕ енлĕ пултаруллă вĕренекенсене малалла аталанма, пысăк çитĕнӳсем тума çул уçать вăл. «Пĕрремĕшсен юхăмĕ» чылай мероприяти йĕркелесе шкул ачисемпе çамрăксене пĕр чăмăра пухать. Вĕсем тĕрлĕ ĕçе хутшăнса хамăр республикăра çеç мар, çĕршыв шайĕнче палăрнине курсан чун хĕпĕртет. Кунта «Взлет» фестиваль пирки те аса илмесĕр май çук. Пĕлтĕр ăна Раççейре Çемье, Чăваш Енре Экологи çулталăкĕсене халалласа ирттернĕччĕ. Çак проекта хутшăнма пирĕн республикăран 370 ытла заявка тăратнă. Вĕсенчен пĕри вăл — Комсомольски округĕнчи Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче çиччĕмĕш класра вĕренекен Екатерина Филиппова. Çак фестивальте хĕрача хăш енĕпе палăрнă-ха?

Ĕçе тĕплĕн хатĕрленĕ, тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ

«Пĕрремĕшсен юхăмĕ» йĕркеленĕ «Взлет» пултарулăх фестивальне хутшăнакансен (вĕсен ӳсĕмĕ 7-рен пуçласа 17 çул таран) хăйсене тĕрлĕ енре кăтартма май пулнă: вокал, юрă-кĕвĕ инструменчĕ каласси, ташă, театр, оригиналлă жанр тата медиа. Асăннă фестивале е ушкăнпа, е пĕччен те хутшăнма ирĕк панă. Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче вĕренекен Екатерина Филиппова «Медиа» ене, «Публикаци» номинацие суйланă. Унта «Роль семьи в моей жизни» е «Экология в нашей жизни» темăпа эссе çырса хатĕрлеме тивнĕ. Хăйĕн ĕçĕнче Екатерина çемье унăн пурнăçĕнче еплерех вырăн йышăннине тĕплĕ уçса панă, тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ.

— Ку фестивале эпĕ шкул директорĕн канашçи Оксана Павлова сĕннипе хутшăнтăм. Вăл хавхалантарса пынипе те ĕçе пурнăçлама йывăрах пулмарĕ. Теми те çăмăлччĕ. Юратнă çынсем çинчен каласа кăтартма кирек кама та кăмăллă тесе шухăшлатăп. Чи малтан вĕсем пирки кĕскен çырса хатĕрлерĕм. Кайран хамăн шухăшсене сыпăнтарса текст йĕркелерĕм. Килтисемпе канашланă хыççăн сăн ӳкерчĕксемпе кĕске видеороликсем суйларăм. Унтан хатĕр ĕçе социаллă сете вырнаçтартăм, хэштэгсем палăртрăм, унăн ссылкине конкурса ярса патăм, — кĕскен каласа кăтартрĕ Екатерина. Ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕ уйрăмах пăшăрханать. Пĕр-пĕр конкурса е пĕлтерĕшлĕ ăмăртăва хутшăнмалла-и — вĕсем яланах çумра пулма тăрăшаççĕ. «Взлет» фестиваль валли Çĕнĕ Мăрат шкулĕнчи çиччĕмĕш класс вĕренекенĕ ĕçе пĕчченех пурнăçланă. Хатĕр текста якатма ашшĕпе амăшĕ пулăшнă, сĕнӳсем панă. Мĕншĕн çак енĕпе хутшăнас тенĕ-ха Катя?

— Эпĕ литературăпа çав тери туслă, кĕнеке вулама, сочиненисем çырма кăмăллатăп. Маншăн вĕсем пĕрре те йывăр мар. Чăвашла та, вырăсла та калаçма килĕшет. Килте эпир пĕр-пĕринпе чăвашла кăна пуплетпĕр. Вăл — пирĕн тăван чĕлхе, — тет хĕрача. ÇĕнтерӲÇĕсен йышне лекессе шухăшламан «Пĕрремĕшсен юхăмĕ» йĕркеленĕ «Взлет» фестивалĕн пĕтĕмлетĕвĕсене чӳк уйăхĕнче пĕлтернĕ, кашни номинацире çĕнтерӳçе палăртнă. Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче вĕренекенскер иккĕмĕш вырăна тухнă, дипломпа сертификата тата асăнмалăх парнесене тивĕçнĕ. Çакăн пек пысăк çитĕнӳ туса палăрни хĕрачашăн пысăк савăнăç пулнă. — Фестивальте çĕнтерӳçĕсен йышне кĕрессе эпĕ пачах шухăшламан. Ун пирки пĕлсен хам çеç мар, çывăх çыннăмсем те питĕ тĕлĕнчĕç. Чăнах та, кĕтменччĕ. Ку çĕнтерӳ мана тата çитĕнӳсем тума хавхалантарчĕ, — шухăш-кăмăлне пытармарĕ Катя. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.