Чăвашла верси
Русская версия
Чăваш хĕрарăмĕ 5 (1385) № 13.02.2025
Хĕрĕшĕн тĕслĕх пулма тăрăшать
Светлана Енадаровăна тăван хулинче, Мари Элти Козьмодемьянскра çеç мар, унăн тулашĕнче те чылайăшĕ паллать. Мĕн пĕчĕкренех хастарлăхпа палăрнă вăл. Шкултан кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнăскер илем конкурсĕсене пĕрре мар хутшăнса мала тухнă. 9 çулта ташă ăсталăхне алла илме пуçланă.
Музыка шкулĕ пикешĕн пурнăçăн пĕлтерĕшлĕ пайĕ пулса тăнă. Юрăташăсăр пуçне анлă тавра курăмлă хĕр тĕпчев ĕçĕсемпе те кăсăкланнă. Ку енĕпе те тупăшусене хутшăнса палăрнă. Шкул саккипе сыв пуллашсан вăл М.А.Шолохов ячĕллĕ Мускаври патшалăх гуманитари университетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. Хальхи вăхăтра çемйипе Шупашкарта кун кунлать. Ларма-тăма пĕлменскер вĕреннĕ вăхăтра студентсен канашĕн председателĕн тивĕçĕсене те пурнăçланă. Алла диплом илсен Светлана Федерацин суд приставĕсен службине вырнаçнă. Ку — унăн карьерин пуçламăшĕ çеç-ха! Хальхи вăхăтра Светлана ăнăçлă ĕçлесе пыракан хĕрарăм кăна мар, юратнă арăм тата амăшĕ те. Мăшăрĕ, Афган вăрçине, ятарлă çар операцине хутшăннă. Вĕсем пĕрле чылай йывăрлăха парăнтарнă. Çемьере хĕр пĕрчи Владислава çитĕнет. Вăл та, амăшне курах-тăр, хастарлăхпа палăрать. Пĕчĕкскер вулама- çырма та пĕлет, амăшĕ ăна сăвă хайлас ĕçе те явăçтарать. Пултарулăх вĕсемшĕн ют мар. Светлана мĕн пур енĕпе хĕрĕшĕн ырă тĕслĕх пулма тăрăшать. Ку кăна та мар! Светлана Алексеевнăн чăн-чăн чун киленĕçĕ — чечек çитĕнтересси. Унăн коллекцийĕ чăннипех пуян, миçе тĕрлĕ сорт килĕнче ӳсместши? Кил ăшшин управçишĕн чечексем пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Вĕсене хĕрарăм çутçанталăк асамлăхĕ пекех курать. Хăй те асамçă тейĕн. Юратса çитĕнтернĕ чечексенчен илемлĕ çыхăсем хатĕрлесе вăл тус-юлташне, тăван-пĕлĕшĕсене парнелесе савăнтарать. Çывăх çынсен кăмăлне çĕклени кил хуçи арăмне тата тăрăшарах ĕçлеме хистет. Каллех пултарулăх патне таврăнар-ха. Пĕлтĕрхи пуш уйăхĕнче Светлана социаллă сетьре хастартарах пулас тĕллевпе хăйĕн ятарлă страницине пуçарса янă. Хăй пирки вăл «культура блогерĕ» тет. Хăйĕн блогĕнче вăл хальхи вăхăтри авторсен сăввисене илемлĕ сăн ӳкерчĕксемпе пĕрле вырнаçтарать. Социаллă сетьпе аппаланасси те çамрăк хĕрарăмăн киленĕçĕ пулса тăнă темелле. «Паянхи поэтсен хайлавĕсене халăхра сарас килет. Блог çамрăксене те литературăпа çывăхрах паллашма пулăшасса шанатăп», — терĕ вăл. <...>
Александра СИДОРОВА.
♦ ♦ ♦
«Аттепе савăнса кураймарăмăр»
Лидия Сидоровăн хура-шурне сахал мар тӳсме тивнĕ. Çапах та вăл чун çирĕплĕхне çухатман, 87 çултискер çуралнă ялта, Канаш округĕнчи Чулкăмакинче, пĕчченех кун кунлать. «Ачасем хăйсем патне илсе каясшăнччĕ — тăхтарăм. Тăван çурта пăрахса хăварас килмест», — терĕ вăрçă ачи.
Вăл тăватă ачаллă çемьере çитĕннĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тухнă чухне Лида 3 çулта çеç пулнă. Ачалăхĕпе те, çамрăклăхĕпе те туллин киленсе-савăнса юлайман мăнтарăн. Апат-çимĕç тĕлĕшĕнчен йывăр пулнă. Асламăшĕпе амăшĕ тул çутăлсан уйхире тухса кайнă та сĕм çĕрле çеç таврăннă. Килте юлнă ачасене вара аслă пиччĕшĕ Петр тимленĕ. «Аттене Николай Антонова 1941 çулта фронта илсе кайрĕç. Юрать, каялла таврăнма пултарчĕ — 1945 çулта кĕркунне тăван яла çитрĕ вăл. Çав куна питĕ лайăх астăватăп. Мунча кунĕччĕ, эпир аннепе мунча кĕме кайнă, вăл питĕ аякраччĕ. Çăвăнса тасалнăскерсем киле кайма тухрăмăр. Унччен те пулмарĕ, çенĕк алăкĕ шаплатрĕ. «Анне, пирĕн пата кам килмеллеччĕ вара?» — ыйтрăм тӳрех. Пӳрте кĕтĕмĕр те — сĕтел хушшинче çар тумĕ тăхăннă икĕ арçын лараççĕ. Пĕри атте пулнă… Таврăнма тĕрĕс-тĕкелех таврăнчĕ вăл, анчах мирлĕ пурнăçпа нумаях пурăнаймарĕ, ултă çултан ӳпке чирне пула пурнăçран уйрăлчĕ. Аттепе савăнса кураймарăмăр. Виличчен тĕрлĕ çĕрте ĕçлерĕ: ялта патшалăх валли услам çу та пуçтарчĕ пĕр тапхăр, лавккара та вăй хунă. Ялта ăна «Приказчик» тесе чĕннĕ. Чирлесен вырăнпах выртрĕ, тепĕртакран çĕре кĕчĕ… Анне колхозра ырми-канми ĕçлетчĕ. Асанне пурччĕ те вăл пăхатчĕ пире. Шкулта 7 класс таран вĕрентĕм, кайран колхоз бригадинче ĕçлерĕм», — иртнине куç умне кăларчĕ Лидия Николаевна. Çирĕм тăватă çулта вăл ял каччипе Нестер Сидоровпа пĕрлешнĕ. Анчах ăраскалĕ пулман çамрăк мăшăрăн, пысăк инкек çапса хуçнă вĕсене. Пӳрнисене венчет çĕрри тăхăннă çулхинех Нестер Миронович пĕррехинче çул çинче хăрушă аварие лекнĕ, вăйлах сусăрланнă. Унăн икĕ урине те татма тивнĕ. Сусăрлансан йывăç урапа уткаланă вăл, анчах ĕçлеймен. Мĕн пур ĕç Лидия Николаевна çине тиеннĕ. Вăл мăшăрне тимленĕ, кунсеренех колхоза ĕçе çӳренĕ… Ирхи виçĕ сехетре тăрса упăшки валли апат хатĕрлесе хăварнă вăл, выльăхĕсене те тимленĕ. Мăшăр пĕр хĕре кун çути парса ура çине тăратнă. «Упăшка 17 çул тертленсе пурăнчĕ. Пурнăç çăмăл пулман. Юрать, шăллăмсем ялтах пурăнатчĕç, пулăшатчĕç. Ĕççи вăхăтĕнче уйрăмах нушаллăччĕ ĕнтĕ. Халĕ хĕрĕмĕрĕн ачисемпе, кĕçĕн мăнуксемпе савăнатăп. Вĕсем ман пата килсех çӳреççĕ. Кăмакана пăсман, вутă хутса мăнуксене чукунпа тутлă яшка, шаркку пĕçерсе çитеретĕп», — калаçрĕ вăл мăшăрĕн синкерлĕ шăпине аса илсе. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
♦ ♦ ♦
Кил хуçи арăмĕ тракторпа та çÿрет
«Эпĕ выльăха питĕ юрататăп. Вĕсем манпа «калаçаççĕ», куçран пăхаççĕ, хыçран утаççĕ. Качакасем вара мăйĕсене тăсса хыçасса кĕтеççĕ», — пуçларĕ калаçăва Йĕпреç районĕнчи Пысăк Упакассинче пурăнакан Анисса Петрова.
Картиш тулли качака
Хальхи вăхăтра вăл мăшăрĕпе Вячеслав Петровичпа çеç пурăнать. Ачисем тăван килтен вĕçсе тухса кайнă, хăйсен çемйисем пур. Иккĕн пулсан та картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усраççĕ Петровсем. Кил хуçи хĕрарăмĕ каланă тăрăх, хăй вăхăтĕнче мăйракаллă шултра выльăх чылай тытнă. Халĕ вара картишре 20 ытла качака. Унччен кролик, вĕлле хурчĕ те тытнă. «Пыл хурчĕсем чирленĕрен ĕрчетме пăрахрăмăр, — терĕ Анисса Аркадьевна пăшăрханса. — Эпир ĕçрен хăрамастпăр. Яланах картиш тулли выльăх-чĕрлĕх пулнă пирĕн. Атте-анне вĕсемсĕр пурăнман. Пире те ачаранах чĕр чуна юратма вĕрентнĕ». «Ватлăха пăхмасăр çакăн чухлĕ качака усрама йывăр мар-и?» — ыйтрăм эпĕ çичĕ теçетке çулран иртнĕ Анисса Аркадьевнăран. «Качака питĕ ĕрчевлĕ чун çав. Картиш вĕсемпе сисмесĕрех тулать. Путекĕсем питĕ хитре-çке, пĕчĕк ача евĕр. Вĕсене ытараймасăр усратпăр. Сĕчĕ те усăллă. Паянхи кун 8 качака сăватпăр. Пĕри талăкра, хĕллехи кун, 3,5 литр сĕт парать. Ăна патшалăха паратпăр», — хуравларĕ вăл. Ку тăрăхра чĕр тавара 28 тенкĕпе пуçтараççĕ. Паллах, качака сĕчĕ чылай хаклăрах. Анчах ăна уйрăммăн пуçтаракан çук иккен. Сăмах май, ку тăрăхра «Сталин ĕнине» чылай çын ĕрчетет. Халăхра «зааненская» ăратĕнчи качака уйрăмах нумай. Ара, хăй вăхăтĕнче юнашар «Путиловка» хуçалăхра шăпах çак ăрата тытнă. Çавна май ку выльăх ял-йыш картишне те çитнĕ. Выльăха усранипе çеç мар-çке, пăхмалла, тăрантармалла, хĕл валли утă-улăм хатĕрлемелле. Çавна май çуллахи вăхăтра çывăрма та вăхăт çук. Çулла çеç-и тата? «Хĕл кунĕсенче те ирех тăратпăр. Эпĕ малтанах чӳречерен пăхса çанталăка сăнатăп. Унтан чей вĕретме лартатăп. Апат çинĕ хыççăн мăшăрпа ĕçе тытăнатпăр. Эпир ĕçлеме юрататпăр. Кахаллăх çынна каялла туртать», — сăмах çăмхине сӳтрĕ кил ăшшин управçи. Паллах, хĕл валли выльăх апатне чылай хатĕрлеме тивет. «Хирте çĕр пайĕ пур. Унсăр пуçне ялта пушă çурт вырăнĕ чылай. Хуçисем сĕнеççĕ те эпир унти курăка çулатпăр. Усăллă ĕç тăватпăр: пĕрре — анкартине курăкран тасататпăр, тепре выльăх валли апат хатĕрлетпĕр. Ачасем те пулăшаççĕ», — кăмăллăн калаçрĕ Анисса Аркадьевна. Ялта выльăх шучĕ чакса пыни пăшăрхантарать хĕрарăма. Халĕ ватă çынсем çеç мар, çамрăксем те выльăх-чĕрлĕх тытмаççĕ. Ют тăрăхра ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе апат-çимĕçе лавккара туянаççĕ вĕсем. Ара, килте туса илнĕ продукци хăть мĕн каласан та тутлăрах, сĕтеклĕрех. Çитменнине, экологи тĕлĕшĕнчен те тасарах. Выльăх-чĕрлĕх тупăш пани пирки те сăмах пуçарчĕ хĕрарăм. Çавна май ачисене те пулăшу кӳреççĕ, кил-çуртне те йĕркелеççĕ. Çĕр ĕçне пурнăçлама трактор та, ытти хатĕр-хĕтĕр те туяннă вĕсем. Трактор тенĕрен… унпа Вячеслав Петрович та, мăшăрĕ те çӳреççĕ. Мотоблока та итлеттерет Анисса Аркадьевна. Мăнукĕсемпе савăнаççĕ Кил хуçи хĕрарăмĕн ашшĕпе амăшĕ трактористсем пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче арçынсене фронта илсе кайсан амăшĕ Ольга Петровна колхоз уй-хирĕнче çăпаталлă тракторпа ĕçленĕ. Ашшĕне те район центрне «тимĕр утсене» юсама илсе кайнă. Çакăнта арçын техникăна юратма вĕреннĕ. Трактористсен çемйинче çуралнă хĕрача та «тимĕр ут» патне ачаранах туртăннă. «Техникăна питĕ юрататăп, — терĕ вăл. — Ăçта мĕн вырнаçнине пĕлес килет. Çавăнпах ĕнтĕ юсав ĕçĕсене яланах упăшкапа пĕрле пурнăçлатпăр. Трактора юратнипех Вăрнарти училищĕре ятарласа механизатора вĕрентĕм, каярахпа мотоциклпа çӳремешкĕн права илес тĕллевпе ăс пухрăм». Çемье пуçĕ те 1969 çултанпах ял хуçалăхĕнче трактористра вăй хунă. Колхоз салансан паркра тунсăхласа ларакан тракторсене пăхса чунне ыраттарнă арçын. Мăшăрĕ ăна «тимĕр ут» илме сĕнсен — хаваспах килĕшнĕ. Ара, ĕмĕрĕпех çав ĕçре тăрăшнă çынна техникăран уйрăлма çăмăл пулман. Çитменнине, арăмĕ те унпа кăсăкланнă. Çавна май Петровсем «МТЗ-82» трактор, культиватор, плуг, курăк çулмалли хатĕр-хĕтĕр туяннă. Паянхи кун техникăсăр алăсăр-урасăр пекех çав. Кил-çуртне йĕркелеме, хуралтăсем тума та платнике тара тытса ĕçлеттермен Петровсем. Чылай ĕçе иккĕшĕ тунă. Ĕççи вăхăтĕнче хĕрарăм аллинче те моторлă пăчкă, мăлатук выляннă. Токарь станокĕпе те хăех вăй хунă. «Алăра тытмалăх укçа пултăр тесе çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ эпир. Яланах мăшăрпа пĕр-пĕрне пулăшнă», — терĕ Анисса Аркадьевна. Мăшăрĕпе вĕсем 51 çул пĕрле пурăнаççĕ. Виçĕ ача çуратса ӳстернĕ. Шел те, хĕрĕ пурнăçран сарăмсăр уйрăлнă. Петровсем çывăх тăванĕсен ачисене хăйсен хӳттине илсе çитĕнтернĕ. Мăнукĕсене питĕ юратаççĕ. Халĕ вĕсем те мăшăрланнă ĕнтĕ, ача-пăчаллă. «Ачасем питĕ ăшă кăмăллă çитĕнчĕç. Пире хисеплеççĕ, килсех çӳреççĕ», — пĕтĕмлетрĕ сăмахне хĕрарăм. Тунсăха сирме клубри драма кружокне, фольклор ушкăнне çӳрет Анисса Аркадьевна, сăвă та шăрçалать. Акă нумаях пулмасть Йĕпреç районĕнче драма кружокĕсен фестивалĕ иртнĕ. Пысăк Упакассисем унта Ефим Никитинăн «Хуняма» камичĕпе хутшăннă. Анисса Петрова унта Трахви ашшĕ рольне калăпласа диплома тивĕçнĕ. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать