Чăвашла верси
Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 6 (6557) № 20.02.2025
Садике çӳренĕ чухнех спортпа туслашнă
ШУПАШКАРТА ПУРĂНАКАН МАРИЯ МОИСЕЕВА «ХЫПАР» ХАÇАТ ПАРНИСЕНЕ ÇĔНСЕ ИЛЕССИШĔН СПОРТ АЭРОБИКИ ЕНĔПЕ ИРТЕКЕН РЕСПУБЛИКА ТУРНИРНЕ КАШНИ ÇУЛАХ ХУТШĂНАТЬ, ЯЛАНАХ МАЛТИ ВЫРĂНСЕНЕ ÇĔНСЕ ИЛЕТ. КĂÇАЛ 4 НОМИНАЦИРЕ ТУПĂШĔ: «СОЛО», «ТРИО», «УШКĂН», «СТЕП».
Пĕр вырăнта ларма юратмасть вăл, унăн пĕрмай хускалмалла, тренировка тумалла… Шкултан килсен те кашни кун шăм-шакне çемçетет. Унсăрăн спортра çитĕнӳсем пулмассине лайăх ăнланать Мария Моисеева. Республика, Раççей шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене йышăнни ăна тата вăйлăрах хавхалантарать. Ӳссе çитсен те спорт енĕпех каясшăн вăл, ашшĕамăшĕн çулне суйлама палăртман. Вĕсем иккĕшĕ те И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче вĕреннĕ, ку енĕпех ĕçлеççĕ. Амăшĕ Елена Геннадьевна — Федерацин монополипе кĕрешекен Чăваш Енри управленийĕн ертсе пыракан специалисчĕ, ашшĕ Дмитрий Андреевич — Чăваш Республикин медиацентрĕн директорĕ. Мария ача чухнех çирĕп кăмăлĕпе палăрнă: мĕн те пулин çĕнсе илмелле тĕк çине тăнă, тĕллев патне талпăнмалла тăк парăнман. Çапла, чăн-чăн спортсменăн характерĕ çавнашкал. Ăна мăн кукамăшĕн ятне хунă. Ячĕ кăна мар, чун çирĕплĕхĕ те унăнни пекех. 89 çулти Мария Никитична Муркаш округĕнчи Шомик ялĕнче хăй тĕллĕнех пурăнать, аванах çӳрет, кĕçĕн мăнукĕн çитĕнĕвĕсемшĕн савăнать. Çын пуласси ачаран паллă теççĕ. Анчах кăшт урăхларах та калас килет: ачан мĕнле пултарулăх пуррине амăшĕ асăрхать те ăна ку енĕпе аталантарма тăрăшать. Елена Геннадьевна хĕрĕ спорт енĕпе маттур пулнине туйса ăна спорт гимнастикин секцине çавăтса кайнă. Ун чухне Мария 4 çул çурăра кăна пулнă, пĕрремĕш хут кайнине астумасть те. Паллах, пĕчĕк ачана эрнере 5 кун 4-шар сехет тренировка тума çăмăл мар. «Каяс килмест!» — тесе те кутăнлашнă вăл, анчах секцие пурпĕрех çӳренĕ. Çакă чунне ун чухнех çирĕплетнĕ, кун йĕркине пăхăнма вĕрентнĕ. Спорт гимнастикин секцине 4 çул çӳренĕ вăл. Кайран 1 çул тăхтав тума тивнĕ. «Кантăм», — тет ку тапхăр пирки Мария. Чăннипе вара вăл суранланнă хыççăн больницăра сипленнĕ, кайран вăй илнĕ. Йăлтах ăнсăртран пулса тухнă: пĕррехинче секцире хутланса икĕ сальто тунă та… ӳкнĕ. Виçĕ минут йĕркеллĕ сывласа ярайман. Тренер ăна тенкел çине ларма хушнă. Кăшт çăмăллансан Мария киле çуранах утнă, амăшĕ ĕçрен килессе кĕтсе илнĕ. Кун пирки каласа кăтартнă хыççăн Елена Геннадьевна хĕрне больницăна илсе кайнă. Тухтăр тĕрĕсленĕ те çурăм шăмми аманнине, больницăна вырттарассине каланă. Кун пек суранпа ларма та юраман иккен. Больницăна хурассине пĕлсен Марийăн шок пулнă, чунĕнче тунсăх хуçаланнă: вăл тренировкăна çӳремесĕр пултараймасть-çке-ха. Мария 9-та пулнă ун чухне, больницăри койка çинче икĕ эрне хускалмасăр выртнă. Спортсменшăн ку чăннипех те каторга пекех. Мария çав тапхăра халь аса илсен хăйне хĕрхенет. Ун чухне вара шеллеме те пĕлмен, пĕр тумлам куççуль те кăларман. Ашшĕпе амăшĕ хĕрĕпе юнашарах пулнă. Кичем чухне вăхăчĕ те вăрах шăвать-çке. Мария кĕнеке вуласа, слаймпа выляса çав тапхăра чăтса ирттернĕ. Анчах уншăн чи хăрушши ку пулман-ха. «Спорт пирки манма тивет», — тухтăр çапла калани шиклентернĕ ăна. Çапах куççульленмен вăл, «Сывалăп та пурпĕрех спорта кайăп», — тенĕ ăшĕнче çирĕппĕн. Больницăран тухсан корсетпа çӳреме тивнĕ. Ун чухне те вăл килте пурпĕрех шпагат ларнă, «кустăрма» тума хăтланнă… <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
«Манăн мăнуксем вăрçă мĕнне ан пĕлччĕр»
Амăшĕ каланине асра тытса Юрий Тищенко салтаксене пулăшать
«Манăн аттепе анне — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем. Анне вăрçă нуши çинчен каласа паратчĕ. Вăл мĕн виличчен тĕнчери пĕтĕм çыннăн тăнăç пурнăçшăн кар тăмалли çинчен калатчĕ. «Манăн мăнуксем вăрçă мĕнне ан пĕлччĕр», — тетчĕ. Çакна асра тытнипе ятарлă çар операцийĕ пуçлансан, 2022 çулта, пĕр шухăшласа тăмасăр хам пухнă 100 пин тенке салтаксене пулăшма патăм. Иртнĕ çул та çĕнтерӳ часрах çывхартăр тесе тепĕр 100 пин тенкĕ куçартăм», — çапла пуçларĕ калаçăва Юрий Тищенко.
Госпитальте паллашнă
Юрий Михайлович çамрăк мар, кăçал çурла уйăхĕнче 80 çул тултарать, Етĕрне хулинче пурăнать. Хăйĕн тăван хули тесех шухăшлать вăл ăна. Пурнăç ăна таçта та илсе çитернĕ. Вăл 1945 çулта Çĕрпӳ районĕнчи Иваново ялĕнче çуралнă. Çулталăкран амăшĕпе Етĕрне хулине куçнă. Ачалăхĕ çавăнта иртнĕ унăн. Амăшĕ Александра Степановна вăрçă пуçланнă çул Çĕрпӳри фельдшерсен училищинчен вĕренсе тухнă. 18-ти хĕре çав çул кĕркунне вăрçа илсе кайнă. 1941 çулхи раштав уйăхĕнчен пуçласа 1945 çулхи нарăсчен малти ретре пулнă. Хăйĕн пурнăçĕнче миçе салтака вилĕмрен çăлнине шутламан та вăл. Амăшĕ вăрçăри хăш-пĕр самант пирки ывăлне каласа кăтартнă. «Çапăçури пĕрремĕш кунсене ĕмĕрне те манса каймастăп. Йĕри-тавра вут çунать, тĕнче кисренет. Пурте хӳтĕ вырăн шыраса сапаланса пĕтрĕмĕр. Эпĕ çывăхри пĕр çурта чупса кĕтĕм. Пĕр карчăк кравать айĕнче выртать. Мана пӳрнипе хăйĕн патнелле кăчăк туртса: «Кил, хĕрĕм», — терĕ. Ун патне пытанма тăнăччĕ – рота командирĕ кĕрсе тăчĕ. Мана карчăк патĕнчен çавăтса тухрĕ кăна — бомбăсем шăхăрса ӳкме тытăнчĕç. Эпир пĕр канава ӳксе ĕлкĕртĕмĕр. Пирĕн çумра питĕ вăйлă темĕн сирпĕнчĕ. Пире тăпра хупласа хучĕ. Кайран аран-аран тухрăмăр. Пăхатăп та — эпĕ кĕнĕ çуртран нимĕн те тăрса юлман. Çапла пĕрремĕш хут вилĕмрен çăлăнса юлтăм. «Вут çумăрĕ» çунă чухне те аманнисене вăрçă хирĕнчен илсе тухма тиветчĕ. Ун чухне хам çинчен шухăшлама та пĕлмен. Епле пулсан та аманнă салтака медсанбата çитересчĕ, çул çинче вилме парас марччĕ теттĕм. 1942 çул пуçламăшĕнче нимĕçсем ытла та урса кайнăччĕ. Вăл вăхăтра хăйсем пирĕнтен вăйлăраххине туятчĕç пулмалла. Пĕрре пирĕн батальона нимĕçсем хупăрласа илчĕç. Каç пулсан тин çак ункăран тухма шухăшларăмăр. Йĕплĕ пăралук патне çитсен пирĕн саперсем ăна касса шăтăксем турĕç. Эпĕ каçнă чухне шинель çакланса ларчĕ. Сасартăк шăнкăрав янăраса кайрĕ, йытăсем вĕрме тытăнчĕç. Çири шинеле хывса çарамасах хамăрăннисене хăваласа çитрĕм. Ун чухне фашистсен ункинчен чиперех хăтăлтăмăр. 1942 çулта амантăм. Госпитальте пĕр уйăх выртнă хыççăн каллех малти рете, хальхинче II Украина фронтне, лекрĕм. Днепр юхан шывĕн тепĕр çыранне илме йывăр пулчĕ. Эпир тăракан çыран вашмăкчĕ, тепĕр енчи вара çӳллĕччĕ. Пире нимĕçсем алă тупанĕ çинчи пек куратчĕç. Мĕн чухлĕ совет салтакĕ выртса юлчĕ-ши çав çыран хĕрринче? Нимĕçсем çĕрĕпе темиçе прожекторпа çутатса тăратчĕç. Мĕн те пулин хускалнине курсанах снарядсем тăвăл пек вĕçме тытăнатчĕç. Пирĕн батальон çапăçăва кĕме хатĕрленчĕ. Анчах леш енне ниепле те каçаймастпăр. Аманнă салтаксем çыран хĕрринче юн юхтарса выртрĕç. «Сестричка, помоги!» — тени илтĕнсе тăчĕ пур çĕрте те. Командир çапăçу кăшт лăпланмасăр вĕсем патне кайма хушмарĕ. Сасартăк: «Шура, пулăш тархасшăн», — тени илтĕнсе кайрĕ. Ятран чĕннипе командир хушнине итлемесĕрех аманнă салтак патне хырăмпа шурăм. Ку хамăр батальонри ватă салтак, мана яланах «хĕрĕм» тесе чĕнекенни, пулчĕ. Малтан выртса, каярахпа пуçа çĕклесех суранне çыхма тытăнтăм. Унччен те пулмарĕ — çумрах снаряд ӳкрĕ. Хам та йывăр аманнине ăнланса юлтăм. Çакна комбат курнă, икĕ санитар мана илме янă. Хирти медсанбатра тăна кĕтĕм. Ура йывăр суранланнăран иккĕшне те касма шутларĕç. Телейĕм пурах çав. Çав вăхăтра тылран самолет килчĕ. Мана унпа госпитале ăсатрĕç. Унта вара икĕ урана та сыхласа хăварчĕç», — çапла каласа кăтартнă Александра Степановна ывăлне. Госпитальте вăл пулас мăшăрĕпе Михаил Тищенкăпа паллашнă. Михаил полк командирĕ пулнă, аманнă хыççăн госпитальте выртнă. Сывалнă хыççăн иккĕшĕ те фронта таврăннă, пĕр полкра çапăçнă. Каярахпа вĕсем пĕрлешнĕ. Александра Степановна йывăр çын пулсан, 1945 çулхи нарăс уйăхĕнче, тăван Çĕрпӳ тăрăхне таврăннă. Çĕнтерĕве вăл ялта кĕтсе илнĕ. Çав çул çурла уйăхĕнче Юрий çуралнă. Александра Степановна тивĕçлĕ канăва тухичченех медицина тытăмĕнче ĕçленĕ. Воркутара — 15 çул Юрий хăйне Етĕрнере пурăннă чухнехине астăвать. Амăшĕ больницăра хирурги уйрăмĕнче ĕçленĕ. Арçын ача пĕрремĕш класа унтах кайнă. Ытти ачапа пĕрле выртмана çӳренине аса илчĕ вăл: «Мĕн ачаран лашасене юрататăп. Ун чухне вĕсене каçсерен выртмана илсе тухатчĕç. Унта пĕрремĕш хут кайни асра. Мана, пĕчĕкскере, чи лăпкă лашана пачĕç. Каçхине утланса хире кайрăмăр. Эпĕ лаша çинчех çывăрса кайнă та ӳксе юлнă, çапах вăранман. Ыттисем вырăна çитсен пăхнă та — лаша пур, эпĕ çук. Каялла шырама кайнă. Тупнă мана, çул çинче лăпкăн кăна çывăрса выртнă. Çав ачасемех мана ишме вĕрентрĕç. Пирĕн çумран Сăр юхан шывĕ юхса иртет. Ишме пĕлменнипе ялан кимĕ çинче çеç ларса çӳреттĕм. Пĕррехинче шаларах кĕрсен мана кимĕ çинчен шыва пăрахрĕç. Шăмпăлтата-шăмпăлтата ишме вĕрентĕм вара. Путса вилес килмест-çке-ха. Вăтам классенче вĕреннĕ чухне аннепе Шупашкара куçса кайрăмăр. Унта манăн иккĕмĕш сыпăкри тете пурăнатчĕ. Вăл киномеханикчĕ. Унран çак ĕçе вĕрентĕм. Кирлĕ пулĕ-ха теттĕм. Çук, кирлĕ пулмарĕ. Шкул пĕтернĕ çулах /ун чухне эпĕ 18 çул та тултарманччĕ/ аннепе Воркута хулине куçса кайма тиврĕ. Унта пирĕн тăвансем шахтăра ĕçлетчĕç. Вĕсем хăйсем патне чĕннĕччĕ. Манăн нимĕнле специальноç та çукчĕ. Унта киномеханик та кирлĕ пулмарĕ. 18 çул тултарманнипе шахтăна та илмерĕç. Ирĕксĕрех стройкăна кайма тиврĕ. Çатăр сивĕре çурт лартма шăн çĕре чаваттăмăр. Алăран лумпа кĕреçе кайман. Нумай ĕçлеме тивмерĕ ун чухне, пĕр виçĕ уйăхран стройка пуçлăхĕ мана курчĕ те: «Ку ача кунта мĕн тăвать?» — тесе ыйтрĕ. Мана урăх çĕре куçарма хушрĕ. Çапла кирпĕч хуракансен бригадине лекрĕм. Кунта вара пурнăç пач урăхлаччĕ. Ĕçленĕ хушăрах каменщике вĕренсе тухрăм. Стройкăра комсомол организацийĕ пурччĕ. Унта кĕтĕм. Хастар пулнипе мана секретаре суйларĕç. Çав вăхăтрах малалла вĕренме кайрăм, строительство техникумне пĕтертĕм. Комсомол райкомĕ сĕннипе мана Воркута хулин ЖКХн аслă инженерне, каярахпа тĕп инженерне лартрĕç. 1971 çулта унта директорта ĕçлеме тытăнтăм. Яваплăх питĕ пысăкчĕ. Пурăнмалли çуртсене, ытти об±екта пăхса тăмаллаччĕ. Унсăр пуçне Геленджикра пирĕн хулан санаторийĕ пурччĕ, ачасен лагерĕ те çавăнтах вырнаçнăччĕ. Вĕсене пăхса тăрасси те манăн тивĕçчĕ. Çурçĕрте ĕçлекенсен отпуск вăрăм. Пĕр çулхине хĕвел тухăçĕнчен пуçласа хĕвел анăçне çити пĕтĕм çĕршыва курма шухăшларăм. Çул çӳреве Инçет Хĕвел тухăçĕнчен тытăнтăм. Пăрлă океанран пуçланмаллаччĕ. Шыв хĕрринче тăратпăр çапла. Сасартăк: «Путать! Çăлăр!» — тени илтĕнсе кайрĕ. Чăнах та, пĕр арçын шыва чăмать те тухать, унтан каллех çухалать. Тӳрех шыва сикрĕм. Ку вăхăт тĕлне лайăх ишме пĕлеттĕм. Арçын патне çитрĕм. Лешĕ мана çатăрласа тытрĕ, ишме те памасть. Хăй кĕлеткипе манран икĕ хут пысăкрах. Аран-аран çыран хĕрринелле ишрĕм. Тепĕртакран иксĕмĕр те шыва путрăмăр. Çакна пĕр арçын курнă, пире пулăшма çитрĕ. Ун чухне хам та кăштах шикленнĕччĕ. Çапах çул çӳрес шухăша пăрахăçламарăм. Аванах тĕнче курса таврăнтăм. Анне каялла Шупашкара таврăнчĕ. Эпĕ унтах юлнăччĕ. Анчах анне йывăрах чирлеме тытăнчĕ те, Воркутара 15 çул пурăннă хыççăн Чăваш Ене таврăнтăм. Çавăнтанпа кунта пурăнатăп». Чăваш Ене таврăнсан та ахаль ларман вăл. Малтан Шупашкар ГЭСне тунă çĕрте ĕçленĕ, унтан «Волжанка» хăна çурчĕн, «Лесная сказка» санаторин директорĕнче вăй хунă. 55 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă вăл. Ун хыççăн Етĕрнене куçса килнĕ. Кунта та ахаль ларма пултараймасть. Валентин Семяхинпа паллашни унăн пурнăçне витĕм кӳнĕ. Семяхин хăй вăхăтĕнче республикăри Пенсионерсен союзне ертсе пынă, çав вăхăтрах «Калинка» халăх ансамбльне йĕркеленĕ. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Салтакра контракт çырнине ашшĕ-амăшне каламан
Вăл таврăнманнипе çывăх çыннисем ăна çухатнă
Муркаш округĕнчи Çатракассинче çуралса ӳснĕ Сергей Васильев Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе «хĕрӳ точкăсенче» пурнăçланă. Ăçта хирĕç тăрусем, контртерроризм операцийĕсем иртнĕ — Сергей вĕсенче пулнă. Хальхи вăхăтра вăл «Воин» центрăн инструктор-методисчĕ.
Çар ĕçĕ чунне çывăх
Çар ĕçĕсен ветеранĕ йывăрлăхсем çинчен каласа кăтартма юратмасть, сăмаха тӳрех урăх енне пăрать. Йывăрлăхĕ вара унăн пурнăçĕнче чылай пулнă. Темĕн те курма тивнĕ пулсан та Сергей пурнăçа ӳпкелемест. Сергей Васильев тăван ялĕнчи шкулта ăс пухнă. 10 класс пĕтерсен Олимп резервĕсен В.М.Краснов ячĕллĕ спорт училищине вĕренме кĕнĕ. Çăмăл атлетикăпа вăл ача чухнех кăсăкланма тытăннă, çитĕнӳсем тунă. Раççей шайĕнчи ăмăртусенче çĕршыв чысне хӳтĕленĕ, малти вырăнсене йышăннă. Европа чемпионатне те хутшăннă вăл. 19 çулта чухне спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ. «Спорт манăн пурнăçра яланах пулнă. Шкулта чухне ытларах йĕлтĕрпе ярăнма юрататтăм. Ăмăртусене хутшăнса республика шайĕнче те хама кăтартаттăм. Анчах спортăн ку тĕсĕ валли укçа сахал мар кирлĕ. Ăна вăхăтлăха пăрахрăм та çăмăл атлетикăпа кăсăкланма пуçларăм. Ăмăртусене хăв тĕллĕн кăна хатĕрленни çителĕксĕр. Тренерсăр çитĕнӳсем тăвасси иккĕленӳллĕ. Шкулта чухне манăн пĕр тренер пулнă. Ăмăртусене мана Николай Скворцов хатĕрлетчĕ. Муркаш тăрăхĕнчи В.Егорова ячĕллĕ спорт шкулĕн директорĕ пулнă Александр Сидюшкин /йывăр тăпри çăмăл пултăр/ пулăшнипе Олимп резервĕсен Шупашкарти училищине вĕренме кĕтĕм. Александр Бортников патĕнче тренировкăсенче хатĕрленсе çăмăл атлетикăра çитĕнӳсем турăм», — каласа кăтартрĕ спортсмен. Паянхи кун та вăл спортра çитĕнӳсем тăвать. Нумаях пулмасть Сергей Пĕтĕм Раççейри «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупăва хутшăнса Муркаш тăрăхĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă. Халĕ Сергей çамрăк ăрăва сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарать, спортпа туслă пулма вĕрентет. Пушă вăхăтра çамрăксене йĕлтĕрпе чупма хăнăхтарать. Спорт шкулне пĕтерсен Сергей салтак аттине тăхăннă, шалти çарсенче служба ирттернĕ. Вăл спортра пĕрле çитĕнӳсем тунă юлташсемпе çар тивĕçне пурнăçланă. Сергей салтакра та хăйне лайăх енчен кăтартма тăрăшнă: çар чаçĕн чысне ăмăртусенче хӳтĕленĕ. Çирĕп кăмăллăскер çар ĕçĕ ун валли пулнине ăнланнă. Служба вĕçленсе пынă, Сергейăн вара киле таврăнас килмен — контракт çырса çар службине малалла тăсма шухăшланă. «Маншăн ку ĕç чуна çывăхчĕ. Ку енĕпе малалла аталанас килчĕ. Атте-аннене контракт çырасси пирки тӳрех пĕлтермерĕм. Вĕсене ку хыпара каламасăрах «хĕрӳ точкăна» çар задачисене пурнăçлама кайрăм. Малтанах атте-анне патне çыру ятăм, «Нумаях юлмарĕ, çур уйăхран киле çитетĕп», — тесе çыртăм. Анчах, паллах, хам çав вăхăт тĕлне таврăнман. Атте-анне мана çухатнă. Эпĕ вара çаплах командировкăраччĕ. Эпĕ вăрттăн çарсенче пулнă, çавăнпа хăш-пĕр япала пирки каласа параймастăп. Çар манăн кăмăла çирĕплетрĕ. Çамрăксен çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçламаллах тесе шухăшлатăп, пăрăнма кирлĕ мар. «Çар — пурнăç шкулĕ», — тесе ахальтен каламан. Çар пăттине тутаннă, салтак аттине тăхăннă яшсем чăн-чăн арçын пулса таврăнаççĕ. Çар ĕçне пĕлни кирлех. Унта пулнă хыççăн пурнăç çине урăхларах пăхатăн: пурнăçри хаклăхсене ăнланатăн, çирĕпрех шухăшлама пуçлатăн. Пирĕн чаçре çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ çамрăксем пулнă. Служба вĕçленсен иккĕшĕ-виççĕшĕ кăна киле таврăнчĕ, ыттисем контракт çырса службăна малалла тăсрĕç. Çарта шанчăклă туссем тупатăн. Пĕрле служба ирттернĕ юлташсемпе халĕ те çыхăну тытатпăр. Шел те, хăшĕ-пĕри пурнăçран уйрăлнă. Пĕрле пуçтарăнса вĕсен вил тăпри çине çитсе асăнатпăр», — салтакри çамрăклăхне аса илсе каласа пачĕ Сергей. Вăл «хĕрӳ точкăра» задание пурнăçланă вăхăтра килте ашшĕ-амăшĕ ывăлĕшĕн пăшăрханнă, уншăн кĕлтунă. «Тавах Турра, атте-анне сывă, пурăнаççĕ. Вĕсем 60 çултан каçнă ĕнтĕ. Атте Василий Николаевич, анне Дина Александровна ятлă. Аннен маншăн нумай кулянма тивнĕ. Ăна хамăн йывăрлăхсем пирки каласа кăтартма тăрăшмастăм. Анчах аннен чĕрине улталаймастăн. Вăл веçех туять, сисет. Эпĕ çемьере пĕччен çитĕннĕ. Халĕ тăван килтех пурăнатăп. Авланман-ха. Ялта ĕç нумай. Атте-анне вылăх-чĕрлĕх усрать. Çулла утă хатĕрлесе пулăшатăп. Кашни кун Муркаш тăрăхĕнчен хулана машинăпа ĕçе çӳретĕп», — малалла калаçрĕ Сергей. Чи хăрушши Чи хăрушши — куç умĕнче юлташсене çухатни. 2006 çул Сергейшăн йывăр самантсемпе çырăнса юлнă. «Ун чухне пĕрле службăра пулнă юлташсене çухатрăм. Майĕпен чуна хытартăм. Юлташ-и е çук-и — пăхса тăман, пурне те пулăшнă эпир. Пытармастăп: «хĕрӳ точкăсенче» хăрушă самант нумай пулнă. Çапах эпир вĕсем çине çăмăлрах пăхма тăрăшнă. Ытлашши шухăша путсан пурнăç тата йывăртарах туйăнать. Тепĕр чухне çар заданине пĕрремĕш хут пурнăçлама каякан салтаксем хăйсен тивĕçĕ çине çăмăлттайла пăхатчĕç. Анчах кайран вĕсен тавра курăмĕ улшăнатчĕ, шухăшсен ăшне путатчĕç. Кăмăлĕсене çĕклес тесе автоматпа ташласа кăтартаттăмăр. Кулсан, савăнсан йывăрлăхсене манатăн. «Хĕрӳ точкăра» çар тивĕçне пурнăçлакан салтакăн чунпа та, кĕлеткепе те çирĕп пулмалла. Тин çеç ашшĕ-амăшĕн çуначĕ айĕнчен тухнă çамрăксене унта питĕ йывăр. Эпĕ хам çар çынни пулăп тесе ĕмĕрне те шухăшламан. Манăн чуна вăрçă çирĕплетрĕ, манран арçын турĕ», — шухăшлăн малалла калаçрĕ çар ĕçĕсен ветеранĕ. Сергейăн награда нумай. Вăл контртерроризм операцийĕсене хутшăннăшăн медальсене тивĕçнĕ. «2017-2018 çулсенче киле çывăхрах пулас тесе Хусанти 5598-мĕш çар чаçне куçрăм. Унта чăваш нумайччĕ. Ентешсемпе пĕрле пулма, пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшнă эпир. Унта Григорий Васильевпа паллашрăмăр. Халĕ унпа «Воин» центрта ĕçлетпĕр, çамрăк ăрăва çар ĕçне вĕрентетпĕр», — калаçăва тăсрĕ çар çынни. <...>
Юлия ИВАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать