Чăвашла верси
Русская версия
Хресчен сасси 8 (3048) № 05.03.2025
Вениамин СПИРИДОНОВ: «Пĕчĕк лаптăкрах пысăк тухăç илме пулать»
Ял хуçалăх наукисен кандидачĕ Вениамин Спиридонов 55 çул ытла çĕрулми уйрăмлăхĕсене тĕпченĕ. Хăй те çĕнĕ сортсем шухăшласа кăларнă. Хальхи вăхăтра пирĕн çĕршывра миçе тĕрлĕ çĕрулми ӳстереççĕ? Çак çимĕçе епле çитĕнтермелле? Çак тата ытти ыйтăва хускатрăмăр сумлă ăсчахпа.
«Офицер пуласшăнччĕ»
— Вениамин Тимофеевич, калаçăва сирĕн ачалăхран пуçлар-ха.
— Эпĕ — ял ачи. Атте-анне ялти колхозра вăй хунă. Атте — вăрçă ветеранĕ, фронтран аманса таврăннă. Вăл хăмла плантацийĕсене хута ярас енĕпе тăрăшатчĕ. Çывăх çыннăмсем 10 ачана пурнăç парнеленĕ, анчах виççĕшĕ пĕчĕклех вилнĕ. Эпир çамрăклах ĕçе кӳлĕннĕ. Малтанхи вăхăтра хур, пăру кĕтĕвĕсене шанса паратчĕç, ӳсерехпе лашасем пăхнă. Кĕтĕве май уйăхĕнчех тухнă, Пукравчченех çӳренĕ, çавăнпа шкула та ыттисемпе пĕрле каяйман. Ял кĕтĕвĕ пысăкчĕ — ĕне 100-е яхăнччĕ. Ун чухне мăйракаллă шултра выльăх тытман кил те сахал пулнă. Тутар ялĕсем юнашарахчĕ. Пиччепе пĕрле Вахитов ячĕллĕ колхозра кĕтӳ кĕтеттĕмĕр. Ватăсене пĕр машина вутă татса, çурса параттăмăр — ĕçленĕшĕн укçа тӳлетчĕç. Лаша кӳлсе чылай ĕç тунă. Ферма витисене çĕклеме те хутшăннă. Тутарсемпе килĕштерсе пурăннă. Паллах, вĕсен хушшинче те тĕрлĕ çын пулнă. Аттене выльăх пусма ялан чĕнетчĕç. Эпир шкула тутар ялĕ витĕр каяттăмăр. Пирĕн ялта ăста платник чылайччĕ, вĕсем тутарсене çурт-хуралтă туса панă. Тутар енче апат-çимĕç йӳнĕрехчĕ те, ял халăхĕ унта каятчĕ. Акатуйсемпе Сабантуйсенче пĕрле савăннă. Атте улмуççи сыпма ăстаччĕ. Çав ĕçе мана та вĕрентнĕччĕ. Килти садра 46 улмуççиччĕ. Вĕсем пысăк тухăç паратчĕç, çĕрулминчен те нумайрахчĕ. Хусана çимĕç сутма нумай çӳренĕ.
— Агроном профессийĕ сире мĕнпе илĕртнĕ?
— Яш чухне эпĕ пичче пек офицер пуласшăнччĕ. 1931 çулта çуралнăскер тинĕс çар флочĕн тĕп штабĕнче службăра тăнă. Мускавран отпуска килетчĕ, яштакаскере пăхса ытараймастăмăр, паллах, ун пек пулас килетчĕ. Моряксем çинчен çырнă кĕнекесем вулаттăм. Çар училищине вĕренме кĕрес тесе пысăк тĕрĕслев витĕр тухрăм. 1943 çулта çуралнă пиччене 1964 çулта салтак ретне тăма повестка панăччĕ, ман пата та çар комиссариатĕнчен Бакури тинĕс çар училищине кайма хут килчĕ. Эпĕ — кĕçĕн ывăл, килте юлмаллискер. Атте-аннене пулăшмалла. Аслă пичче моряксен пурнăçĕ çăмăл мар тесе мана училищĕне кайма сĕнмерĕ. Вара эпĕ ялтах юлтăм. Ялта Михаил Романов агроном пурччĕ. Вăл Тикашри колхозра ĕçлетчĕ. Пирĕн патран аякра пурăнмастчĕ. Пире, çамрăксене, тĕрлĕ ĕçе явăçтаратчĕ, вĕрентсе пыратчĕ. Хăй ăслă та анлă тавра курăмлăччĕ. Вăл та маншăн тĕслĕх вырăнĕнчеччĕ. Тен, çавăнпах ял хуçалăх институтне документсене кайса патăм. Йышăну комиссийĕнче Станислав Малютин яваплă секретарьччĕ. Экзаменсене ăнăçлă тытрăм. Ун чухне аслă шкула темиçе çул ĕçлесе стаж пухнисене тата çартан таврăннисене ытларах илнĕ, хăшĕ-пĕрин çемье те пурччĕ. Акă Мари Элти Виталий Романовпа пĕрле вĕрентĕм. Вăл манран 9 çул аслăччĕ. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ кайран Мари АССРĕн Аслă Канашĕн Председателĕ пулчĕ. Вузра шкул хыççăнхисем сахалччĕ. Пире — 8 çамрăка — ăнчĕ. 1964 çулта студент пулса тăтăм. Эпир пĕлĕве практикăпа çирĕплетсех пынă. Вĕренӳ хуçалăхĕнче 250 гектар çĕрччĕ, унта çуркуннерен пуçласа кĕркуннечченех ĕçленĕ: калча ӳстернĕ, пахча çимĕç туса илнĕ... Колхозсемпе совхозсене ака-суха тума, тыр-пул пухса кĕртме пулăшнă. Педагогсем пире питĕ тĕрĕс воспитани панă. Аким Ефейкин, Семен Андреев профессорсене тата ыттиcене халĕ те ăшшăн аса илетĕп. Академире — 40 çул
— Наука ĕçне хăçан кӳлĕнтĕр?
— 1965 çултах ăслăлăх енне туртăнма пуçланă. Кашни кафедрăрах наука кружокĕсем ĕçлетчĕç. Студентсен ăслăлăх обществи пурччĕ. Александр Кузнецов декан мана çĕрулми уйрăмлăхĕсене тĕпчеме сĕнчĕ. 1965 çултанпа çак ыйтупа ĕçлетĕп. Малтан сортсен коллекцине тĕпчерĕмĕр. Ун чухне çĕрулмин 78 сорчĕ пурччĕ. Вĕсене Прибалтикăри çĕршывсенчен, Мускавран, Беларуç Республикинчен илсе килетчĕç. Мĕнле упранать, мĕнле чир-чĕр ерет тата ытти енĕпе сăнаса тăнă. Çав вăхăтрах ялта ир пулакан сортсене лартма тытăнтăмăр. Кашни çулах çĕнетсе тăнă. Мăнкун çитсен çĕрулмине мунчана сăмсалантарма кайса лартаттăмăр. Майăн 9-мĕшĕччен ăна çĕр ăшне хунă. Июль варринчех çĕрулми кăлараттăмăр. 45-50 кунрах çитĕнетчĕ. Гектартан 180-200 центнера яхăн тухатчĕ. Каярах пулаканнисене сентябрĕн 15-мĕшĕ хыççăн кăна кăларнă. Продукцие Кавалти крахмал заводне леçеттĕмĕр, сутма та кайнă. Пушаннă çĕр лаптăкне ахаль вырттарман: пăрçапа вика, турнепс /выльăх çарăкĕ/ акнă. Ăна ĕнене çитернĕ, унпа сĕт лайăх паратчĕ. Хамăр та тутаннă.
— Эсир Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче нумай çул ĕçленĕ...
— Ĕç биографине тăван районти Ленин ячĕллĕ колхозра пуçларăм. Ун чухне председательте Николай Герасимов ĕçлетчĕ. Пирĕн хуçалăх темиçе яла пĕрлештерсе тăратчĕ. Хăмла плантацийĕ 74 гектарччĕ, çĕрулмине 180 гектар çинче лартса ӳстернĕ. Малтан машинăпа ир пулакан çĕрулми кăларнă, кайран хăмла ĕçĕ пуçланнă. Ăна алăпах татнă. Кĕрхи ĕçсем вĕçленмесĕр рабочисене ниçта та яман: кайран пĕрисем — вĕренме, теприсем шапаша кайнă... Чун наука еннеллех туртатчĕ, эпĕ Мускаври çĕрулми хуçалăхĕн институтне вĕренме кĕтĕм. Ял хуçалăх ăслăлăхĕсен докторĕ Александр Кузнецов ман наставник пулса тăчĕ. Унпа яланах килĕштерсе ĕçленĕ. Вăл виличченех çыхăну татман. 1973 çулта диссертаци хӳтĕленĕ хыççăн мана Мускав облаçĕнчи Калистовăри хăмла туса илес енĕпе ĕçлекен сăнав станцине ĕçлеме ячĕç. Унта чăвашсене тăрăшуллă пулнипе питĕ хисеплетчĕç. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Ротангран карçинкка-куршак çыхать
Алă ăстисемшĕн хальхи вăхăтра чикĕ çук. Пĕрисем вĕт шăрçаран хитре япаласем тăваççĕ, теприсем тĕрлĕ çипрен теттесем çыхаççĕ, виççĕмĕшĕсем урамра выртакан йывăç тураттине те илеме çавăраççĕ... Шупашкар округĕнчи Çĕньялта пурăнакан Екатерина Сядукова вара хăйне евĕрлĕ материал — ротанг — суйласа илнĕ. Шăпах унран хӳхĕм япаласем ăсталать.
Екатерина Геннадьевна Йĕпреç районĕнчи Смычка поселокĕнче çуралнă. Вăл Шупашкарти коопераци техникумĕнче, Мускав гуманитари-экономика институтĕнче пĕлӳ илнĕ. Унтан Йĕпреç район судĕнче, Шупашкарти суту-илӳ учрежденийĕнче ĕçлесе опыт пухнă. Икĕ çул каялла икĕ ача амăшĕ юрист-экономист ĕçне пăрахса пултарулăха кӳлĕннĕ.
— Ача чухнех пире анне ал ĕçĕ тума хăнăхтарнă: çыхнă, тĕрленĕ... Çывăх çыннăм хăй те хĕресле тĕрлетчĕ, хитре ӳкеретчĕ. Йăмăк та ӳкерме юрататчĕ. Эпĕ тĕрлесе тĕрлĕ панно, картинăсем турăм. Шкулти ĕç урокĕсенче хăваран хитре япаласем авса тума вĕрентетчĕç. Ротангран тунă япаласене тахçанах куç хывнăччĕ. Вĕсене пăхса ытараймастăм. Пĕр çулхине упăшка ротангран çыхнă кашпо парнеленĕччĕ. 2023 çулта хам та ку материалпа ĕçлеме пуçларăм. Интернет уçлăхĕнче видеоурок нумай, вĕсене пăхса вĕрентĕм. Хальхи вăхăтра ротангран темĕн те тăваççĕ: карçинккасем, чечек куршакĕсем, кăшăлсем, кашпосем, тĕрлĕ сувенир... Хăшĕ-пĕри сĕтелпукан та авса çыхать. Ротанг — çемçе те тĕрлĕ тĕслĕ материал. Ăна Шупашкарта та сутаççĕ.
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Пĕрлехи ĕç пĕрлештерет
Муркаш муниципалитет округĕнчи Оринин тăрăхĕ 14 яла пĕрлештерсе тăрать. Кунта пурăнакансем ĕçлеме çеç мар, пĕрле пухăнса савăнма, уявсене паллă тума пĕлеççĕ.
Çакă, паллах, территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Валентина Пушкова, ваттисен канашĕн ертӳçи Валерий Вязов, пенсионерсен союзĕн ертӳçи Виталий Иванов хăйсен тивĕçĕсене тӳрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынинчен нумай килет. Вĕсем ял çыннисене мероприятисене явăçтарас тĕллевпе сахал мар вăй хураççĕ. Ваттисен канашĕн членĕсемпе ял активĕ — культурăпа вĕрентӳре, сывлăх хуралĕнче вăй хуракансем, ял старостисем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин хаяр çулĕсенче тăшманпа паттăррăн çапăçса вилнĕ салтаксен тата фронтовик-ветерансен, çавăн пекех хастар чун-чĕреллĕ тыл ĕçченĕсен ячĕсене халăх асĕнче упрассишĕн тата вĕсен ырă тĕслĕхĕпе çитĕнекен ăрăва патриот воспитанийĕ парассишĕн нумай тăрăшаççĕ. Телейлĕ те ирĕклĕ, тăнăçлă кун- çулшăн пынă хаяр вăрçа Оринин ял тăрăхĕнчен 698 çын хутшăннă. Вĕсенчен 384-шĕ Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илеймен, тăшманпа кĕрешсе Тăван çĕршыв-аннемĕршĕн пуç хунă. Фронтран таврăнайман ентешсене чысласа пилĕк ялта палăк лартнă. Вĕсене ял çыннисем тирпейлĕ тытаççĕ, вăхăтра юсаççĕ, таврара чечексем ӳстереççĕ. Кашни çулах майăн 8-мĕшĕнче Оринин ялĕнче митинг иртет. Çав кунах территори уйрăмĕн ĕçченĕсемпе ваттисен канашĕн членĕсем, культура тытăмĕнче вăй хуракансем тата ыттисем Лантăш, Атапай, Пăсăрман тата Мулкачкасси ялĕсене çитеççĕ. Ял çыннисене Çĕнтерӳ кунĕ ячĕпе саламласа сăмах калаççĕ, фронтран таврăнайман ентешĕсене асăнса палăк умне чĕрĕ чечексем хураççĕ. Кăçал Аслă Çĕнтерӳ пулнăранпа 80 çул çитет. «Пирĕншĕн пысăк уяв ку. Тăнăç пурнăç парнеленĕ фронтовиксене, çĕнтерĕве çывхартма вăй-хала шеллемесĕр тăрăшнă тыл ĕçченĕсене, вăрçă ачисене чĕререн тав тăватпăр. Ентешсен кĕрешӳпе ĕçри паттăрлăхĕ асран тухмĕ», — терĕ ветерансен канашĕн ертӳçи Валерий Вязов. Вăл хăйĕн сăмахне çирĕп тытать. Валерий Иванович тăрăшнипе тивĕçлĕ канури ветерансем валли тĕрлĕ мероприяти йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Пурте пĕрле Çĕнĕ çула кĕтсе илетпĕр, ваттисен кунне, Çветтуй Троица уявне паллă тăватпăр, ĕçтешсене юбилей ячĕпе саламлатпăр. Сывă пурнăç йĕркин пĕлтерĕшне тĕпе хурса тĕрлĕ ăмăрту ирттереççĕ. Ветерансем хĕл кунĕсенче йĕлтĕр çине тăраççĕ, çулла çăмăл атлетика тусĕсем тĕрлĕ дистанцире чупса вăй виçеççĕ. Вăтам шкулта тивĕçлĕ канăва тухнисем шашка-шахматла выляççĕ, пăшалтан тĕл перес тата ытти енĕпе ăмăртаççĕ. Малти вырăна йышăннисене парнесемпе, грамотăсемпе чыслаççĕ. <...>
Александр ШАРИКОВ. Муркаш округĕ, Тереç ялĕ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать