Archive - 2014 - Хыпар
декабрь 31st
"Хыпар", 250 /26656/ №, 2014, декабрь, 31
2014 çул мĕнпе асра юлĕ?
Çулталăк палли шутланакан чĕрчунсенчен пĕр выльăха кăна «ăнман» - лашана кăна кÿлсе е утланса çÿремелле тунă. Çавна май ытти чĕрчунпа танлаштарсан унăн пурнăçĕ çăмăл мар. Чăннипех - ĕç выльăхĕ. Тен, çавăнпах-и - 2014 çул, Лаша çулталăкĕ, ансат пулчĕ тееймĕн. Çакна пурте йышăнаççĕ. Çапах йывăррипе пĕрлех ырри-лайăххи те пулчĕ вĕт.
Çĕнĕ çулпа тата Раштавпа чунтан-чĕререн ăшшăн саламлатпăр
Туслă çыхăнушăн тав тăватпăр
Çĕнĕ çул - кунсен ылмашăвĕ кăна мар, кăтартусене пĕтĕмлетмелли, умри тĕллевсене уçăмлатмалли вăхăт та. 2014 çул çăмăлах пулмарĕ, çапах та пĕрлехи вăйпа йывăрлăхсене парăнтарма пултартăмăр. Чăваш хутлăхĕн ĕçчен халăхĕ çитĕнÿсен çулĕпе малалла ăнтăлать, Чăваш Енĕн, Раççейĕн ячĕ-сумне ÿстермешкĕн сумлă тÿпе хывать.
Январь уйăхĕнчи пенсисене - маларах
РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх - январь уйăхĕнчи пенсисене почтăн тата Перекет банкĕн уяв тата кану вăхăтĕнчи ĕç йĕркине тĕпе хурса çак кунсенче валеçеççĕ:
РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ пенси тÿлемелли укçана банксене 2014 çулхи декабрь уйăхĕн 29-мĕшĕнче куçарнă, çав шутра РФ Перекет банкне 2015 çулхи январь уйăхĕн 3-15-мĕшĕсемшĕн, ытти банка - январь уйăхĕшĕн пĕтĕмпех. Пенсионерсен счечĕ çине вĕсене тепĕр куннех çитернĕ.
Чăваш Республикинчи почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсенче январь уйăхĕнчи пенсисене çак графикпа валеçеççĕ:
Парăм чакать
Раççей регионĕсен патшалăх умĕнчи парăмĕ ÿсни çинчен калаçаççĕ. Пирĕн республика та парăмлă-и? Ăна пĕтерессишĕн Чăваш Ен Правительстви мĕн тăвать?
К.ЖУРАВЛЕВ.
Элĕк районĕ.