Archive - 4 Нарăс, 2014 - Хыпар
Лицей шăпи калаçтарать
2012 çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкар хулин вĕренÿ управленийĕ 490-мĕш хушу кăларчĕ. Юсав ĕçĕсем тăватпăр тесе Г.С.Лебедев ячĕллĕ наци интернат лицейне вăхăтлăха ĕçлеме чарчĕç. Лицейра вĕренекен 380 ачаран 200-ĕшне ял шкулĕсене ăсатрĕç, 100 яхăн ача хула шкулĕсенче вĕренме юлчĕ. 1963 çулта тунă лицей çурчĕсене тахçантанпах тĕплĕ юсаман. Вĕсене хăтламалла тенипе эпир килĕшетпĕр. Лицей ĕçлеме чарăннăранпа кĕçех 2 çул çитет. Сĕтел-пукана общежитисенчен тахçанах кăларса хунă. Шкул класĕсенчи компьютерсене пĕлтĕр çулла урăх çĕре илсе тухса кайнă.