Archive - Çу 2014 - Хыпар
- Date
- Type
мая 30th
«Асанне арчи» - пуласлăх сăпки
Чăваш ялĕнчи кашни килте йывăçран ăсталаса тимĕрпе эрешленĕ арча упранать. Мĕнле кăна тупра çук-ши унта? Ахах-мерченпе, тенкĕсемпе илемлетнĕ тухья, хушпу, масмак, тевет, çуха, енчĕк, алка, шÿлкеме, ама, çум çакки, хÿре, сурпан, пиртен çĕленĕ туй тумтирĕ, хĕр-упраçпа хĕрарăмăн, арçыннăн çуллахи тумĕ...
Пуля айĕнчи интервью
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паллă журналист тата çыравçă Федот Александрович Çитта çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă тума вăл çуралса ÿснĕ яла – Патăрьел районĕнчи Йăлăма - халăх нумайăн пухăнчĕ: ял çыннисем, тăванĕ-хурăнташĕ, район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов, Иван Майоров, Шупашкартан паллă журналистсемпе çыравç