Archive - 14 Пуш, 2014 - Çамрăксен хаçачĕ

14 Пуш, 2014

Хурăн çырли - вăрăран

Чылайăшĕ хурăн çырли вăрăран шăтманшăн пăшăрханать. Паллах, кун хыççăн алă усăнать. Тăхтăр-ха! Тÿрех ан пăшăрханăр. Хурăн çырлине ÿстернĕ чухне хăш-пĕр саманта шута илмелле.

Малалла вулас

14 Пуш, 2014

Папкасем "йĕресрен"

Улмуççи çеçкине çиекен хурт /долгоносик/ çуркунне ир-ирех, тĕрлĕ ытти сăтăрçăран чи малтан вăранать. Вăрăм сăмсаллă пĕчĕк çак нăрă пуринчен те хăрушăрах.

14 Пуш, 2014

Аслă тип, вăхăтĕнче мăшăрлансан

Эпир упăшкапа 35 çул каялла Аслă типĕ вăхăтĕнче мăшăрланнă. Çак вăхăтра туй тума, çемье çавăрма юраманнине халĕ пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Ун чухне вара никам та çакăн çинчен шухăшламан, иккĕленмен те. Мĕншĕн тесен пурте хăйне атеист тесе шутланă. Халĕ нумай шухăшăмăр улшăнчĕ, венчете тăрас тетпĕр. Анчах иккĕленÿ пур, çапла тума юрать-и.

Кошелевсен çемйи.

Çĕрпÿ районĕ.

14 Пуш, 2014

"Африка хăярĕ"

Ăнсăртран вăрлăх лавккинче мелотри текен ÿсен-тăран куç тĕлне пулчĕ. Ытараймасăр туянтăм, анчах еплерех ÿстермеллине пĕлместĕп. Тĕрлĕ кĕнеке-журналта пăхкаларăм, ун çинчен çырнине тупаймарăм. Кĕскен те пулин ăнлантарсан аванччĕ.

Любовь КАЛИНИНА.

14 Пуш, 2014

Тымарсене амантмасăр

Помидор калчисене чылайăшĕ малтан ешчĕксене акать, кайран пĕчĕк чÿлмексене куçарать. Унтан тин яланхи вырăна, йăрансене лартать. Хăш-пĕр пахчаçă вара калчасене ытлашши амантмасăр çитĕнтермелли меслетпе те усă курать. Чылайă­шĕ ăна стрессăр ÿстернĕ калча тесе калать.

Pages