Помидор калчисене чылайăшĕ малтан ешчĕксене акать, кайран пĕчĕк чÿлмексене куçарать. Унтан тин яланхи вырăна, йăрансене лартать. Хăш-пĕр пахчаçă вара калчасене ытлашши амантмасăр çитĕнтермелли меслетпе те усă курать. Чылайăшĕ ăна стрессăр ÿстернĕ калча тесе калать.