Çамрăксен - яваплă тĕллевсем
«Хыпар» хаçатра нарăсăн 12-мĕшĕнче пичетленнĕ «Пире ăçта чĕнеççĕ?» статьяна тимлĕн вуласа тухрăм. Унăн авторĕ Руслан Сайфутдинов чăваш наци юхăмне малалла аталантарассипе çыхăннă нумай ыйтăва хускатать. «Чăваш наци юхăмĕн тĕплĕн, пурне те ăнланмалла пултăр тесе утăмлăн-утăмлăн çырса хатĕрленĕ идеологи çук... Идеологие палăртманран чăваш наци юхăмĕ вăл е ку пĕлтерĕшлĕ те уçăмлă тĕллев патне утни çинчен калама йывăр... Кар тăрса пĕр ĕç туса, пĕр çулпа утни çинчен каламалли те çук.