Тăнăç пурнăçра виçĕ ывăлне пытарнă
Пĕр эрне каялла ывăлне Игоре пытарнă ашшĕ-амăшне пырса чăрмантарма аван марччĕ пулин те Шупашкар районĕнчи Сархурăнти Поручиковсем патне çитсе килтĕмĕр. Игорь Валерьевич пирĕн ĕçтешчĕ, чылай çул пичетпе телекуравра вăй хучĕ. «Хыпар» Издательство çурчĕн «Ар» хаçачĕн редакторĕ пулнă. Юлашки вăхăтра ЧР Ĕçлев министерствин пĕрлештернĕ профсоюз организацийĕн председателĕнче ĕçлерĕ.