Ирина ИВАНОВА.

20 Çĕртме, 2020

Кану кăсăклă та усăллă ирттĕр

Çу кунĕсем ача-пăчашăн — чи кĕтнисем. Хĕвел савса ăшшине тавралăха сапаланă вăхăтра уçă сывлăшра тăраниччен çÿреме, çемьепе пĕрле ăçталла та пулин çул çÿреве тухма, сывлăха çирĕплетмелли лагерьте тантăшсемпе пĕрле кĕлеткене пиçĕхтернипе пĕрлех тавра курăма аталантарма пулать-çке! Ытти чухне çакă йăлтах пурнăçланма пултарнă-ха, кăçал вара ачасен те кану меслечĕсене кăшт улăштарма тивет. Урама тĕлсĕр-палсăр тухса çÿремелле мар. Инçете çул тытма тăхтаса тăрсан аванрах.

25 Çу, 2020

Алли хура та — чунĕ таса

Çуркунне — ялта пурăнаканшăн хĕрÿ вăхăт. Тыр-пул тата ытти çимĕç акмалли-лартмалли тапхăрта кашни кун хаклă. Уй-хир кĕркунне мĕнле тухăç кÿресси шăпах çĕр ĕçченĕн паянхи çаврăнăçулăхĕпе типтерлĕхĕнчен килет.

Pages