Ирина ИВАНОВА.

28 Ака, 2018

Халăхпа пĕрле канма

Тĕп хулара иртекен Çуркуннепе Ĕç уявĕн программи самай пуян. Йăлана кĕнĕ пекех, савăнăçлă мероприятисен ярăмне халăх Шупашкарăн тĕп урамĕсемпе утни уçĕ. Общество организацийĕсен, тĕрлĕ предприяти- учреждени ĕçченĕсем, çамрăксем хутшăннипе йĕркеленекен колоннăсене вĕрсе калакан оркестр ертсе пырĕ. Хулан кашни районĕнчен пухăнакан ушкăнсем В.Чапаев скверĕнче 9 сехетре тĕл пулĕç. Ленин проспектĕнчен пуçласа Хĕрлĕ тÿреме çити тăсăлакан хаваслă марш 10 сехетре пуçланĕ.

27 Ака, 2018

Чăваш Енре «Арçынсен репродуктивлă сывлăхĕ тата нумай çул хастар пурăнасси» программа хута кайĕ

2017 çулта кĕркунне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Сывлăх министерствин специалисчĕпе Олег Аполихинпа тĕл пулнă. Тĕплĕ калаçу регион ертÿçине çĕнĕ пуçару тума хĕтĕртнĕ: Чăваш Енре «Арçынсен репродуктивлă сывлăхĕ тата нумай çул хастар пурăнасси» программа хута яма йышăннă. Сăмах май, вăл Раççейри 19 регионра тата чикĕ леш енчи 4 çĕршывра пурнăçланма пуçланă та ĕнтĕ. Паянхи куна Чăваш Енре 2018-2020 çулсенче хута ямалли асăннă программăн паспортне хатĕрлесе çитернĕ.

10 Ака, 2018

Чăваш Ен представителĕсем В. Путинăн Тав çырăвне тивĕçнĕ

2017 çулта Сочире Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен 19 фестивалĕ иртнĕ. Ăна йĕркелесе ирттерес ĕçе пысăк тÿпе хывнисене Раççей Президенчĕ Тав çырăвĕпе чысланă. Ăна тивĕçнисен ушкăнĕнче Чăваш Ен представителĕсем те пур: Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин çамрăксен политикин управленийĕн пуçлăхĕ Анна Головина тата Республика вĕрентÿ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев.

Çĕршыв ертÿçи алă пуснă наградăна вĕсене ЧР Правительство çуртĕнче эрнесерен пулакан канашлура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев панă.

9 Ака, 2018

Ас тăвăмшăн вăхăт чикки çук

Çуркунне, çут çанталăк чĕрĕлес вăхăт черетлĕ хутчен çитрĕ. Акă юр ирĕлсе пĕтĕ те йывăç-тĕм папкисем сĕткенпе тулĕç, вĕсене майĕпен ешĕл тĕс çапĕ, ун хыççăн, пĕрремĕш çулçăсем тухнă май, таврана калама çук илем карса илĕ...

4 Ака, 2018

Уçă вулавсем пуçланнă

Чăваш наци конгресĕ çĕнĕ проект хута янă. «Аваллăха упраса — малашлăха шанса» уçă вулавсен тĕллевĕ — Чăваш Енре пурăнакан, унăн тулашĕнче тĕпленнĕ йăхташсем патне çитсе вырăнти йăла-йĕркене тĕпчесси.

Çул çÿревпе çыхăннă тĕпчев Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлта пуçланнă. Уçă вулавсене аслă ăрури вырăнти çынсемпе пĕрлех ăсчахсем, вĕрентекенсем, культура хутлăхĕнче ĕçлекенсем хутшăнаççĕ. ЧНК хастрĕсем палăртнă тăрăх, халăхăмăрăн йăли-йĕрки çинчен пухнă материалпа тĕрлĕ завденире вĕренÿ лекцийĕсенче паллаштарĕç.

Pages