К.НИКОЛАЕВ

3 Раштав, 2014

Проектсем ачасемпе çамрăксене çунат сарма пулăшаççĕ

Çак кунсенче РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич округри Граждан обществин институчĕсене аталантарма пулăшакан фонд канашĕн ларăвне ирттернĕ. Унта округра çамрăксене патриотизм тата кăмăл-сипетпе ăс-хакăл енĕпе воспитани парас тĕллевлĕ проектсене мĕнле пурнăçланине пĕтĕмлетнĕ.

24 Чÿк, 2014

Тÿлевсĕр приватизаци вĕçленет

Граждансем хăйсен хваттерĕсене приватизацилемелли вăхăт вĕçлениччен 3 уйăх ытларах çеç юлчĕ - çакăн çинчен Росреестрăн республикăри управленийĕ аса илтерет.

Муниципалитет çурт-йĕрне тÿлевсĕр майпа уйрăм çынсен харпăрлăхне парасси 2015 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче вĕçленмелле, çавна май хваттерсене приватизацилес кăмăллисене ку ĕçе вăраха ямасăр пурнăçлама сĕнеççĕ.

22 Чÿк, 2014

Министр суд умне тăрать

Республика прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - ЧР прокурорĕн пĕрремĕш çумĕ Чăваш Енĕн çутçанталăк ресурсĕсен министрĕ Иван Исаев тата министерствăн пай пуçлăхĕ Геннадий Мусабиров тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ.

22 Юпа, 2014

Киллер - упăшка валли

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче лăпкă шутланакан Чăваш Енре те саккас парса çынна вĕлерттерни пулкаланăччĕ-ха. Юлашки çулсенче унашкаллине ас тумастпăр. Саккас параканни хĕрарăм, преступлени объекчĕ вара унăн упăшки - кун пекки пушшех пулман. Иртнĕ хĕлле пулнă. Чăн та, хĕрарăмăн тĕллевĕ тÿрре тухман.

Çĕнĕ Шупашкар хулин сучĕ çак кунсенче приговор палăртнă. 35 çулти хĕрарăма тара тытса çын вĕлерессине йĕркеленĕшĕн айăпланă. Ăна 5 çул çурăлăха ирĕклĕхсĕр хăварса пĕтĕмĕшле режимлă колоние ăсатма йышăннă.

Pages