К.НИКОЛАЕВ
Ашшĕ утнă сукмакпа
Кролик валли... наркотик
Республикăн Аслă сучĕ апелляци тишкерĕвĕн кăтартăвĕсем тăрăх Çĕнĕ Шупашкар хулин сучĕн кăçалхи утă уйăхĕнче палăртнă приговорне улăштармасăр хăварнă. Сăмах Федерацин наркотĕрĕслев службин Чăваш Енри управленийĕн химиксен хулинчи пайĕн аслă оперуполномоченнăйĕ пулнă 29 çулти çамрăк пирки пырать.
Çапла вара экс-опер тĕлĕшпе приговор саккунлă вăя кĕнĕ. Ăна УК 285 статйин 3-мĕш пайĕпе /должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курни/ айăпланă, 2 çуллăха пĕтĕмĕшле режимлă колоние ăсатма йышăннă.
Завод ертÿçисене айăпланă
Çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче химиксен хулин сучĕ «Çĕнĕ Шупашкарти строительство материалĕсен завочĕ» АУО ертÿçисем тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе приговор палăртнăччĕ. Иртнĕ ытлари кун ЧР Аслă сучĕн уголовлă ĕçсене тишкерекен суд коллегийĕ 1-мĕш инстанци сучĕн çак айăплавне тишкерсе улăштармасăр хăварнă.
Хĕрарăмсене тапăннă
Тĕп хулара пĕр уголовлă ĕçпе харăсах пиллĕкĕн суд умне тăнă. 22-34 çулсенчи çамрăксене Шупашкарти Калинин районĕн сучĕ Уголовлă кодексăн темиçе статйипе айăпланă: кашнин айăпне кура - çаратнăшăн, хурахла тапăнушăн, хĕрарăмсене мăшкăлланăшăн явап тыттарнă.
Уголовлă ĕçе Следстви комитечĕн Чăваш Енри следстви управленийĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчекен пайĕ суда çитернĕ. Следстви тата суд çирĕплетнĕ тăрăх - пĕлтĕрхи çу уйăхĕн варринче çак ушкăн тĕп хулари проституткăсем тĕлĕшпе преступленисем тунă. 20-44 çулсенчи 11 хĕрпе хĕрарăма шар кăтартнă.