Чăваш кĕнеке издательствинче Николай Максимовăн «Майра патша парни» хайлавĕ пичетленсе тухнă. Ăна çыравçă 2010-2017 çулсенче калăпланă. Кĕнеке редакторĕ – В.Г. Кошкин, ÿнерçи – А.И.
Чăвашсем — Раççейре пысăк йышлă халăхсенчен пĕри. Вĕсем çут çанталăк панă пултарулăхпа, кĕвĕ-çемме юратнипе уйрăлса тăнине чылай ăсчахпа çулçÿревçĕ палăртнă. Юрă чăвашпа юнашарах пулнă: йăлара та, ĕçре те, уявра та. Музыка искусстви халăхăн ăсне, кăмăлне, шухăшне палăртнă.
Чăваш кĕнеке издательствипе «Тантăш» хаçат редакцийĕ çулсеренех ирттерекен «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» регионсем хушшинчи конкурса пĕтĕмлетрĕç. Кăçал вăл улттăмĕш хут пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 30-мĕшĕччен иртрĕ.
Ангелина Павловская чăваш литературинче çĕнĕ ят теме çук. Унăн хайлавĕсем «Ялав», «Тăван Атăл» журналсенче пичетленнĕ. 2011 çулта вулакансем патне унăн «Саланнă кĕлте» пĕрремĕш кĕнеки çитрĕ те тÿрех чи нумай вуланакан произведенисен шутне кĕчĕ.
Вăрçă хирĕнче паттăррăн çапăçса тата тăнăç пурнăçшăн кĕрешсе пуç хунă çар çыннисене асра тытасси — пирĕн тивĕç. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче “Тăнăç пурнăç вăхăтĕнче хăйсен тивĕçне пурнăçласа вилнĕ çар çыннисен Астăвăм кĕнеки” кун çути курчĕ.