Паян Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров ĕçлĕ çÿревпе Чăваш Ене килсе çитрĕ. Шупашкарти тĕрлĕ обьектра пулĕ вăл, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашĕ.
"Анне пулсан — тĕнче хитре, атте пулсан — тĕрек çумра, çемье пулсан — телей тулли", — çакăн пек шухăш пуçа кĕрсе вырнаçрĕ паян Шупашкарти трактор тăвакансен культура керменĕче иртнĕ уявра. Кунта Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура пĕтĕмлетрĕç, "Çулталăк çемйи" республика конкурсĕн çĕнтерÿçисене чысларĕç.