«Трак шкулĕ халĕ те манăн асăмран каймасть, — тет Васнар ялĕнче çуралса ÿснĕ Акулина Прокопьева. — Валентина Ивановна завуча паян та манаймастăп. Эпĕ темшĕн черчени предметне кăмăллаттăм. Каярахпа вара çĕвĕç профессине килĕштертĕм».
«Пирĕн йăхра ĕçе юратакан, ăслă-тăнлă çын нумай пулнă. Сăмахран, Мĕтри мучи чылай тапхăр ял совет председателĕнче ĕçленĕ, — тет Еншик Чуллăра пурăнакан Клеопатра Георгиева. — Атте те чаплă çĕвĕçĕ пулнă. Хăех касса кĕпе-йĕм, тумтир çĕленĕ.
«Аттепе анне пирĕншĕн, вунă ачишĕн, тĕслĕх пулчĕç. Хăйсен ĕçченлĕхне, çынлăхне, тараватлăхне, урăхла каласан, мĕн пур ырă ене пире парнелерĕç», – тет Чурачăк /халĕ Çĕрпÿ\ районĕнчи Иккĕмĕш Вăрманкас ялĕнче çуралса ÿснĕ Петр Егоров.