Ачаранах ĕçе кÿлĕннĕ
Иртнĕ ĕмĕрте вăрçă ачисен шăписем ытла та йывăр пулнă. Çул çитменскерсен мĕнле кăна ĕçе пурнăçлама тивмен! Юлия Матвеева колхозсем йĕркеленме пуçланă тапхăрта Мартынкасси ялĕнче çуралнă. 1940 çулта ăна ялти 7 класс вĕренмелли шкула яраççĕ. Вăрçă пуçлансан ашшĕне çав çулах фронта илсе каяççĕ. Пурнăç йывăрланать. Амăшне çул çитмен ачисем пуррине пăхмасăр ĕçлеме янă. 9 тата 11 çулти ывăл-хĕрĕн хăйсен тĕллĕн пурăнма тивнĕ. Юрать-ха ялта кукамăшĕпе асламăшĕ пулнă. Вĕсем мăнукĕсене тĕрĕслесе тăнă. Ачасен килти выльăх-чĕрлĕхе пăхмалла пулнă.