Рязань хулинче "Çулталăк воспитателĕ - 2017" пĕтĕм Раççейри конкурс иртнĕ. Унта çĕршывăн 75 регионĕнчен хутшăннă. Йышра Шупашкарти 178-мĕш ача садĕнчи Наталия Машанова та пулнă.
Районсемпе хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем тунтикунсерен ирттерекен канашлура тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ ыйтăва хускатаççĕ. Каçал тăрăхĕнче ял хуçалăхĕнчи ĕçсене те тишкернĕ.
Шупашкарти "Николаевский" комплексра сутакан усламçăсем Чăваш Ен Пуçлăхне аренда хакĕ пысăк тесе евитленĕ. Хулари пасарсене республика ертÿçи Михаил Игнатьев "Кĕр парни - 2017" ярмăрккăна епле йĕркеленипе паллашма кайнă. Пасарсен ĕçĕпе çавăн пекех республикăн ял хуçалăх министрĕн тивĕçне пурнăçлакан Марина Загребаева тата Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков кăсăкланнă.