Иртнĕ эрнере «Чи лайăххи - ачасене» ыркăмăллăх акцийĕ-пе килĕшÿллĕн Шупашкара Мускаври Останкинăран «Спокойной ночи, малыши» телекăларăм сăнарĕсем килнĕччĕ.
Ачана пĕчĕкренех сывă пурнăç йĕркине хăнăхтармалла. Шкулсенчи физкультура вĕрентекенĕсем çакна питĕ лайăх ăнланаççĕ, çитĕнекен ăрăвăн сывлăхĕшĕн хăйсене яваплă туяççĕ. «Ачасем сăмаха мар, хăтланăша ас туса юлаççĕ.