Çăткăнсем чĕп çитĕнтереççĕ

3 Çурла, 2015

Шурă хÿреллĕ тинĕс ăмăрткайăкĕ /орлан-белохвост/ пирĕн республикăра сайра тĕл пулать.

Июнь уйăхĕн пуçламăшĕнче Шупашкар, Муркаш, Куславкка районĕсенчи çÿллĕ хыр çине хăпарса 6 йăвине пăхрăмăр. 3-шĕнче 3, 2 тата 1 чĕп. Вĕсем çитĕнсен ăçта çул тытассине пĕлес тĕллевпе урисене ункăларăмăр. 2013 çулта 3 йăвари 5 чĕпе "тăмхаланăччĕ". 2010 çулта Чăваш Енре 4 йăва шута илнĕ. Ун чухнехипе танлаштарсан халĕ 2 ытларах.

Çурçĕре е кăнтăра республика урлă вĕçсе иртнĕ чухне апатланма шыв-шур таврашне анаççĕ. Улатăр районĕнчи пулă ĕрчетекен "Сăр" хуçалăх çĕрĕнче 2006 çулта - 15, 2008 ç. - 12, Шупашкар шыв управĕнче 1998 ç. - 10, 2001 ç. - 8, 2002 çулта 6 курнă. Чăваш Ен урлă вĕçсе иртекенни çуркунне - 30-150, кĕркунне - 100-300.

Çак çăткăн - Чăваш Енре чи пысăкки. Кÿлепин тăршшĕ 70-98 см. Вĕçнĕ чухне çунаттисене 2-2,3 м сарать, 4-7 кг таять. Атăл хĕрринчи, Сăр тăрăхĕнчи /Етĕрне, Çĕмĕрле, Пăрачкав, Улатăр районĕсенчи/ чăтлăха килĕштерет. Пулăллă шыв-шур хĕрринчен инçе мар йăва çавăрать. Ама 2-3 çăмарта тăвать. Пулăпа /хĕлле кислород çитмен пирки аптраса шыв çине вакран, пăр çурăлнă тĕлте тухса выртнипе/, чĕрчун виллипе, кайăк кăвакалпа, мулкачпа, тыркаспа, ытти чĕрчунпа тăранать.

Республикăна март уйăхĕн иккĕмĕш-апрелĕн пĕрремĕш çурринче вĕçсе килеççĕ. Ноябрĕн иккĕмĕш çурринче ăшă çĕре çул тытаççĕ. Хĕл сивех мар чухне Шупашкарпа Куйбышев шыв управĕсенче, Сăр çинче хĕл каçрĕç. Хытă шăнтсан кăнтăралла куçрĕç.

Пирĕн тăрăхра нумай ĕрчеймест. Сăлтавĕ - йăвине çавăрмалли çÿллĕ йывăç тата апат çителĕксĕр пулнинче, Атăлпа Сăр тăрăхĕнчи вăрманта çын час-часах çÿренинче, çÿллĕ йывăçсене каснинче. Ăмăрткайăка кĕлеткине типĕтсе хаклă сутас тĕллевпе браконьерсем тытаççĕ. Ăна Раççей тата республикăн Хĕрлĕ кĕнекисене кĕртнĕ пирки вĕлерме, хăратма юрамасть. Электричествăпа çапăнса вилнĕ тĕслĕхсем те пур.

Геннадий ИСАКОВ,

ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх службин аслă инспекторĕ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Рубрика: