«Çухалнă» маршрут
Эпĕ 81 çулта пулин те хаçат-журнал вуласах тăратăп. Тĕп чăвашăн чĕлхине ăша хывса çитĕннĕ май Шупашкарта 55 çул пурăнса та вырăсланаймарăм. В.Маяковский ячĕллĕ вулавăша час-часах çÿретĕп, тĕрлĕ ыйтупа кăсăкланатăп. Эпĕ хулан çурçĕр-хĕвеланăç микрорайонĕнче пурăнатăп. Ытти вун-вун çын пекех çурхи-çуллахи кунсенче дачăна çÿретĕп. Хамăр алăпа çитĕнтернĕ пахчаçимĕç экологи тĕлĕшĕнчен чи таси те хăрушсăрри пулнине тĕпе хурса кăçал та, ÿсĕме пăхмасăр, çĕр ĕçĕпе аппаланас тетĕп. Анчах мана çул-йĕр ыйтăвĕ канăçсăрлантарать.
Икĕ-виçĕ çул пирĕн Çĕнĕ сала вокзалĕнчен Çĕрпÿ хулине 125-мĕш маршрутри автобус çÿрерĕ. Сад ĕрчетекенсем унта тăтăшах çула тухатчĕç.
Халĕ асăннă маршрут автобусĕпе пĕрлех таçта «çухалчĕ». Сăлтавне никам та тĕплĕн ăнлантараймасть. Çак ыйтăвăн уççи-хуппине тупас тĕллевпе апрель уйăхĕн 2-мĕшĕнче автовокзал диспетчерĕ патне кĕрсе тухрăм. Вăл 125-мĕш маршрут пирки нимĕн те калаймарĕ. «Çук», - терĕ кăна.
Çак автобуса шыраса тупмашкăн «Хыпар» хаçатран пулăшу ыйтатăп.
Иван КРАСНОВ.
Шупашкар хули.