Улăм пĕрчинчен темĕн те ăсталать
Юлия Родионова Красноармейски районĕнчи Именкассинче çуралнă. Халĕ Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăсра пурăнать. Педагогика училищинче пĕлÿ илнĕскер тивĕçлĕ канăва тухичченех воспитательте ĕçленĕ. Ачасене вăл аппликаци тума, пластилинран тĕрлĕ япала ăсталама вĕрентнĕ. Шăпăрлансемпе мастер классем ирттерме ăна çав тери килĕшнĕ. Ытти воспитатель унран пулăшу, сĕнÿ-канаш час-часах ыйтнă. Пĕр-пĕр ĕç сыпăнмасан, тÿрех Юлия Лазаревна патне килнĕ. 25 çул каялла вăл улăмран тĕрлĕ чечек, картина хатĕрлеме тытăннă. Малалла вулас...