Наталья Хлесткинăна Чăваш Ен Правительствин стипендине пама йышăннă
Валериан Соколов олимп чемпионĕ ячĕллĕ Шупашкарти спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан Наталья Хлёсткинăна ЧР Правительствин стипендине, 6,5 пин тенкĕ, уйăхсерен çулталăк парса тăма йышăннă. Унсăр пуçне ăна пĕр хутчен 75 пин тенкĕ преми парĕç. Йывăр атлетăн тренерне Геннадий Иванова 37,5 пин тенкĕ преми уйăрнă.
Аса илтерер: ака уйăхĕн пуçламăшĕнче Хорватири Сплит хулинче йывăр атлетика енĕпе иртнĕ Европа чемпионатĕнче Наталья Хлесткина 58 килограммченхи виçере ылтăн медале тивĕçнĕ. Çулталăк каялла вăл 63 килограмчченхи виçере Европа чемпионки пулса тăнă.