Комментари хушас

29 Раштав, 2017

2018 çул мĕнпе савăнтарĕ?

Çĕнĕ çулталăкран яланах çĕнĕлĕх кĕтетпĕр. 2018 çул Чăваш Енре пурăнакансем валли ырри мĕн илсе килĕ? Килес çул халăха мĕнле улшăнусем тата çĕнĕлĕхсем кĕтĕç?

Пĕрремĕш ача çуралнăшăн пособи пама пуçлаççĕ. Тÿлев регионти ачан пурăнмалли чи пĕчĕк виçи — 8910 тенкĕ — чухлĕ пулĕ. Социаллă пособие ĕçлекен çыннăн пурăнмалли чи пĕчĕк 1,5 виçинчен сахалрах тупăшлă çемьесем ача çулталăк çурă тултариччен илсе тăрĕç. /Чăваш Республикинче 2017 çулхи II кварталта йышăннă виçе — 9330 тенкĕ. Çапла вара пĕр çын пуçне 13995 тенкĕ тивет, виçĕ çынран тăракан çемьешĕн вăл 41985 тенкĕпе танлашать/.

Амăшĕн капиталĕн программине 2021 çулхи раштавăн 31-мĕшĕччен тăснă. Çак укçа-тенкĕ шутĕнчен çемьесене ачасен регионти пурăнмалли чи пĕчĕк виçи чухлĕ кашни уйăхра адреслă парса тăма йышăннă, çавăн пекех капиталпа сусăр ачасен социаллă адаптацийĕпе интеграцийĕ валли усă курма, ача виçĕ çул тултаричченех шкулчченхи вĕрентÿшĕн тÿлеме юрать.

Чăваш Ен виççĕмĕш тата хыççăнхи ачасем çуралнăшăн 100 пин тенкĕ парассине — республикăн амăшĕн капиталне — сыхласа хăварнă.

Чăваш Енре ясли черечĕсене пĕтерме тĕллев лартнă. Çитес вăхăтра республикăра икĕ уйăхри ачасене патшалăх учрежденийĕсене йышăнма пуçлаççĕ. Яслие пĕчĕккисем виçĕ çул тултариччен çÿреççĕ.

Иккĕмĕш тата виççĕмĕш ача çуратнă мăшăрсем ипотека кредичĕн ятарлă программине хутшăнма пултараççĕ. Банксем çĕнĕ çуртра хваттер туянма, маларахри çулсенче илнĕ кредит рефинансированийĕ валли 6 процентран пысăк мар кредит пама йышăннă. Анчах патшалăх 6 процентран ытлараххин тăкакĕсене саплаштарассине вăхăтлăх çеç /иккĕмĕш ачашăн — виçĕ çул, виççĕмĕш ачашăн — пилĕк çул/ хăй çине илет.

Тÿлевсĕр приватизаци вĕçленет. Крымра пурăнакансем, тăлăхсем, 2005 çулччен заявлени панисем çеç хваттере тÿлевсĕр хăйсем çине куçарма пултарĕç.

Малашне 14 çултан аслăраххисем çеç социаллă сетьсемпе усă курма пултарĕç. Паспортпа регистрацилеççĕ, çыннăн чăн ятне, хушаматне палăртмалла, хăйĕн сăн ÿкерчĕкне çеç вырнаçтарма юрать. Никсемпе аватарсем пăрахăçа тухаççĕ.

Çĕр хуçисен 2018 çулхи кăрлач уйăхĕччен федерацин 477-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн лаптăксен чиккисене палăртассине вĕçлемелле. Унсăрăн вĕсем çĕре сутма, парнелеме, тара пама, çурт лартма т.ыт.те пултараймаççĕ.

Алимент, ÇÇХПИ штрафĕсен, ытти парăм виçи 10 пин тенкĕрен иртсен суд приставĕсен пуçарăвĕпе гражданинăн водитель правине туртса илесси вăя кĕрет.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.