Пысӑк Упакасси ялӗн масарӗнче Ҫемен Элкерӗн асӑну палӑкне вырнаҫтарнă
Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗн масарӗнче Ҫемен Элкерӗн асӑну палӑкне вырнаҫтарнă тесе хыпарлать Чăваш халăх сайчĕ.
Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗн масарӗнче Ҫемен Элкерӗн асӑну палӑкне (кенотафне) вырнаҫтарнă.
Чӑваш халӑх сӑвӑҫин пысӑк ӗмӗчӗ тинех пурнӑҫланчӗ: вилес умӗн вӑл хӑйне тӑван ялӗн масарӗнче пытарма каласа хӑварнӑ-ҫке! Палӑка вырнаҫтарма ялти тăванӗсем хастар хутшӑнчӗҫ, сӑвӑҫӑмӑра асӑнмалли вырӑна сӑваплӑ шывпа тасатрӗҫ, унта вилтӑпри ҫинчен илсе килнӗ ҫӗре те хучӗҫ. Ку вырӑнта малашне хӑйсен ентешне кашни ҫимӗкрех асӑнма килӗшсе татӑлчӗҫ.